Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аса the word is in our database.
аса (тĕпĕ: аса) more information about the word form can be found here.
Ачасем кӑшкӑрашнисене итлесе тӑтӑм-тӑтӑм та, хамӑн ывӑл ачана аса илтӗм, ну, чӗрем хӗстерсех ыратма пуҫларӗ вара…

Наслухался я детского крику, своего парнишку вспомянул, ну и защемило…

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ну, мӗн, чӑнах та ӑнланас пек, хӑлхусене саркаласа пӑрахрӑн-ха? — Суха касси тытса пыракан вӑкӑрне вӑл урипе тӗксе илчӗ, кавлесе тӑракан сӗлехеллӗ тути-ҫӑварне айккинелле пӑрчӗ, вӑкӑрӑн хӑмӑр-кӑвак куҫӗсемпе куҫа-куҫӑн хирӗҫ пулчӗ, вара пилӗк ҫул каялла ҫак вӑкӑра хӑй епле хытӑ кӗтнине аса илчӗ.

Ну, чего разлопушился, будто и на самом деле понимаешь? — Он толкнул ногой бороздённого быка, отвел рукой его жующую слюнявую пасть и, встретившись глазами с лиловым бычачьим глазом, вдруг вспомнил, как ждал он этого быка пять лет назад.

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Килне ҫитсен Кондрат вӑкӑрӗсем патне картана кӗчӗ, вӗсене пӗр хулай пек улӑм хурса пачӗ; анчах выльӑхӗсене ыранах пӗрлештернӗ картишне илсе каймаллине аса илсен, ҫав тери пысӑк ҫӗклем утӑ йӑтса пычӗ те сасӑпах ҫапла каларӗ:

Дома Кондрат зашел на баз к быкам, подложил им в ясли скудную охапку сена; вспомнив, что завтра вести их на общий баз, набрал огромное беремя сена, вслух сказал:

10-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Линкорсем валли хурҫӑ туяннине аса илсен тата…

А если вспомнить покупку стали для линкоров.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Кайран ҫак тӗслӗхе аса илсе Крылов ҫапла шӳтленӗ: «Пысӑк та кӑткӑс ӗҫре механика пайӗ ухмаха тӑрса юлчӗ».

«Механический отдел был одурачен, если позволительно так выразиться в столь серьезном деле», — иронизирует Крылов, вспоминая этот случай.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Тухтӑр сӗнӗвӗсене пурнӑҫласа пырсан, аса илтеретӗп, сывӑ пепкесемех ҫуралаҫҫӗ.

Help to translate

«Сӑпайлӑх тата сапӑрлӑх — ҫирӗп сывлӑх ҫӑлкуҫӗ» // Маргарита Ильина. Чӑваш хӗрарӑмӗ, 37 (1112)№, 2019.09.28

— Халӗ ку енӗпе литература нумай, ҫапах та аса илтерни ытлашши пулмӗ.

Help to translate

«Сӑпайлӑх тата сапӑрлӑх — ҫирӗп сывлӑх ҫӑлкуҫӗ» // Маргарита Ильина. Чӑваш хӗрарӑмӗ, 37 (1112)№, 2019.09.28

— Чӑваш сӑпайлӑхӗ, сапӑрлӑхӗ ҫинчен аса илтерес килет вулакана.

Help to translate

«Сӑпайлӑх тата сапӑрлӑх — ҫирӗп сывлӑх ҫӑлкуҫӗ» // Маргарита Ильина. Чӑваш хӗрарӑмӗ, 37 (1112)№, 2019.09.28

Ӑна мӗнле препаратсемпе анратнине калама пултараймастӑп, Икс доктор вилес умӗн хӑйне мӗн каланине лешӗ аса илнӗ.

и тот под влиянием наркотических средств вспомнил, какой последний в своей жизни вопрос задал ему доктор Икс.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Доктор института таврӑнсан тем аса илнӗ пулас, вӑл Матвеев патне пырса ниеам та ӑнланма пултарайман пӗр фраза ҫеҫ каланӑ: «Дубликат? Ӑҫта хӗрачун парни?»

— Когда Доктор Икс вернулся в институт, он видимо что-то вспомнил, потому что кинулся к Матвееву, но успел сказать ему только одну непонятную фразу: «Дубликат! Где дочкин подарок?»

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Ученӑйсене ун ҫинчен аса илме те чарнӑ.

Создателям изобретения было запрещено даже вспоминать о нем.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Маргарита йӗрсе яма хатӗрччӗ, Женя тем аса илчӗ те хӑвӑрттӑн каласа хучӗ:

Маргарите захотелось заплакать, но Женя вдруг что-то вспомнила и быстро сказала:

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Малтан хӑрушшӑн курӑннӑ, пӗр-пӗр кинори боевика аса илтернӗ кӗлеткерен халӗ ҫӳҫне кӗске кастарнӑ, ҫутӑ куҫлӑ, кӑмӑллӑ сӑн-питлӗ арҫын пулса тӑчӗ.

Теперь это был уже не страшный и враждебный незнакомец из боевика, а симпатичный мужчина с коротко стрижеными волосами и светлыми серыми глазами.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Анне, — айӑплӑн мӑкӑртатрӗ Женя Маргарита ҫӑмӑллӑн ӑнлантарнине аса илсе.

— Мама, — жалобно пробормотала Женя, и вспомнила, как весело говорила по телефону Маргарита, —

Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Маргарита хыпалансах хӑйне хӑй хыпашлама пуҫларӗ, унтан сасартӑк аса илех кайрӗ:

Маргарита тоже стала судорожно себя ощупывать, а потом вдруг вспомнив вскрикнула:

Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Юрӗ-ха, ку шӗшлӗсене эп веҫех аса илтерӗп.

— Ничего! Я все припомню этим гаврикам.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Нимех те мар, ӗнерхине аса илтӗм.

— Ничего, я просто вспомнил вчерашнее.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Апат ҫинчен аса илтерсе питӗ тӗрӗс турӑн.

Ты молодец, Федор, что про еду вспомнил.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Аса ил-ха.

Помнишь?

Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Аса илтӗм: ку тетте мӗн ятлӑччӗ-ха тесе ыйтрӗ.

— Вспомнил! Он спросил, как называется эта игрушка.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed