Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗренсе (тĕпĕ: вӗрен) more information about the word form can be found here.
— Малашне вӗренсе пырӑн-ха.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мускаври милици шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ унашкал кадрсем ҫамрӑк Чӑваш республикинче сахал-ха.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Батальона, чӑнах та, нумай вӗренсе хатӗрленме памарӗҫ, тепӗр ултӑ эрнерен кӗҫех салтаксене пӗтӗм полкӗпех хӗвеланӑҫнелле илсе каймалла текен хыпар ҫитрӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ара, хӗрӗ вӑл хӑй те ҫутталла ҫав тери хӑватлӑн туртӑнаканскер-ҫке, кӗҫех Шӑхранти педтехникумран вӗренсе тухмаллаччӗ…

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лаша хаклама чиканран пӗртте кая мар вӗренсе ҫитнӗскер, вӑл унран чӑн-чӑн урхамах пуласса шанчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эсӗ мана тискер кайӑк вырӑнне хурса йӗрлерӗн, тискер кайӑксем вара пеме вӗренсе ҫитнӗ.

Ты охотился за мной, как за зверем, но звери научились стрелять.

III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Геннадий Александровӑн «Хыпар» кӗнекин 19 «-че пичетленнӗ «Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен вӗренсе тухнисем (1868-1919)» пайӗнче 1882-1886 ҫулсенче Янкӑлч ялӗнчен Матвей Иванович Иванов вӗреннине асӑннӑ (Шупашкар, 1996, ҫурла, 3).

Help to translate

Янкӑлч тӑрӑхӗ – чӑваш литературинче // М. Петрова. http://gazeta-kanash.cap.ru/publication. ... 6&page=658

1996 ҫулта И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн биологи факультетне вӗренсе пӗтернӗ.

Help to translate

Янкӑлч тӑрӑхӗ – чӑваш литературинче // М. Петрова. http://gazeta-kanash.cap.ru/publication. ... 6&page=658

Урал университетӗнчи журналистика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑскер «Коммунизм ялавӗ» («Хыпар»), «Хресчен сасси», «Советская Чувашия» хаҫатсенче ӗҫленӗ, Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗн ҫумӗ пулнӑ.

Выпускница факультета журналистики Уральского университета работала в газетах «Знамя коммунизма» («Хыпар»), «Голос крестьянина», «Советская Чувашия», была заместителем главного редактора Чувашского книжного издательства.

Пултаруллӑ прозаикӑн тата поэтӑн бенефисӗ иртнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31120.html

Афанасьев Алексей Константинович Ҫӗрпӳри, Мефодьева Альбина Ивановна, Мефодьева Валентина Игнатьевна — Шупашкарти техникумсенчен вӗренсе тухнӑ.

Афанасьев Алексей Константинович окончил Цивильский техникум, Мефодьева Альбина Ивановна, Мефодьева Валентина Игнатьевна — закончили чебоксарские.

Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ.

Окончил Чувашский государственный университет имени И.Н. Ульянова.

«Кӗмӗл ҫутиллӗ хирсем» кӗнеке пичетленнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31005.html

Чӑваш Ен Вӗренӳ министерствине ҫак ӗҫе, федерацин «Профессионалитет» пысӑк калӑпӑшлӑ проекчӗ 2022 ҫулта хута кайнине шута илсе, малалла тӑсма, ҫавӑн пекех шкултан вӗренсе тухакансене Чӑваш Республикин территорийӗнче вырнаҫнӑ аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче тата вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисенче маллалла вӗренме явӑҫтармалли мероприятисен комплексне туса хатӗрлеме тата пурнӑҫа кӗртме хушатӑп.

Поручаю Минобразования Чувашии продолжить данную работу с учетом запускаемого в 2022 году крупномасштабного федерального проекта «Профессионалитет», а также разработать и реализовать комплекс мероприятий по привлечению выпускников школ для продолжения образования в вузах и учреждениях среднего профессионального образования, расположенных на территории Чувашской Республики.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1

Хӗрлӗ Тӑрна Синопӑна сунара ҫӳреме вӗрентнӗ вӑхӑтра Синопӑн пӗчӗк юлташӗ Отаки, хӑйӗн амӑшӗ кӑтартса панипе, индеец хӗрарӑмӗ мӗн пӗлме кирлине пӗтӗмпех вӗренсе ҫитнӗ.

В то время как Красный Журавль учил Синопу охотиться, маленькая подруга Синопы Отаки училась под руководством своей матери всему, что должна знать женщина-индианка.

Ту арӑсланӗн йӗррипе // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Анчах утма вӗренсе ҫитсенех ӑна ашшӗ аллине тытнӑ та, шыв патне илсе кайса сивӗ шыва чӑмтарнӑ.

Но когда он научился ходить, отец по утрам брал его на руки, нес к реке и окунал его в холодную воду.

Икӗ Синопа // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Кашни ҫын тата та пуянрах ӑс-хакӑллӑ пулассишӗн кулленех тӑрӑшса вӗренсе пырӗ, ҫӗннисене ӑша хывса ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлӗ.

Help to translate

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Гайдар форумне хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/01/13/chav ... forumne-hu

Вӑл Алманчӑри вӑтам шкулта вӗреннӗ, Чӑваш Патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.

Help to translate

Халӑхра янӑракан сӑвӑсем // Василий Давыдов-Анатри. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 3–5 с.

Часрах институтран вӗренсе тухма, ӗҫлеме пуҫлама ӗмӗтленетчӗ.

Help to translate

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Пединститутран пӗр ҫулах вӗренсе тухрӗҫ вӗсем.

Help to translate

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Миша, ялхуҫалӑх академийӗнчен тин ҫеҫ вӗренсе тухнӑскер, мӑшӑрне кил-тӗрӗшӗнчи ӗҫсене тума ялан пулӑшатчӗ.

Help to translate

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

«Ав мӗншӗн Гриша ман кӗнекене каялла тавӑрнӑ. Ав мӗншӗн мана Римма юхха терӗ. Мӗншӗн ҫынсем ҫавӑн пек чунсӑр? Мӗншӗн ырӑ ӗҫ тусан та сивлеме пӑхаҫҫӗ? Мӗншӗн яланах тепринче япӑххине шыраҫҫӗ? Ӑҫта каяс? Анна аппа… Вӗренсе пӗтермесӗрех таврӑнтӑн-и тесе ыйтӗ. Никантӑр мучи… вӑл арҫын-ҫке? Ӑна мӗнле хӑйса калас кун ҫинчен? Эппин… Ман урӑх ҫул ҫук. Пӗччен эп. Ытлашши эп ҫак ҫӗр ҫинче», — шухӑш вӗлтлетрӗ хӗр пуҫӗнче.

Help to translate

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed