Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мускавра та урӑхла пулатчӗ: пурте, шӑппӑн калаҫкаласа, залра, ӗҫме-ҫиме лартнӑ сӗтел умӗнче, кукамая кӗтсе тӑратпӑр, Гаврило апат хатӗрри ҫинчен пӗлтерме ун патне кайнӑ ӗнтӗ, — сасартӑк алӑк уҫӑлса каять, кӗпе чӑштӑртатни, урасем кӑштӑртатни илтӗнет, вара йӑлмакланӑ курман-илтмен хӑмӑр кӑвак хӑюллӑ калпакпа, (сывлӑхӗ еплине кура) ӑшшӑн кулса е чалӑшшӑн салхуллӑ пӑхса, хӑяккӑн утакан кукамай ярӑнса тухать.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Люба та ӗнтӗ чылаях вӑрӑм кӗпе тӑхӑнма пуҫларӗ, ҫавӑнпа унӑн хур урисем курӑнманпа пӗрех, анчах ӗлӗкхи пекех йӗре.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ку пике кӑштах Сонечка пекрех, Василӗн валашкара кӗпе чӳхекен арӑмне Машӑна та аса илтерет, шурӑ мӑйӗнчен ахах пӗрчисем ҫакнӑ хӗрарӑм пекрех те, эпӗ ӑна тахҫанах театрта, пирӗн ҫывӑхри ложӑра курнӑччӗ.
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ытла та тӗлӗнмелле ҫав Василин ӳсӗр ҫыннӑнни евӗрлӗ сӑнӗ, йӳле янӑ таса мар кӗрен кӗпе ҫинчен тӑвӑр сюртук тӑхӑнса ҫӳрени кӗлеткине те килӗшӳсӗр тӑвать.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Акӑ кӗпе вӗҫҫӗнех хресчен ачи-пӑчисем тӑра-тӑра юлаҫҫӗ; вӗсем куҫӗсене чарса пӑрахнӑ та аллисене саркаласа пӗр вырӑнта хускалми тӑраҫҫӗ е, тусан ҫинче ҫарран вӗттӗн-вӗттӗн пускаласа, Филипп хӑтӑрса юнанине пӑхмасӑр, экипажсем хыҫҫӑн чупаҫҫӗ, хыҫала ҫыхса янӑ чемодансем ҫине хӑпарса ларма хӑтланаҫҫӗ.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Виличчен пӗр уйӑх маларах вӑл хӑйӗн арчинчен шап-шурӑ ҫӳхе пир, шурӑ шалатка пусма тата кӗрен хӑюсем кӑларнӑ; хӑйне пулӑшакан хӗрпе пӗрле хӑй валли шурӑ кӗпе, калпак ҫӗленӗ, пытарнӑ чух мӗн-мӗн тумаллине вак-тӗвексем таранах каласа хунӑ.
XXVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Алӑкран сылтӑмра ширма, ширма хыҫӗнче — кровать, лутра сӗтел имҫамсемпе тултарнӑ пӗчӗк шкап тата тӗлӗрекен тухтӑр ларнӑ кресло пур; кровать ҫумӗнче шалпар кӗпе тӑхӑннӑ сарӑ ҫӳҫлӗ илемлӗ хӗр тӑрать; вӑл ҫаннисене кӑштах тавӑрнӑ та мана курӑнман анне ҫамки ҫине пӑр хурать.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Улпут патӗнче ӗҫлесе пурӑнакансем: сюртук, сӑхман, кӗпе тӑхӑннӑ ҫара пуҫ арҫынсем, аллисене ача тытнӑ, япӑх тумлӑ, йӑрӑм-йӑрӑм тутӑрлӑ хӗрарӑмсем тата ҫара ураллӑ ачасем крыльца патӗнче тӑраҫҫӗ, экипажсем ҫине пӑхкалаҫҫӗ, пӗр-пӗринпе калаҫкаласа илеҫҫӗ.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тепӗр енче хресченсем, урапасем ҫинче кӗпе вӗҫҫӗн кӑна тӑрса, капан тӑррине кӗлте параҫҫӗ, типсе хӗрсе кайнӑ хир тӑрӑх тусан варкӑшать.
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл пӗрмаях вӑхӑтра, эрнере икӗ хутран кая мар хырӑнса тӑрать; кӗпе-йӗме хӑех ҫӑвать, ун ҫийӗнчи кӗпе яланах таса, пыйтӑсем сайра хутра ҫеҫ ӗрчеҫҫӗ.
6 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ун ҫинче кивӗ саплӑклӑ кӗпе пулнӑ; вӑл хӑйӗн тӗлӗнмелле илемлӗхӗпе ҫутӑлса тӑнӑ: куҫӗсем унӑн ҫӑлтӑрсем пек пулнӑ, ҫӑварӗ уйӑх пек, кӗлетки — яштака та авӑнакан хулӑ пек.
Ӑслӑ Жиреншепе хитре Карашаш // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 12–20 с.
Ҫӗтӗк-ҫатӑк кӗпе татӑкки унӑн хулпуҫҫийӗсене аран-аран виткелесе тӑнӑ.
Хӗрӗх юмах // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 5–11 с.
Кӑкӑрӗ тӗлӗнчи кӗпе умӗ тӳмеленмест курӑнать.
Пӗрре ҫӗрле… // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Хыпалана-хыпалана тӑрмаланаканскер, кӗпе тӑхӑнма та ӗлкӗреймерӗ, шыва кӗмелли хӗрлӗ костюм вӗҫҫӗнех сӑрталла пӗрӗхтерчӗ.Впопыхах она даже не надела платья, а так и полезла в своем красном купальном костюме.
Пиратсем // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Акӑ: «Манан кӗпе хывса тӑхӑнмалла», — тет вӑл.
Ҫулла эпӗ «иккӗ» паллӑ мӗнле илтӗм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Тарласа, хӗп-хӗрлӗ пулса кайнӑ ачасем ман умра йӗпе ҫамкисене кӗпе ҫаннисемпе шӑлкаласа тӑраҫҫӗ.Красные, вспотевшие мальчишки стояли передо мною, вытирая рукавами мокрые лбы.
60 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Шавлӑн сывласа илсе, Володин ура ҫине тӑчӗ, кӗпе аркине туртса тӳрлетрӗ те партӑсем хушшипе малалла тухрӗ.Шумно вздохнув, Володин встал, одернул рубашку и прошел между рядами.
57 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Лира пӗр кӗпе тата трусик вӗҫҫӗн юлса юр ҫинче йӑваланнӑ иккен.
55 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Хуп-хура, ҫурӑлса пӗтнӗ кӗпе, ҫӗтӗк йӗм, мамӑкӗ пур еннелле те тухса кайнӑ пиншак вут ӑшне ывтӑнать.
53 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Ачасене, колледжран таврӑнсан, кала… — мистер Кэмби пӳлӗнчӗ, — хӗп-хӗрлӗ те хулӑн мӑйне пӑвакан кӗпе ҫухи тӳмисене вӗҫертсе ячӗ, — тинӗс пырӗ леш енчи ҫӗр-шывран каялла таврӑнайӑп, тен, эпӗ.
Тавӑрас пулать // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.