Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Мужиксем питӗ лӑпкӑччӗ, ни лайӑххине, ни усӑллине илтменччӗ, хӑйсен ӗҫӗсене тӑваҫҫӗ те нимшӗн те ҫунмаҫҫӗ; халӗ ӗнтӗ алхасса кайӗҫ!
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Князьпа княгиня хӑйсен ҫемйипе килеҫҫӗ; князь кӑвак ҫӳҫлӗ старик, пергамент евӗрлӗ сарӑхнӑ питлӗ, тӗксӗм те чармак куҫлӑ, сарлака кукша ҫамкаллӑ, виҫӗ ҫӑлтӑрпа, ылтӑн табакеркӑпа, яхонт тыткӑчлӑ туяпа, бархат атӑпа; княгиня — сӑнӗпе те, пӗвӗпе те чипер хӗрарӑм, унӑн пилӗк ача пулин те, ун патне нихҫан та, никам та, князь хӑй те, ҫывӑхне пыман, ӑна ыталаса чуптуман пек туйӑнать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫук, ҫаплах ҫӗмӗреҫҫӗ ҫав тӳрккессем, ҫаплах сӗкӗнеҫҫӗ хӑйсен йӗрки тӑрӑх тумаллине тӑвасшӑн, ҫамкисемпе стенана ҫапса шӑтарма та хатӗр.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗренес, нумай пӗлес килнине вӗсем уҫӑмсӑррӑн кӑна ӑнланнӑ-ха, ҫавӑнпа та хӑйсен Илюшӗ валли халлӗхе ыттисенчен аслӑрах пулмалли майсем тупасшӑн пулнӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Марья Савишна е Наталья Фаддеевна, е тата Кузовковсем хӑйсен ачисемпе пӗрле хӑнана килнӗ имӗш, айтӑр, киле каймалла, — тет Антипка.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Каҫхи апат хыҫҫӑн пӗрне-пӗри чуптуса хӗрес хураҫҫӗ те хӑйсен вырӑнӗсем патнелле саланаҫҫӗ, вара вӗсен ним шухӑшсӑр пуҫӗсене ыйхӑ ҫавӑрса илет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсем, хӑйсен айванлӑхне пула, укҫа-тенкӗпе пӗртен-пӗр майпа усӑ курмаллине пӗлеҫҫӗ: ӑна арчара тытса усраҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсем хӑйсен ачисене самӑр, шап-шурӑ та сывлӑхлӑ тӑвассишӗн тӑрӑшаҫҫӗ.Они на том стоят, чтоб дети были толстенькие, беленькие и здоровенькие.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Нимӗн те кирлӗ мар: пурнӑҫ, лӑпкӑ юханшыв пекех, вӗсен ҫумӗпе юхса иртет; вӗсен вара, кашниннех, ҫав ҫырма хӗрринче ларса, пурпӗрех пулса иртмелли япаласем хӑйсен умӗнче черетлӗн, чӗнмесӗрех туха-туха тӑнине сӑнаса ҫеҫ лармалла.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломовкӑра пурӑнакансемшӗн пурнӑҫ йӗркисем хатӗр пулнӑ, ӑна ашшӗ-амӑшӗсем туса хӑварнӑ, вӗсем те ӑна аслашшӗсенчен ҫаплипех илсе юлнӑ, аслашшӗсене вара хӑйсен ашшӗсем, Веста вутҫулӑмне упранӑ пек, ним улӑштармасӑр тытса пыма пиллесе хӑварнӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тӗттӗмре пурӑннӑ пирӗн мӗскӗн тӗп асаттесем; вӗсен хӑйсен кӑмӑлӗсене ҫӗклентерме те, тытса чарма та пултарайман, кайран вара майсӑр та усал ӗҫсенчен айваннӑн тӗлӗннӗ, вӗсен сӑлтавӗсене ҫутҫанталӑкӑн уҫӑмсӑр паллисем тӑрӑх тӗпчесе пӗлме тӑрӑшнӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Япаласем хӑйсен калӑпӑшне ҫухатаҫҫӗ: пурте вӗсем малтан сӑрӑ тӗспе, кайран хура тӗспе витӗнеҫҫӗ.Предметы теряли свою форму; все сливалось сначала в серую, потом в темную массу.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ача курать: ашшӗ те, амӑшӗ те, вата инкӗшӗ те, ҫывӑх ҫынсем — пурте хӑйсен пӳлӗмӗсене кайса пӗтнӗ; камӑн пӳлӗмӗ ҫук, вӑл утӑ сарайне утать, тепри сад пахчине, виҫҫӗмӗш ҫенӗкре сулхӑн шырать, хӑшпӗри вара, шӑнасем ларасран питне тутӑрпа хуплать те, хӑйне пӑчӑпа тутлӑ апат йывӑрӑшӗ ӑҫта пусса илнӗ, ҫавӑнтах йӑванса каять.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсен, ытти ҫынсенни пекех, хӑйсен хуйхи-суйхисем те, ҫитменлӗхӗсем те, хырҫӑ-марҫӑсемпе куланайсем тӳлесси те, юлхавлӑхпа ыйхӑ та пулнӑ; анчах ҫаксем пурте вӗсемшӗн йӳне ларнӑ, чунӗсене пӑлхатман.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тӑвӑллӑ хумсем ахӑрни, кӗмсӗртетни хавшак хӑлхана ачашламасть: вӗсем тӗнче пуҫланнӑранпах хӑйсен ӑнланса илмелле мар пӗр кичем юррине тӑсаҫҫӗ; вӑл кӗвӗре ҫав йынӑшӑвах, асап тӳсме пӳрнӗ хӑрушӑ чӗрчунӑн ӳпкевлӗ шавӗ, такамӑн усала систерекен хаяр сасси илтӗнсе тӑрать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫамрӑк ӗмӗтсем ҫунатланнипе усӑ курса, вӑл, поэтсене вуласа киленнисӗр пуҫне, урӑх тӗллевсем лартнӑ: Обломова хӑйсен пурнӑҫ тӗллевне, пуласлӑхне курма пулӑшнӑ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӑн аслашшӗсене асӑнса тата ҫавӑн пекех чӑвашсене хӑйсен йӑх-тымарӗсене тупма пулӑшаканне – «Чунҫӳрев» ертӳҫине – чысласа пухӑннисем «Ҫӑлтӑр витӗр ҫул курӑнать» юрра шӑрантарчӗҫ.
«Чунҫӳрев»: ҫулсем такӑр пулччӑр // Евгений Турхан. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... -pulchchar
Анчах пӑхӑнса тӑракансем начальник умӗнче темшӗн шикленнӗ, вӑл йӑвашшӑн ыйтнӑ ыйтусене хирӗҫ хӑйсен сассисемпе мар, темле урӑх сасӑпа тавӑрса каланӑ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Куратӑн-и, сӑмахсене мӗнлерех ҫыхӑнтарса ҫырнӑ: «хресченсене хӑйсен килӗсене тавӑрма», тет.Видишь ведь, как прибрал слово к слову: «Водворить на место жительства».
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсем яланах ҫынсем хушшинче ҫӳреҫҫӗ; пурнӑҫа кашниех хӑйсен майлӑ ӑнланаҫҫӗ, Обломов вара пурнӑҫа вӗсем пек ӑнланасшӑн мар, вӗсем ӑна хӑйне те, унӑн шухӑшне те пӑтратса яраҫҫӗ: ҫакӑ йӑлтах ӑна килӗшмест, кӑмӑла каймасть, чуна пистерет.