Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патӗнчи (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Юргин телейлӗн куҫне хӗсрӗ, Барсушня патӗнчи шурӑмпуҫӗ килнӗ чухнехи картинӑна уҫҫӑнах курнӑ пек пулчӗ.

Счастливо прищуриваясь, Юргин отчетливо увидел памятную картину зари у Барсушни.

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Мускав патӗнчи ҫӗр ҫинче пулса иртнӗ ҫапӑҫӑвӑн йӗрӗсене шӑлса лартас тесен, унӑн кӗҫӗр ҫӗрӗпех ӗҫлемелле: вилесене тата сапаланса выртакан хӗҫпӑшалсене кӗрт хӳсе лартмалла, снарядсем ӳксе пулнӑ шӑтӑксемпе юн кӳлленчӗкӗсене пытармалла, ҫуннӑ танксемпе ҫуннӑ ялсенчен юлнӑ вырӑнсене ҫиелтен те пулин витсе хумалла…

Ей надо было трудиться всю ночь, чтобы уничтожить следы жестоких боев на подмосковной земле: похоронить в сугробах трупы и разбросанное, разбитое оружие, замести воронки от снарядов и лужи крови, хотя бы легонько запорошить снежком сгоревшие танки и пепелища в деревнях…

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл вӗсене Великие Луки ҫывӑхӗнчи вӗренӳре, Вазузы патӗнчи ҫапӑҫура, тӑшман оккупациленӗ тӑван ҫӗршыв тӑрӑх утнӑ чухне, Барсушньӑна штурмланӑ чухне, Истрӑна хӳтӗленӗ чухне курнӑ…

Он видел их на учениях близ Великих Лук, на привалах по ржевским лесным дорогам, в бою у Вазузы, в походе по оккупированной врагом родной земле, при штурме Барсушни, при обороне Истры…

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Смольянинов капитан кровать патӗнчи пукан ҫине ларчӗ те, Брянцев полка ертсе пырассине хӑй ҫине илсен, Озеров картти ҫинчи паллӑсене тӗпчесе унӑн тупсӑмне тупни ҫинчен, часах тӑшман шухӑшне пӗлсе Журавский патне вӑхӑтра пулӑшу ярса пама ӗлкӗрни ҫинчен тӗплен каласа пачӗ.

Капитан Смольянинов присел на табурет у кровати и подробно рассказал, как Брянцев, приняв командование полком, изучил пометки Озерова на карте, быстро разгадал замысел противника и вовремя успел подбросить подкрепление батальону Журавского.

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Гварди лейтенант Юргин ротине шоссерен сулахайра, пахчасемпе парк тӑрӑх тӑсӑлса выртакан канавлӑ участок, пурӑнма — передовой ҫывӑхӗнчи хуралтсем, чиркӳ патӗнчи ҫурт, хурал пӳрчӗ, ӗлӗк пахча ҫимӗҫӗ усранӑ нӳхреп лекрӗ.

Роте гвардии лейтенанта Юргина достался участок от шоссе влево, по канаве вдоль огородов и парка; для жилья — дом близ церкви, сторожка и бывшее овощехранилище, все у самой передней линии.

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Чунӗ тулашнипе, хӑй те асӑрхамарӗ вӑл, карланкине, пӑвӑннӑ чухнехи пек ыраттарса, Матвей Юргина Ольховка патӗнчи пӗр-пӗччен ларакан хурӑн айӗнче панӑ ыйтӑвах тепӗр хут каларӗ:

И сам не заметил, как в большом внутреннем напряжении, с болью в горле, повторил вопрос, какой задавал Матвею Юргину еще перед Ольховкой, у одинокой молодой березы:

X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Кунтан хӗвеланӑҫнелле пӑхсан — шоссен сылтӑм енче ҫӑкасемпе йӑмрасем айӗнчи хресчен пӳрчӗсем чавса тунӑ пысӑках мар пӗве тата ҫӑра та вӗтӗ вӑрман, унтан симӗс тӑрӑллӑ темле ҫурт-йӗрсем курӑнса лараҫҫӗ; сулахай енче — пысӑк кивӗ парк, ун варринче икӗ хутлӑ чул ҫурт, тахҫантанпах юсаман ҫӳлӗ тӑрӑллӑ чиркӳ, ун тавра пӗчӗк пӳртсем, лапам вырӑн тата кӳршӗри вӑрман патӗнчи сӑртлӑхра чугун ҫул…

Если смотреть на запад, то по правую сторону шоссе — десяток крестьянских изб под липами и ветлами, небольшой искусственный пруд и густое мелколесье, в котором виднеются зеленые крыши каких-то строений; по левую сторону — огромный старый парк с двухэтажным каменным домом в центре, заброшенная церковь с высокой колокольней, маленькие домики около нее, низина и железная дорога у подножья соседнего лесистого взгорья…

X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Снегиринчен пуҫласа, Мускав патӗнчи пейзаж сасартӑк улшӑнчӗ.

От поселка Снегири резко изменился пейзаж Подмосковья.

X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Лозневойпа Сысоев алӑк патӗнче ҫӗлӗкӗсемпе кӗске кӗрӗкӗсем ҫинчи юра силлесе тӑкрӗҫ, чӗнессе кӗтмесӗрех тӗпелелле иртсе, кӗтесри апат сӗтелӗ патӗнчи саксем ҫине ларчӗҫ, винтовкисене хӑйсен ҫумне тӑратрӗҫ.

Отряхнув с шапок и полушубков снег у порога, Лозневой и Сысоев, не дожидаясь приглашения, прошли в передний угол, где стоял обеденный стол, сели по обе стороны его на лавки и поставили около себя винтовки.

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хулӑн чӑрӑш тымарӗсем патӗнчи чаваласа пӗтернӗ юр ҫинче ҫӳп-ҫап, кайӑк йӗррисем, шӑнса ларнӑ юн тумламӗсем палӑраҫҫӗ.

У комля толстой ели, на взрыхленном снегу, — мусор, звериные следы и застывшие капли крови.

XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Сылтӑм бортра, алӑк патӗнчи ирӗк вырӑнта тата пилот кабинине кӗмелли ҫӗрте ҫынсем кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ, вӗсем пурте пӗр пек тумланнӑ: симӗс ӑшӑ куртка, сӑрӑ ҫӑматӑ, ҫӑмламас тиртен ҫӗлетнӗ хӑлхаллӑ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ; кашнин хулпуҫҫи ҫинчех парашют.

Всюду на мешках сидели десантники, — все как один в теплых ватных куртках защитного цвета, в серых валенках и пушистых меховых шапках-ушанках; за плечами у всех — парашюты.

XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫакан хыҫҫӑн вара Лена хӑйпе типӗ вар патӗнчи ҫӗр пӳртре мӗн пулса иртнине пӗтӗмпех каласа кӑтартрӗ.

И только после этого Лена рассказала, что произошло с ней в землянке у оврага.

X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫак сӑмахах пирӗн артиллерипе минометсен батарейисем патӗнчи вуншар ҫын кӑшкӑрчӗҫ:

Десятки людей на наших артиллерийских и минометных батареях повторили:

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Танк патӗнчи салтаксем ҫийӗнчех шӑлланчӗҫ.

Толпа у танков сразу приумолкла.

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Партбюро секретарӗ Возняков оккупантсем йышӑннӑ вырӑнтан тухнӑ кунтанпа, уйрӑммӑнах юлашки кунсенче, Озеров полкӗ Мускав патӗнчи фронта кӗрсен чылай улшӑнчӗ.

Секретарь партбюро Возняков сильно изменился за дни-выхода с территории, занятой оккупантами, а особенно за последние дни, когда полк Озерова встал на линии фронта под Москвой.

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫавӑнпа та Скирманово патӗнчи нимӗҫсен виҫкӗтеслӗхне пӗтерсе лартасси армин чи кирлӗ те вӑраха хӑвармасӑр тумалли ӗҫӗ пулнӑ.

Поэтому ликвидация немецкого клина у Скирманова являлась очень важной и неотложной задачей армии.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫак вырӑнтан вӗсене малтан Ново-Петровск ятлӑ поселок патӗнчи шоссе ҫине, унтан Рокоссовский ҫарӗн тӗп вӑйӗ хыҫне тухса Мускав еннелле кайма ытти вырӑнсенчен ҫӑмӑлтарах пулнӑ.

Отсюда им легче всего было вырваться на шоссе в районе поселка Ново-Петровское, выйти в тыл основным силам армии Рокоссовского и двинуться к Москве.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Партӑсем виҫӗ рет; вӗсен хушшинче вӗренекенсем арҫынсем, хӗрарӑмсем, ҫамрӑксем хӗсӗнсе лараҫҫӗ; алӑк патӗнчи ҫӳллӗ мар парта ҫинче кӑна пӗр вырӑн ҫеҫ пушӑ — Игнат Савельевич Хворостянкин ку хутра та кая юлнӑ иккен.

Парты стояли тремя рядами, слушатели — мужчины, женщины, молодежь — сидели тесно; лишь одно место на низенькой парте возле дверей было свободно: это Игнат Савельевич Хворостянкин и на этот раз опоздал.

XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ирина куҫӗсенче йӑлтӑркка ҫутӑсем палӑрнипе Сергей птичник патӗнчи сӑрта, ҫумӑр хыҫҫӑнхи асран тухман уйӑх ҫутиллӗ каҫ Ирина ун ҫине хальхи пекех пӑхнине аса илчӗ.

В глазах Ирины появились такие блестки, что Сергей невольно вспомнил и курган вблизи птичника и ее вот такой же взгляд в ту памятную лунную ночь после дождя.

XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑхӑт вунӑ минутран ытла та иртмерӗ, Буланый, ҫап-ҫутӑ ҫуталса выртакан урпа куписем еннелле ӑмсанса пӑхкаласа, ҫул хӗрринче ытла сӗтеклех мар курӑка ҫисе ҫӳреме, ӳпле патӗнчи сулхӑнра ҫурӑмӗсемпе типӗ те йӗплекен улӑм ҫине таянса, икӗ Евсей васкамасӑр калаҫса ларма пуҫларӗҫ.

Не более как минут через десять Буланый уже пощипывал не очень сочную траву вблизи дороги, не без коварных помыслов косясь на светлые кучи ячменя, а в тени, возле балагана, опершись спиной о сухую и колючую солому, сидели два Евсея и вели неторопливую беседу.

X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed