Шырав
Шырав ĕçĕ:
Енчен те вӗлерӳҫе тупса палӑртаймасан эпӗ, паллах, хамӑн — о! — кӑткӑсах мар кӑтартусене парайӑттӑм, анчах эпӗ камне, кунта мӗнле сӑлтавпа килнине евитлеме юрамасть.
XXVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Улӑха е ҫырмана кайса курӑк ҫулма та юрамасть — хӑвалаҫҫӗ, штраф тӑваҫҫӗ, колхоз выльӑхӗсем валли юлмасть теҫҫӗ.
Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html
Анчах ҫакӑн ҫинчен калама юрамасть.
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Эсир Биче Сениэле ҫав тери курасшӑн, эсир унпа тӗл пулатӑр, анчах асра тытӑр: ӑна ман ҫинчен калама юрамасть.
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
— Ӑна, ахӑртнех, ӗненме юрамасть, — терӗ Филатр.
IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Начар техникӑна ҫул ҫине кӑларма юрамасть.
Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№
Тен, пурӑннӑ пурнӑҫра мӗн те пулин улшӑнӗ: лайӑх-и, начар-и, пурпӗрех мӗн те пулин улшӑнмалла, мӗншӗн тесен малашне ҫакӑн пек пурӑнма юрамасть.
Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№
«Кунта асӑннӑ объект пирки кӑна сӑмах пымасть, ытти объектсем ҫинче те строительство ӗҫӗсене тарӑн тишкермелле, кӑлтӑксем кӑларса тӑратма юрамасть, ҫитменлӗхсене ҫийӗнчех пӗтерсе, графикпа килӗшӳллӗн палӑртса хунӑ ӗҫсене туса пымалла. Нумай хваттерлӗ ҫуртсем таврашӗнчи ҫулсене юсав ирттернӗ чухне те тимлӗ пулмалла, халӑхӑн пуҫаруллӑ проекчӗсене вӑхӑтра тата туллин пурнӑҫлама тӑрӑшмалла», — тенӗ вӑл сӑмаха ҫавӑрса.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Граждански урамӗнчи ӗҫсен производствин графикне пӑхӑнассине тивӗҫтерме ыйтнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/16/chav ... ecsen-proi
«Ҫӗрле ӗҫлесен аван — паллах кӗрлеме юрамасть, шӑплӑха та тытмалла. Ҫывӑхри ҫуртсенче пурӑнакансене валли те чӑрмавсем кӑларса тӑратма юрамасть», — тенӗ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Граждански урамӗнчи ӗҫсен производствин графикне пӑхӑнассине тивӗҫтерме ыйтнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/16/chav ... ecsen-proi
— Малалла кайма юрамасть, — калаҫма пуҫларӗ Астарот; вӑл тата темиҫе сӑмах каларӗ, анчах хыпса илсе турат таткисем вутлӑ чӗлхисемпе чӳхенме пуҫларӗҫ те — ҫак самантра эпӗ, шалтах тӗлӗнсе, Астаротӑн ҫӗнӗ, тӗпренех улшӑннӑ сӑнне куратӑп.
V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Хӑвӑрӑн шухӑшӑрсемпе пӗр-пӗччен нумай вӑхӑт ларма юрамасть; тепӗр ҫур сехетренех унта…Нельзя сидеть долго наедине со своими мыслями, а через полчаса мы будем уже там.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Тухатмӑш унӑн ят-сумӗ арканнине кура аллисемпе сулкалашать, халӑха Гента пӑхӑнма юрамасть тесе ӳкӗтлет; кунта, ахӑртнех, акӑш-макӑш тӗрлӗ туйӑмсем, мӗн пулать те мӗн килетлӗх, ӑнланнине кӗтни пӗтӗмпех хутӑшса пӑтрашӑннӑ, мӗншӗн тесен тӗшмӗшлӗ ҫынсем тискеррӗн кӑшкӑрашаҫҫӗ; вилме пӳрнисен сӑнӗнче вара пурнӑҫ, кулӑ мӗлки, лайӑххине кӗтни сӑнарланнӑ.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Кунта урӑх юлма юрамасть, малалла каймалла.
XI. Вӗлерме хӑтланни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ыттисен куҫӗ умне нимӗн те кӑларса хума юрамасть; тытса хӗнеҫҫӗ те туртса илеҫҫӗ.На глазах нельзя было нам обнаружить ничего: заколотят и отберут.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
— Унӑн ӗҫме юрамасть, анчах пурте ӗҫеҫҫӗ, ушкӑнӗ ҫавнашкал.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
2. Пӗр-пӗр ӗҫе тунӑ чухне ҫав ӗҫ айӑп туни тесе шутланман пулсан уншӑн никама та явап тыттарма юрамасть.
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
1. Пӗр преступленишӗнех никама та тепӗр хут айӑплама юрамасть.1. Никто не может быть повторно осужден за одно и то же преступление.
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
Пӗр-пӗр суд тата судья ҫын ӗҫне пӑхса тухма тивӗҫлӗ пулсан ҫыннӑн саккунпа палӑртнӑ ҫак правине пӑсма юрамасть.
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
Никама та вӑйпа кил-ҫуртсӑр хӑварма юрамасть.
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
2. Вӑйпа хистесе ӗҫлеттерме юрамасть.
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije