Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

янӑраса (тĕпĕ: янӑра) more information about the word form can be found here.
Юрӑ янӑраса кайрӗ.

И грянула песня.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Унтан пӗчӗкҫеҫ кӗленчесем, шӑвӑҫ татӑкӗсем, бутылкӑсемпе патаксем янӑраса кайрӗҫ — ку ӗнтӗ ачасен хӑйсем тунӑ инструментсен оркестрӗ мала тухрӗ.

Потом ударили склянки, жестянки, бутылки, палки — это вырвался вперед самодельный оркестр.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Вара сарай тӑррисенче, чӑлансенче, чӑх витисенче сигнал паракан шӑнкӑравсем, бутылкӑсем, тимӗр татӑкӗсем кӗрлесе, янӑраса кайрӗҫ.

И загремели под крышами сараев, в чуланах, в курятниках сигнальные звонки, трещотки, бутылки, жестянки.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Савӑнӑҫлӑ та хурлӑхлӑ кӗвӗ янӑраса кайрӗ.

Зазвучала мелодия, торжественная и печальная.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Унта та, чӑх витинчи пекех, чанклатнӑ сасӑ янӑраса тӑрать, рельса татӑкне кире пуканӗпе шаккаҫҫӗ, тейӗн.

Изнутри которого, так же, как из курятника, доносились резкие звуки, как будто бы кто-то бил гирей по отрезку стального рельса.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Пурте — Татьянка та, наян йытӑ та, мӗн янӑраса кайнине чухласа илеймесӗр, пӗр харӑсах ҫаврӑнса пӑхрӗҫ.

Все, даже Татьянка, даже ленивая собака, разом обернулись, не понимая, откуда звон и в чем дело.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Ҫав вӑхӑтра уҫӑ та тикӗс сасӑ илтӗнсе кайрӗ, вӑл пысӑк та янӑравлӑ, нумайранпа никам та тӗкӗнмен хӗлӗх такам тӗртӗннипе савӑнса, хӑйӗн тӗлӗнмелле таса сассипе янӑраса, пӗтӗм тӗнчене тӗлӗнтернӗ пек туйӑнчӗ.

И раздался звук, ясный, ровный, как будто бы кто-то задел большую певучую струну и она, обрадованная, давно никем не тронутая, задрожала, зазвенела, поражая весь мир удивительной чистотой своего тона.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Хальхинче вара шӑнкӑрав янӑраса илсен тата ман пата Юрка пырса кӗрсен, эпӗ хам та хӗпӗртесе кайрӑм.

И на этот раз я уже сам обрадовался, когда звякнул звонок и ко мне ввалился Юрка.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Хуралҫӑ пӳрчӗн крыльци ҫинчен Чукӑн хӑлхана ҫуракан сасси янӑраса кайрӗ.

С крыльца сторожки раздался пронзительный крик Чука.

Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.

Таҫта ҫывӑхрах пӗчӗк вӗҫен кайӑк шӑхӑрни янӑраса кайрӗ.

Звонкий свист пичужки раздался где-то совсем близко.

Вӑрманти тӗтӗм // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.

Сасӑ тепӗр хут янӑраса кайрӗ, халь вара вӑл пачах ҫывӑхрах илтӗнчӗ.

Гул повторился, но теперь грохнуло уже совсем близко.

Тӑваттӑмӗш блиндаж // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 54–76 с.

Унтан, кӑмака мӑрйи тӗлӗнче аҫа ҫапнӑ пекех, хыттӑн янӑраса кайрӗ.

Потом так ударило, как будто бы громом грохнуло над самой печной трубой.

Тӑваттӑмӗш блиндаж // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 54–76 с.

Вара чӗтренекен сасӑсем тӑтӑшах янӑраса улӑм ҫивитти ҫумӗпе иртсе ватӑ старик Захар хӑлхисене пырса кӗрсен, тахҫанах илтмен канӑҫлӑ чан сассинчен вӑл кӑштах тӗлӗнчӗ те, васкамасӑр сӑхсӑхса илчӗ, унтан хӑй яланах ларакан чалӑшнӑ крыльца патӗнчи вырӑнне вырнаҫса ларчӗ.

И когда густые, дрожащие звуки мимо соломенных крыш дошли до уха старого деда Захария, подивился он немного давно не слыханному спокойному звону и, перекрестившись неторопливо, крепко сел на свое место, возле покривившегося крылечка.

2 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.

Ҫав самантрах вӑйлӑн пӑшал сасси янӑраса кайрӗ.

В тот же момент грохнул глухой, но сильный выстрел.

1 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.

Трах — бабах! — тунӑ сас янӑраса кайрӗ.

— Трах-бабах! — грохнуло позади ребят,

Тӑваттӑмӗш блиндаж // Георгий Шумилов. Гайдар, Аркадий Петрович. Тӑваттӑмӗш блиндаж: калав; вырӑсларан Г.С. Шумилов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с.

Сас тепӗр хут янӑраса кайрӗ, анчах халь пачах ҫывӑхра илтӗнчӗ.

Гул повторился, но теперь грохнуло уже совсем близко.

Тӑваттӑмӗш блиндаж // Георгий Шумилов. Гайдар, Аркадий Петрович. Тӑваттӑмӗш блиндаж: калав; вырӑсларан Г.С. Шумилов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с.

Унтан, кӑмака мӑрйи тӗлӗнче аҫа ҫапнӑ пекех, хыттӑн янӑраса кайнӑ.

Потом так ударило, как будто бы громом грохнуло над самой печной трубой.

Тӑваттӑмӗш блиндаж // Георгий Шумилов. Гайдар, Аркадий Петрович. Тӑваттӑмӗш блиндаж: калав; вырӑсларан Г.С. Шумилов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с.

— Евгений Васильевич, — терӗ вӑл, унӑн сассинче ирӗксӗрех ачашлӑх янӑраса кайрӗ.

— Евгений Васильич, — проговорила она, и невольная нежность зазвенела в ее голосе.

XVIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Сасартӑк ирӗксӗрех алли айӗнчен тахҫан Муций каланӑ асамлӑ юрату юрри янӑраса тухрӗ — ҫав самантрах, качча кайнӑ пӗрремӗш хут, хӑйӗн варӗнче ҫӗнӗ, халӗ ҫеҫ ҫуралакан чӗрӗ пурнӑҫ тапнине туйрӗ…

Внезапно, помимо ее воли, под ее руками зазвучала та песнь торжествующей любви, которую некогда играл Муций, — и в тот же миг, в первый раз после ее брака, она почувствовала внутри себя трепет новой, зарождающейся жизни…

XIV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.

Сасартӑк юнашар пӳлӗмре темӗн шаккани илтӗнчӗ — хӗҫ янӑраса кайрӗ.

Вдруг что-то застучало в соседней комнате — зазвенела сабля.

IV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed