Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пасарӗ эрнере икӗ хут пухӑнать, унта таврари хресченсем тырӑ, паранкӑ тата ытти ҫимӗҫсем тиесе пыраҫҫӗ.На них два раза в неделю съезжались окрестные крестьяне с телегами, полными деревенского добра.
Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Ҫавӑнпа ҫынсене пӗр крепоҫран тепӗр крепоҫа куҫарнӑ чухне вӗсене эрнере икӗ хутчен салтаксемпе ӑсатмалла тунӑ: ҫул варрипе ҫынсем пынӑ, икӗ енӗпе салтаксем пынӑ.
1 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ҫак эрнере виҫҫӗмӗш хут ӗнтӗ эпӗ ҫак хӗрарӑм пирӗн тӗлтен иртсе кайнине куратӑп.Уже третий раз на этой неделе я вижу, как она проезжает мимо нас.
XXIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫапла эпир манежра эрнере иккӗ юланутпа ҫӳреттӗмӗр.
Эпӗ юланутпа ҫӳреме вӗренни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Пӗччен юлсан, Уэлдон миссис: «Ҫыру илме Негоро ку эрнере килмест-ха», — тесе шухӑшласа илчӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ҫӗнӗрен аса илчӗ вӑл юлашки эрнере пулнӑ ӗҫсене.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Тепӗр эрнере, февралӗн 14-мӗшӗнчен пуҫласа 21-мӗшчен, карап ҫинче нимех те пулса иртмерӗ.За всю следующую неделю, с 14 по 21 февраля, на судне не произошло ничего примечательного.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Пирӗн культура пекки пӗр эрнере, вӗсен — ӗмӗрхи.
Маруся наркӑмӑш ӗҫсе вилнӗ // Александр Алга. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 65–72 с.
Иртнӗ эрнере ҫеҫ акӑ Калашников хӑйӗн пӗртен-пӗр ывӑлӗ фронтра вилни ҫинчен хут илнӗччӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
— Ҫитес эрнере воскресник ирттеретпӗр.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Иртнӗ эрнере тимӗрҫӗ Мишшана тытса кайнӑ пулнӑ иккен те, паян вӑл та таврӑнчӗ, тет.На той неделе вдруг забрали Мишу-кузнеца; да нынче, говорят, он уже вернулся.
XVI. Ял ҫывӑрмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Шӑрттан Имечӗ иртнӗ эрнере пулнӑ туй мыскарине кала-кала култарать.А Шырттан Имет смешит россказнями о прошедшей на той неделе свадьбе.
XIV. Ешӗл туй // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Иртнӗ эрнере куккӑшӗ ун валли вунӑ кӗрепенкке те пулӗ мӑнтӑр сысна какайӗ илсе килнӗччӗ; ан пӑсӑлтӑр тесе, Ильяс ӑна Палля тетӗш кӗлетне хунӑ, вӑл хальхи апат валли те ҫав какайранах касса илчӗ, яшкине ячӗ, халь ав, темшӗн хӗрелсе кайнӑ, пиҫмен те пулас…
XI. Йывӑҫҫипе улми // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Иртнӗ эрнере хуҫӑр кашни ӗҫлекен ҫынтан виҫшер пус катса юласшӑн тенӗччӗ.Ты говорил, на прошлой неделе ваш хозяин хотел удержать с каждого рабочего по три копейки.
IX. Юлташсен тупи // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Халь, юлташсем, — терӗ вӑл, — мана ак мӗн каласа парӑр: иртнӗ эрнере ӑҫта мӗнле хыпар-хӑнар пулчӗ, рабочисем мӗн сӑмахлаҫҫӗ…
IX. Юлташсен тупи // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Иртнӗ эрнере ҫапла хамӑр ял ҫыннине Усалука куртӑм та, ахӑртнех, ӑна Хура Сантӑр хыпар ҫитернӗ пулмалла, ҫав калать, сут мана, тет, Ярславри савӑтна, тет.
VII. Ҫӗнӗ пуян // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
— Пӗлетӗн-и, анне, ҫак эрнере эпӗ: мӗн пулчӗ-ха мана, мӗншӗн савӑнӑҫлӑ-ха эпӗ, тесе шухӑшласа ҫӳретӗп.— Знаешь, мама, всю неделю хожу и думаю: что такое хорошее случилось?
Ҫӗнӗ ҫул каҫӗ // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Хӑй вӗрентекен хӗрарӑм патне эрнере икӗ хут ҫӳреме пуҫларӗ, унта кайма ӑна ҫумӑр та, юр та, ывӑнни те — нимӗн те чараймастчӗҫ.
Старопетровския проездри ҫурт // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Чим-ха, аки-сухи иртрӗ, ҫул хывӑнать, ҫитес эрнере, ал ҫитерсе, вӑрмана каймалла та мӑк кӑлармалла, унтан ҫӗнӗ пӳрт хӑпартасси юлать.
XXVI. Пӳкле вилӗм // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Шерккей ҫак иртнӗ эрнере кӑна, ҫӗр илес тесе, ӑҫта-ӑҫта ҫитсе курмарӗ пуль…
XXIV. Ашшӗпе хӗрӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.