Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

районти (тĕпĕ: район) more information about the word form can be found here.
Пӗчӗк алӑкне яриех уҫса ярса, машинӑран районти Контроль комиссин председателӗ Самохин тухса тӑчӗ.

Распахнув дверцу, из него вышел председатель районной контрольной комиссии Самохин.

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл ял Совечӗн архивӗсене тата иртнӗ ҫул районти ялхуҫалӑх выставкине тӑратнӑ пучахлӑ тырӑсен экспоначӗсене усракан пушӑ пӳлӗм патнелле ыткӑнчӗ, алӑкне уҫса ячӗ те унта виҫӗ колхозник: Краснокутов, Антип Грач тата лутра пӳллӗ Аполлон Песковатсков ларнине курчӗ.

Он кинулся к пустовавшей комнате, где хранились сельсоветские архивы да колосовые экспонаты с прошлогодней районной сельскохозяйственной выставки, открыл дверь и обнаружил трех колхозников: Краснокутова, Антипа Грача и мухортенького Аполлона Песковатскова.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов малтанхи кун кӳршӗ районти селекци станцине тухса кайнӑччӗ.

Давыдов накануне выехал в соседний район на селекционную станцию.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Килнӗ ҫын хӑйне районти хӑшпӗр пуҫлӑхсем пек тытманни вӗсене питӗ килӗшрӗ: ку ҫын ҫуна ҫинчен сиксе аннӑ-анманах портфельне хӗстерсе ҫынсем умӗнчен турех ял Советнелле иртсе каймарӗ, лавҫине пулӑшрӗ, лаша тыткалама тахҫанах пӗлнине кӑтартса, хӑех лашине тӑварма пуҫларӗ.

Им шибко понравилось, что приезжий не так, как обычно кто-либо из районного начальства: не соскочил с саней и — мимо людей, прижав портфель, в сельсовет, а сам начал распрягать коней, помогая кучеру и обнаруживая давнишнее уменье и сноровку в обращении с конем.

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Районти ҫамрӑксен правительствин команди чӑрмавсен полосисене парӑнтарассипе чи маттурри пулнӑ, потребобщество ҫамрӑкӗсем «А вот и мы» видеороликсен конкурсӗнче виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.

Help to translate

Ҫамрӑксем сывӑ пурнӑҫ йӗркине суйлаччӑр // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18

Тӑвайсен чысне районти Ҫамрӑксен правительствипе «Тӑвайри кооператив» потребобществӑра ӗҫлекенсем хӳтӗленӗ.

Help to translate

Ҫамрӑксем сывӑ пурнӑҫ йӗркине суйлаччӑр // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18

Тӑвай районӗн администраци пуҫлӑхӗ Владимир Ванерке, райадминистрацин структура подразделенийӗсен, ӗҫ тӑвакан влаҫӑн территорири, федерацири тата республикӑри органӗсен вырӑнти ертӳҫисем республикӑран килнӗ информаци ушкӑнӗн членӗсемпе пӗрле районти ялсемпе шкулсенчи ӗҫ коллективӗсемпе, халӑхпа тӗл пулнӑ.

Help to translate

Пурнӑҫ ыйтнисене тӗпе хурса // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18

Вӑрҫӑран йывӑр аманса таврӑнсан Василий Степанович утар хуралҫи, ферма учетчикӗ, вулав ҫурчӗн заведующийӗ, районти «Хӗрлӗ ялав» хаҫатӑн ответлӑ секретарӗ пулса ӗҫлет.

Help to translate

Ыр ҫын хыҫҫӑн пин ҫын утать // Э. Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2019.10.18

В.Алентей 100 ҫул тултарнине халалласа районти «Хӗрлӗ ялав» хаҫат редакцийӗ В.С.Алентей ячӗллӗ премин конкурсне 3 тӗрлӗ номинаципе — прозӑпа, публицистикӑпа, пэзипе — ирттерчӗ.

Help to translate

Ыр ҫын хыҫҫӑн пин ҫын утать // Э. Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2019.10.18

Кунта официаллӑ ҫынсем, сумлӑ хӑнасем, В.Алентейӑн тӑванӗсем, Кӗтеснер ял халӑхӗ, шкул ачисем, районти культура ӗҫченӗсем тата ыттисем те йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ.

Help to translate

Ыр ҫын хыҫҫӑн пин ҫын утать // Э. Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2019.10.18

Районти «Ленин ҫулӗпе» хаҫат Стожар колхозӗ Кивӗ Пушҫӗр уҫма пуҫланине, акмалли ҫӗр лаптӑкне ӳстернине ырласа ҫырать.

Районная газета «Ленинский путь» горячо поддерживала патриотическое начинание колхоза в Стожарах — поднять Старую Пустошь и расширить посевную площадь.

33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Аслӑ пӗлӳллӗ лаборант Елчӗк тӑрӑхне ҫитет, районти тӗп больницӑна вырнаҫать.

Help to translate

«Сӑпайлӑх тата сапӑрлӑх — ҫирӗп сывлӑх ҫӑлкуҫӗ» // Маргарита Ильина. Чӑваш хӗрарӑмӗ, 37 (1112)№, 2019.09.28

Унӑн кун йӗркинчи доклачӗпе, пӗтӗмӗшле илсен, районти «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫатӑн февралӗн 20-мӗшӗнче пичетленнӗ статйи тӑрӑх паллашма пултаратӑр.

Help to translate

Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем шкулта ҫитӗнеҫҫӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010.03.03

Ӗлӗкхи «Элит» кино конторинче кӑвак ҫӳҫлӗ ватӑ армянин, хураскер, хырӑнман, ырӑ кӑмӑллӑ ҫын ларса тӑратчӗ — кунта халӗ районти ПВХО штабӗ вырнаҫнӑ иккен.

Старый армянин, чёрно-седой, небритый и добродушный, сидел в конторе бывшего кино «Элит» — теперь здесь помещался штаб ПВХО района.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вара эпир районти культура паркне уттартӑмӑр.

И мы пошли в районный Парк культуры.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӗсем пурте районти пионерсен ҫуртне, астрономи кружокне, ҫӳреҫҫӗ.

Все они занимались в астрономическом кружке районного Дома пионеров.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Отличниксене пухусенче мухтаҫҫӗ, рапортсенче асӑнаҫҫӗ, районти ҫутӗҫ пайне пӗлтереҫҫӗ, стена хаҫачӗсем ҫине ӳкереҫҫӗ.

Отличниками хвастались на школьных вечерах, упоминали о них в рапортах, сообщали в районный отдел народного образования, рисовали в стенгазетах.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫак эрне ӑшӑпа савӑнтарнине кура ӗҫ малалла каять, районти яваплӑ ҫынсем вара кам мӗн тунине тимлесех тӑраҫҫӗ.

Help to translate

Палӑртнӑ тӗллевсем пурнӑҫланччӑрах // И.ДАНИЛОВА. Хӗрлӗ ялав, 2019.08.16

Ертӳҫӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн районти ялсенче ятарлӑ вырӑнта пурӗ 141 контейнер лартмалла.

Help to translate

Ҫӳп-ҫап валли ятарлӑ вырӑн пур // Н.НИКОЛАЕВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.07.23

Республикӑри, районти ӑмӑртусенчен пирӗн ентешсем ҫӗнтерӳсемпе таврӑнни, паллах, кӑмӑла ҫӗклет.

Возвращение наших земляков с победой с республиканских, районных соревнований, конечно же, поднимает настроение.

Ял аталанать, малашлӑха шанать // А.МИХАЙЛОВ. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.07.23

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed