Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑйсен (тĕпĕ: хӑйсем) more information about the word form can be found here.
Нева хӗрринче вӗсем ҫынсен салху ӗҫхӗлне нимӗн чухлӗ уямасӑрах пӑхса выртатчӗҫ, куҫӗсем ытла чарӑлнӑччӗ хӑйсен, малти урисем ҫӗкленерех тӑратчӗҫ.

Бесстрастно уставясь на всю эту скучную человеческую возню, лежали они на берегу Невы, и у них были широко открытые глаза и высокомерные лапы.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах ретсем тахҫанах арпашнӑччӗ, ывӑнса сӑнран кайнӑ амӑшӗсем те тахҫанах хӑйсен ачисем патӗнче тӑратчӗҫ.

Но ряды давно сбились, и матери, усталые, подурневшие, давно уже стояли подле своих детей.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пионерсем манӑн пурте Мускавра, тахҫанах таврӑннӑ, хӑйсен вожатӑйӗн айӑпне вӗсем пӗтӗмпех каҫарнӑ, анчах пӗр-пӗринпе эпир час-часах пулаймастпӑр — Пионерсен ҫуртӗнчи хам кружокӑн занятине ҫӳренӗ кунсенче тата госпитальте кӑна.

Давно уже вернулись в Москву мои всё мне простившие пионеры, но с ними мы теперь видимся не часто — только в дни занятий моего кружка в Доме пионеров да еще в госпитале.

30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хӑйсен ӗҫӗсем ҫинчен тата Мускавшӑн тем пекех тунсӑхлани ҫинчен мана пӗлтереҫҫӗ.

Скучали о Москве, сообщали о своих тамошних делах.

29 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ахӑрнех, вӗсем аса та илмеҫҫӗ пулӗ ҫакӑ самантра хӑйсен вожатӑйӗ 5-мӗш «А» класс пионерӗсен «яркӑчӗсем» ҫинче шӑппӑн йӗрлесе ларнине, ҫав вӑхӑтрах урамра ҫӳхе тӗренче тулашӗнче нимӗҫсем анчӑкла вӗрсе калаҫнине, декабрь юрӗ тӑшман туртса илнӗ пирӗн ҫӗр ҫине кӑмӑлсӑр ҫунине…

Верно, им и в голову не приходит, что в эту минуту их вожатая тихонько проливает слезы над «загадалками» пионеров 5-го «А», а за тонкой дощатой стеной слышится лающая немецкая речь и декабрьский снежок нехотя ложится на отнятую у нас врагом землю.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫук, халӗ ман пионерсен хӑйсен «яркӑчӗсене» пурнӑҫлани-пурнӑҫламаннине тӗрӗслес шухӑш мар.

Нет, не до того мне сейчас было, чтобы проверять, выполнили ли мои пионеры свои «загадалки».

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хунарсем хӑйсен пайӑркипе алӑка тирӗнчӗҫ, тимӗр питӗркӗч ҫуталса илчӗ, каллех сивӗ сывлӑш килчӗ, алӑк хупӑнчӗ.

Фонари уперлись лучами в дверь, осветили щеколду, опять пахнуло холодом, дверь захлопнулась.

25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Долгухинпа юлташӗн хӑйсен чаҫне таврӑнмалла, Евгений Макарович та тӑлӑх хваттерне васка пуҫларӗ, унта вӑл пулман та иккен-ха, ҫемйи — эвакуацинче.

Долгухину с его товарищем надо было возвращаться в часть, Евгений Макарович заторопился к себе на квартиру, где он еще не был, потому что вся семья его была в эвакуации.

23 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хӑйсен хуҫине палласа илнӗ пек, пружинӑсем ачашшӑн сасӑ пачӗҫ.

Будто узнав хозяйку, ласково и гулко заныв, отзываются пружины.

21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӗсем илтеймерӗҫ пулас, илтсен те хӑйсен хӑлхине хӑйсем ӗненмерӗҫ, пулас.

Они, кажется, не расслышали или, может быть, разобрали, да не поверили своим ушам.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫак кун машинистсем хӑйсен паровозӗсене уйрӑмах хыттӑн хӑваланӑн туйӑнать.

Мне казалось, что машинисты в этот день гнали свои паровозы быстрее, чем всегда.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗр сӑмахпа, пурте хӑйсен Мускавран эвакуацине илсе тухнӑ япалисемпе мухтанса илчӗҫ.

Вообще все хвастались своими сокровищами, вывезенными из Москвы в эвакуацию.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вара манӑн Мускав ҫыннисем хӑйсен тӑван хули тӑрӑх нумайччен ярӑнса ҫӳрерӗҫ.

И долго совершали воображаемые поездки по своему городу мои москвичи…

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ачасем, пӗлекен вагонсенче хӑйсен тӑван хулин пӗр пӗчӗк пайне те пулин курса, тем пекех хӗпӗртерӗҫ.

И ребята мои радовались, видя в знакомых вагонах частичку своего города.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Аван мар пуль вӗсене, чӑтма йывӑр пуль, вӗсем аякри хуласен, инҫетри ҫӗршывсен янравлӑ ячӗсене мӑнаҫлӑн йышӑнса тӑракансем, хӑйсен патӗнчен паян кун ҫывӑха ҫӳрекен поездсене анчах ӑсатаҫҫӗ.

И мне казалось, будто вокзалам неловко, что от них, гордо носящих названия дальних городов и краев страны, уходят теперь только пригородные поезда или поезда на ближние расстояния.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫулҫӳревҫӗсем ҫеҫ хӑйсен арӑмӗсене ирсерен ҫирӗм тӑватшар упражнениллӗ гимнастикӑсем тутарса тертлентереҫҫӗ.

Только путешественники так свистят и думают о своём и по утрам мучают своих жён зарядкой из двадцати четырёх упражнений.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Юлнӑ пек пайӗн этажӗсем, лаштӑрах кайнӑ пӳлӗмсем хӑйсен вистенсе тӑракан тӗрлӗ тӗслӗ шпалерӗсемпе ҫаплипех курӑнаҫҫӗ.

На оставшейся части видны были этажи, разноцветные обои вскрытых комнат.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ахалех Иртеньев авалхи паркри йывӑҫсен айне чавса тунӑ хӑйсен хӳтлӗхне тем пекех мухтарӗ, комфортабельно терӗ, эпӗ — итлемерӗм.

Оно было вырыто под деревьями в старом парке, хотя Иртеньев убеждал меня, что там все оборудовано чрезвычайно комфортабельно.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫук, луччӗ килӗнчех лартӑр, Туркменирех, ан тив пирӗн утлӑ ҫар валли хӑйсен ҫивӗч ахалтекинӗсене ҫӳретме вӗренттӗр.

Нет, лучше не надо, пусть уж сидит себе в Туркмении, объезжает горячих ахалтекинцев своих для нашей конницы.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ӗнтӗ сывлӑшра, кӗрхи евӗрлех, эрешмен картисем те вӗҫкелеҫҫӗ, вӗсене курсан сывлӑшра темӗнле витер курӑнакан тӳремҫисем хӑйсен ҫутӑ хӗррисемпе йӑлтӑртата-йӑлтӑртата, пӗр-пӗрин урлӑ каҫса ҫӳренӗн туйӑнать.

Летала уже осенняя блестящая паутина, и казалось, что в воздухе пересекаются какие-то прозрачные, сверкающие на краю плоскости.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed