Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эсир пурнӑҫа майлаштарас пирки пулнӑ тӗрӗс идейӑсене вӑл е ку таран лайӑх тивӗҫтерекен учреждение, ҫав идейӑсем практикӑра кирлӗ пулнине вӑл е ку таран ҫирӗплетсе паракан учреждение, — ҫавна практикӑра ӗнентерӳллӗн кӑтартса параканни халлӗхе питӗ сахал вӗт-ха, вӗсенчен кашниех питӗ хаклӑ-ҫке-ха, — эсир ҫав учреждение пӗтерсе лартас хӑрушлӑх патне илсе ҫитернӗ, вӑл пӗтсе ларни сирӗн шухӑшӑрсем практикӑра вырӑнсӑр, юрӑхсӑр тесе кӑтартма, пӗтӗм этемлӗхе ырлӑх кӳрекен идейӑсене сирсе яма пултарнӑ; эсир тӗксӗмлӗхпе усаллӑха хӳтӗлекенсене хӑвӑрӑн таса принципӑрсене хирӗҫ кӗрешме сӑлтав тупса панӑ.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— «Паллах, сирӗн сӑмахсене ман кулса, мӑшкӑлласа калани вырӑнне хурса йышӑнмалла; кам пӗлет, тен, сирӗн хӑвӑрӑн та сӑлтав пулӗ, тен, мухтава тивӗҫлӗ сӑлтав та пулӗ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Кулӑр, кулӑр, — терӗ вӑл, — анчах ман вырӑнта урӑхла тума сирӗн хӑвӑрӑн та вӑй ҫитес ҫукчӗ».
XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вера Павловна вӗсем патне пырать те: ҫитет ӗнтӗ сире хӑвӑрӑн анализсем, пӗрпеклӗхсем тата антропологизмсем ҫинчен калаҫма, господасем, тархасшӑн мӗн те пулин урӑххи ҫинчен калаҫӑр-ха, эпӗ те калаҫӑва хутшӑнма пултарам, е луччӑ, атьӑр, вылятпӑр, тет.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тӑшмана ҫӗнтерме ҫук пулсан, ӑна пӗчӗк сиен кӳнипе хӑвна ху пысӑкрах сиен кӳретӗн пулсан, кӗрешме пуҫлама та кирлӗ мар; ҫакна ӑнланса илсе, эсир хӑвӑра та, ыттисене те кӑлӑхах сиен тумастӑр, хӑвӑрӑн сывӑ ӑс-тӑнпа хӑюлӑха пула тума май ҫуккине пӑхӑнатӑр, — Марья Алексевна ҫакӑ вал питӗ пысӑк пахалӑх.
XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫавна ӑнланса илсе, эсир ӗҫе те тапратмарӑр, вӑл ӗҫ сире пӑшӑрхантаракан ҫынсене пурпӗрех пӗтерейместчӗ: ӗҫе тапратса ярса, эсир вӗсене кӑштах чӑрмантараттӑр ӗнтӗ, анчах сирӗн хӑвӑрӑн та вӗсенчен ытларах чӑрманмалла, вӗсенчен те ытларах чупмалла пулатчӗ; эсир ҫаксене шута илтӗр те ҫавӑнпа ӗҫе тапратмарӑр.
XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпир сирӗн ӑс-тӑнпа сирӗн ҫирӗп кӑмӑлӑра ырларӑмӑр ӗнтӗ, эсир хӑвӑр тунӑ ырӑ ӗҫсене мухтаман, эсир хӑвӑрӑн ырӑ ӗҫсем пур тесе те шутламастӑр, вӗсем пулас пулсан, эсир вӗсене ҫыннӑн лайӑх енӗ тесе шутлас ҫукчӗ, пачах урӑхла, вӑл ҫын ухмах тенӗ пулӑттӑр.
XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эсир хӑвӑрӑн пӗтнӗ упӑшкӑра ҫын тунӑ, сирӗн ватлӑхра пурӑнмалӑх мул пур, — ҫаксем вӗсем лайӑх япаласем, вӗсем сирӗншӗн питӗ йывӑр ӗҫсем пулнӑ.
XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лопухов Павел Константинычпа таврӑнчӗ, — ларчӗҫ; Лопухов Марья Алексевнӑна хӑйӗн сӑмахне итлеме ыйтрӗ, эсир кайран калаҫӑр, терӗ те калама пуҫларӗ, Марья Алексевна ӑна пӳлме хӑтланнӑ чухне Лопухов сассине вӑйлӑ хӑпартса калаҫрӗ, хӑйӗн сӑмахне каласа пӗтерчӗ, вӗсене уйӑрма ҫуккине ӑнлантарса пачӗ, мӗншӗн тесен Сторешниковпа нимӗн те пулмассине эсир хӑвӑр та пӗлетӗр, ҫавӑнпа вара эсир хӑвӑра хӑвӑр чӑрмантарни те кӑлӑхах пулать, тепӗр тесен, хӑвӑрӑн кӑмӑлӑр: укҫа ытлашши пулсан, хӑтланса пӑхма та пултаратӑр: э, мӗнех ҫав, кӳренмелли те ҫук, мӗншӗн тесен Верочка нихҫан та Сторешникова качча тухасшӑн пулман, апла пулсан, ку ӗҫ нихҫан та пурнӑҫланма пултарас ӗҫ пулман, кӑна эсир, Марья Алексевна, хӑвӑр та куртӑр ӗнтӗ, хӗре вара, кирек мӗнле пулсан та, качча парас пулатех, ку ӗҫ вара ашшӗ-амӑшӗшӗн яланах убыткӑллӑ; парне парас пулать тата туй хӑй те хакла ларать, чи кирли вара парне ӗнтӗ: апла пулсан, Марья Алексевнӑпа Павел Константиныч, тӑкак тумасӑр качча тухнӑшӑн хӗре тав тумалла сирӗн!
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Мӗншӗн тесен сире хӑвӑрӑн каччӑра качча тухни лайӑхрах пулӗччӗ».
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ман сире хӑвӑрӑн кӑмӑл мӗнлине пӗлтермелле те — вара эсир манпа килӗшӗр.Мне стоит только сказать вам самое задушевное ваше желание — и вы согласитесь со мною.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Мӑкӑртатса тӑни сая ан кайтӑр тесе, хӑвӑрӑн лекцине хӑвӑрах ҫырса параймӑр-ши пире… э? — хушса хучӗ секретарь.
Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.
Чӑннипех те талантлӑ ҫынсен произведенийӗсемпе танлаштарсан, ман калав питех те начар тетӗп эпӗ; мӗнле ҫырни енчен илес пулсан, ман калава эсир хӑюллӑнах хӑвӑрӑн чапа тухнӑ писательсен произведенийӗсемпе юнашар лартӑр, вӗсенчен ҫӳлерех те лартӑр — йӑнӑшмастӑр!
III. Умсӑмаx // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сирӗн задача ҫапла: хӑвӑрӑн ик ҫӗре яхӑн активлӑ штыкпа, хӗҫпе усӑ курса, вырӑнти коммунистсене вӗлерсе пӗтермелле, анчах пӗчӗк тытӑҫусене хутшӑнмалла мар, ҫула май ҫыхӑнӑва татса, «Красная заря» совхоза походпа каймалла.
XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Хӑвӑрӑн тавӑрас кӑмӑлӑр пирки эсир пӗтӗм ӗҫе путлантарасшӑн-и?!
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
«Хӑвӑрӑн ылханлӑ Трофим качакана тӗп тӑвӑр, вара эпӗ те ҫул ҫинче ҫывӑрса ҫӳремӗп.«Изничтожьте вашего треклятого козла Трофима — тогда и я в дороге спать не буду.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
«Эсир ман пуҫа хӑвӑрӑн ухмахла япалӑрсемпе ан минретӗр, — тет вӑл.«Вы мне голову вашими глупостями не забивайте, — говорит он.
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
«Мейӗр, кӳпӗр, пырӑрсене лактарӑр хӑвӑрӑн инструментӑрсемпе!» — темелле кӑна.
37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӑвӑрӑн хӗрес таврашӗпе хӑпӑр ман ҫумран!» — тенӗ.
35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
«Хӑвӑрӑн акӑлчан рабочи класӗн, индеецсен тата пусмӑрта пурӑнакан тӗрлӗрен ытти нацисен юнне ӗҫсе пурӑнатӑн-и?«Пил кровя из своих английских рабочих классов, из индейцев и из разных других угнетенных нациев?
32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959