Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӑтма (тĕпĕ: чӑт) more information about the word form can be found here.
Пурнӑҫри тумхахсем, юлташӗсен ултавӗсем питӗ тарӑхтаратчӗҫ ӑна, чӑтма пултараймастчӗ сутӑнчӑксене.

Жизненные неурядицы, ложь друзей очень сильно раздражало его, не терпел предателей.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Малтанласа пӗр-пӗрне чӑтма пултараймастӑмӑр, халӗ пӗр-пӗринсӗр пурӑнаймастпӑр.

Сначала не могли друг-друга терпеть, а сейчас не можем друг без друга.

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Ҫав ҫулах чӑтма ҫук шӑрӑх ҫанталӑкра ҫур ял ҫунса кайнӑ.

Help to translate

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

— Ӗҫкӗҫсене, чӗлӗм туртакансене ачаранах чӑтма пултараймастӑп.

Help to translate

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Валя ӗҫме тата чӗлӗм туртма юратакансене чӑтма пултараймасть.

Help to translate

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ҫак йывӑрлӑха веҫех чӑтма Ҫӗпрел ҫӗрӗ ҫинче ҫитӗннӗ ҫыннӑн хулпуҫҫисем ҫеҫ пултарнӑ.

Help to translate

Ырӑ ӗҫ пархатара тивӗҫ // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Эпӗ те ун пекех: хӑйсемшӗн ҫеҫ тӑрӑшакан, пуяссишӗн ҫеҫ ӑнтӑлакан, хура халӑха улталакан усал чунлӑ этемккесене чӑтма пултараймастӑп.

Help to translate

Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Апельсин, мандарин хуппин, герань чечекӗн шӑршине те чӑтма пултараймасть вӑл.

Она также не терпит запах кожуры апельсина, мандарина, цветка герани.

Кӗвӗрен менле сыхланмалла? // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Апельсин, мандарин хуппин, герань чечекӗн шӑршине те чӑтма пултараймасть вӑл.

Она так же не переносит запаха кожуры апельсина, мандарина, цветка герани.

Кӗвӗрен менле сыхланмалла? // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Ҫывӑх ҫынсем икӗпитленнине, суйнине чӑтма пултараймастӑп, ҫавӑн йышшисене нихӑҫан та каҫарас ҫук.

Не терплю когда близкие люди бывают двуличными, обманывают, таких никогда не прощаю.

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Суйнине, улталанине чӑтма пултараймастӑп.

Ложь, обман терпеть не могу.

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

«Хам тӗллӗн утса ҫӳрекен пулнӑшӑн кашни кун Турра тав тӑватӑп. Ҫын куҫӗнчен пӑхса пурӑннинчен пысӑкрах нуша ҫук. Чӑтма ҫук ырату вӑл», — тет Лариса Ивановна.

"Слава богу за то, что начала ходить самостоятельно. Нет большого несчастья, чем смотреть людям в глаза. Нестерпимая боль это", - говорит Лариса Ивановна.

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Анчах процедурӑччен — 1 сехет, юн панӑ хыҫҫӑн 2 сехет пирус туртмасӑр чӑтма сӗнетпӗр.

Но советуем воздержаться от курения 1 час до процедуры и 2 часа после сдачи крови.

Тӑтӑш юн паракансем — чи сыввисем // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Ҫапах чӑтма ҫук нуша курсан та хуҫӑлса ӳкмен, малаллах талпӑннӑ.

Однако даже невозможные невзгоды не сломали ее, она сремилась вперед.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

— Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче шкулта иртнӗ уява асӑнмасӑр чӑтма ҫук.

Help to translate

Тимлесессӗн ӑнӑҫу пулатех // Эльвира ИВАНОВА. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

8. Эй тӑванӑмсем, ҫавӑнпа эпир сире Асийӑра хамӑр хурлӑх курнине пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар; пире чӑтма ҫук йывӑр пулчӗ: хамӑр чӗрӗ юласса та сунманччӗ.

8. Ибо мы не хотим оставить вас, братия, в неведении о скорби нашей, бывшей с нами в Асии, потому что мы отягчены были чрезмерно и сверх силы, так что не надеялись остаться в живых.

2 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Вӑл тамӑкра асапланнӑ чухне ҫӳлелле пӑхнӑ та, аякран Авраампа унӑн ҫумӗнчи Лазаре курса, кӑшкӑрса каланӑ: 24. «эй Авраам аттем! хӗрхенсем мана — Лазаре кунта ярсам, вӑл пӳрни вӗҫне шывпа йӗпетсе манӑн чӗлхеме сивӗтинччӗ; эпӗ ку ҫулӑм ӑшӗнче чӑтма ҫук асапланатӑп» тенӗ.

23. И в аде, будучи в муках, он поднял глаза свои, увидел вдали Авраама и Лазаря на лоне его 24. и, возопив, сказал: отче Аврааме! умилосердись надо мною и пошли Лазаря, чтобы омочил конец перста своего в воде и прохладил язык мой, ибо я мучаюсь в пламени сем.

Лк 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

46. Иисус каланӑ: саккунҫӑсем, сире те хуйхӑ ҫитӗ: эсир ҫынсем ҫине чӑтма ҫук йывӑр, йӑтма та кансӗр ҫӗклем хуратӑр, хӑвӑр вара ӑна пӳрнӗрпе те тӗртӗнсе пӑхмастӑр.

46. Но Он сказал: и вам, законникам, горе, что налагаете на людей бремена неудобоносимые, а сами и одним перстом своим не дотрагиваетесь до них.

Лк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Вӗсем чӑтма ҫук йывӑр, йӑтма та кансӗр ҫӗклем ҫыхаҫҫӗ те ӑна ҫын хулпуҫҫийӗ ҫине хураҫҫӗ, хӑйсем вара ӑна пӳрнипе те тӗртӗнсе пӑхасшӑн мар; 5. вӗсем пур ӗҫне те ҫынна кӑтартасшӑн тӑваҫҫӗ; саккун сӑмахӗсене ҫырса хумалли туртмине сарлакарах тӑваҫҫӗ, тумтирӗн арки вӗҫӗнчи ҫӳҫине те вӑрӑмлатсах тӑраҫҫӗ; 6. ӗҫкӗ-ҫикӗре кӗрекере ларма, синагогӑра малта ларма юратаҫҫӗ, 7. халӑх пухӑвӗнче хӑйсене саламланине, хӑйсене ҫынсем: «вӗрентекен! вӗрентекен!» тесе чӗннине кӑмӑллаҫҫӗ.

4. связывают бремена тяжелые и неудобоносимые и возлагают на плечи людям, а сами не хотят и перстом двинуть их; 5. все же дела свои делают с тем, чтобы видели их люди: расширяют хранилища свои и увеличивают воскрилия одежд своих; 6. также любят предвозлежания на пиршествах и председания в синагогах 7. и приветствия в народных собраниях, и чтобы люди звали их: учитель! учитель!

Мф 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Патша вара, ҫак усал ҫыннӑн элекӗпе ҫилленсе те тарӑхса кайса, Никанор патне ҫыру ҫырса янӑ, ун пек килӗшӗве чӑтма пултарайманни ҫинчен пӗлтернӗ, Маккавее халех сӑнчӑрласа Антиохие илсе пыма хушнӑ.

27. Царь, разгневанный и раздраженный этими клеветами злодея, писал к Никанору, выражая, что ему тяжело переносить такой договор, и приказывал тотчас же прислать Маккавея в Антиохию в оковах.

2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed