Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗтӗрсе (тĕпĕ: сӗтӗр) more information about the word form can be found here.
Тӑваттӑмӗш кунне Гришатка патне подвала хӗнесе пӗтернӗ салтака сӗтӗрсе кӗрсе пӑрахрӗҫ.

На четвертый день втащили в подвал к Гришатке побитого солдата.

Савелий Лаптевран салам // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Гришаткӑна кухньӑналла сӗтӗрсе каяҫҫӗ.

Тащат Гришатку на кухню.

«Ку-ку-ре-кук!» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Сумкине хӑй хыҫӗнчен сӗтӗрсе, Григорий алӑк патнелле утрӗ.

Волоча за собой сумку, Григорий пошел к двери.

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗчӗк кӑна кивӗ пӑравус нумай вагонлӑ состава юлашки вӑйпа термекленсе сӗтӗрсе пырать.

Старенький мелкорослый паровозишко, напрягаясь из последних сил, тянул многовагонный состав.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий пӗр обойма патрон персе пӗтерчӗ те хӳме урлӑ кармашса пӑхрӗ; унта, тупӑсене сарайне сӗтӗрсе кӗртме пикенсе, артиллеристсем тӑрмашаҫҫӗ иккен.

Расстреляв обойму, Григорий глянул через забор: там суетились номера, закатывая орудия под навес сарая.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий, пӗрре ӳкет, тепре тӑрать, унтан каллех ӳкет, офицера ҫапах малалла сӗтӗрсе пырать.

Григорий тащил его на себе, падая, поднимаясь и вновь падая.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫыруне вулаканни, кашни сӑмахрах такӑнкаласа, Петро Григорийӑн чаплӑ ӗҫӗ ҫинчен, вӑл епле аманнӑ подполковника ултӑ ҫухрӑм хушши сӗтӗрсе тухни ҫинчен ҫырса пӗлтернӗ вырӑна ҫитсенех, старик аллине ҫӳлелле ҫӗклет.

Он поднимал торчмя копытистую ладонь, когда читающий, спотыкаясь, по складам, доходил до того места, где Петро описывал подвиг Григория, на себе протащившего шесть верст раненого подполковника.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий ӑна ҫурӑмӗ ҫине ҫавӑрса хунӑ та ултӑ ҫухрӑм хушши сӗтӗрсе тухнӑ.

Григорий взял его и тянул волоком на себе шесть верст.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сарлака хулпуҫҫийӗсем ҫинчи тӗреклӗ кӗске мӑйлӑ та хуран евӗрлӗ пуҫне пӑркаларӗ, сӑмсине нӑшлаттаркаласа туртса (нӳрӗ ҫӗр ҫинче выртнипе шӑнса, вӑл сунаса ернӗ пулнӑ), патронташне ҫыхрӗ, унтан винтовкине сӗтӗрсе, сарайӗнчен тухрӗ.

Покрутил котельчатой короткошеей головой, надежно приделанной к широким плечам, чмыкая носом (простыл, лежа на сырой земле), перевязал патронташ и волоком потянул за собой к выходу винтовку.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий ҫумӗпех шур кӑпӑка ӳкнӗ лаша вилӗ казака сӗтӗрсе иртсе кайрӗ.

Мимо Григория вспененная лошадь протащила мертвого казака.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унта халь ҫеҫ сухаласа пӑрахнӑ ҫӗрӗн бархат пек йӑлтӑркки ҫинче, хӑйсем хыҫӗнчен плуга сӗтӗрсе, виҫӗ мӑшӑр вӑкӑр мӗшӗлтетсе шӑвӑнать.

В стороне, на свежей, отливавшей бархатом пахоте, ползли три пары быков, тащивших плуг.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӑмӑлу пур-и, ҫук-и, каясах пулать, ҫӳҫрен тытсах сӗтӗрсе кайӗҫ, — терӗ Валет.

Хоть не хошь, а придется, за волосы притянут, — рассуждал Валет.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑкӑрӗ, картлашкаллӑ ӑмрине ҫӗр ҫумнелле пӗкӗртсе, Митькӑна юр тӑрӑх сӗтӗрсе, нӑк уснӑ пуҫне пӑркалать, урипе кукалесе таҫта ҫитех юр сирпӗтсе, пӑра пек пӗтӗрсе хунӑ хӳри тавра кӗмӗл тусан вӗҫтерет.

Тот, пригибая к земле морщинистый подгрудок, волоча его по снегу, крутил низко опущенной головой, далеко назад кидал ногою снег, рассевая вокруг спиралью скрученного хвоста серебряную пыль.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Петро ҫывӑха ҫитичченех: — Кӳршӗм, эсӗ хупа пӗрле арӑмна та сӗтӗрсе пыратӑн пулас? — тесе кӑшкӑрса ыйтрӗ.

Петро еще издали крикнул: — Сосед, ты, никак, бабу волокешь с собой?

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӳпӗнтерсе кӳлнӗ сухапуҫне виҫӗ пар вӑкӑр ҫул тӑрӑх сӗтӗрсе кӑйрӗҫ, кӗрхи тип ҫанталӑкпа тата пачах ҫумӑр ҫумасӑр тӑнипе пирченсе ларнӑ ҫӗре шӑйӑрттарса йӗр туса хӑварчӗҫ.

Три пары быков потянули по дороге перевернутый запашник, чертя затвердевшую от осеннего сухостоя и бездождья черствую землю.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька, тайкаланса, алӑк сӑлӑпне туртса кӑларчӗ те юнланса пӗтнӗ урисенчен ҫакӑннӑ ҫуйӑхашакан вӗри шӑршлӑ йытӑсен ҫыхланчӑкне хӑй хыҫӗнчен сӗтӗрсе тухрӗ.

Качаясь, выдернул Митька засов и на окровяненных ногах выволок за собой рычащий, жарко воняющий псиной собачий клубище.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ан сӗтӗрӗнсе ҫӳре, кӗрт йытти! — хӑйӑлтатать Пантелей Прокофьевич, Григорий аллинчи туяна туртса илес тесе, ӑна горница тӑрӑх сӗтӗрсе.

Не таскайся, кобелина! — хрипел Пантелей Прокофьевич, тягая по горнице Григория, силясь вырвать костыль.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Прокофипе пӗр полкри казак хӑрах аллипе турккӑ хӗрарӑмӗн ҫӳҫне яваласа тытнӑ та, тепӗр аллипе унӑн ҫӑварне хупласа, ӑна пӑлтӑр тӑрӑх сӗтӗрсе чупса тухнӑ, унтан ҫынсен ури айне ывӑтнӑ.

Полчанин Прокофия, намотав на руку волосы турчанки, другой рукой зажимая рот ее, распяленный в крике, бегом протащил ее через сени и кинул под ноги толпе.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сӗтӗрсе тух пирӗн пата хӑвӑн тухатмӑшна.

— Волоки нам свою ведьму!

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ак ӑҫта сӗтӗрсе килнӗ усал!

Вот куда затащила нечистая сила!

Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed