Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушӑ the word is in our database.
хушӑ (тĕпĕ: хушӑ) more information about the word form can be found here.
Хулпуҫҫийӗсем урлӑ скатсем ҫакса янӑ ҫынсене пульӑсем унта та кунта та ҫула-ҫула пӑрахрӗҫ, вӗсене месерле е ӳпне ывтӑнтарса ячӗҫ, ҫаплах та ыттисем выртмарӗҫ, вӗсене вӑрмантан уйӑракан хушӑ пӗчӗкленнӗҫемӗн пӗчӗкленсе пычӗ.

Все чаще то тут, то там по цепи вырывали пули людей, опоясанных скатками, кидали их ничком или навзничь, но остальные не ложились, и все короче становилось расстояние, отделявшее их от леса.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Чӗмпӗрте ҫаплах пӗр хушӑ «Ҫутталла» (1920), «Хӗрлӗ салтак» (1919) хаҫатсем чӑвашла тухса тӑнӑ.

В Симбирске также некоторое время издавались газеты «К свету» (1920), «Красный солдат» (1919) на чувашском языке.

Журналистикӑна чунтан парӑннӑ // Николай ЛАРИОНОВ, Алена АЛЕКСЕЕВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 5 стр.

Аникей куҫӗсем хӗсӗнчӗҫ, вӑл хӑйне сырса илнӗ ҫынсем ҫине пӗр хушӑ куҫне мӑчлаттармасӑр пӑхрӗ.

Глаза его сузились в темные щелки, и он с минуту не мигая смотрел на тех, кто окружал его.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Начар мар пулать, — хуравларӗ Григорий пӗр хушӑ чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн.

Григорий помолчал, потом ответил: — Дело неплохое.

LXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Теплерен пӗрре ҫеҫ, окопран пуҫне кӑларса пӑкакан сӑнавҫӑ ҫинелле кӗске черетсем ӑсатса, сулахай ҫыранра пулемет шӑтӑртатса каять, унтан каллех таврара чылай хушӑ шӑп пулса килет.

Изредка лишь с правобережья начинал дробно выстукивать пулемет, посылая короткие очереди по высунувшемуся из окопчика наблюдателю, а потом опять надолго устанавливалась тишина.

LXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах Григорий урам кукринелле пӑрӑнса ҫухалчӗ те, ун хыҫӗнче ут чӗрнисем ҫӗкленӗ тусан пӗлӗчӗ кӑна, майӗпен йӑсӑрланса, ҫул ҫине ларчӗ; Аксинья пӗр хушӑ крыльца ҫинче тӑчӗ, тарӑхса макӑрса ячӗ.

Но Григорий уже скрылся за поворотом, только пыль, вскинутая копытами его коня, медленно оседала на дороге; Аксинья постояла на крыльце, заплакала злыми слезами.

LXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗр вырӑнта нумай хушӑ кансӗр ларсан ҫапла пулать вӑл: вӑхӑтлӑха йӗркеллӗ ҫӳрейменнипе ҫывӑрса кайнӑ урасем итлеми пулаҫҫӗ те, кашни ярса пусмассерен ӳт-пӳ сӑрӑлтатса илет.

Обычно бывает при ходьбе после долгого и неудобного сидения, когда от временно нарушенного кровообращения отекшие ноги кажутся чужими и каждый шаг звоном отдается во всем теле…

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Казак урапа ҫитти айӗнчен винтовка кӑларса илчӗ, арӑмне аллинчен тытрӗ, ҫынсем умӗнче чуптумарӗ, арӑмӗн кӑштӑркка аллине пӗр хушӑ хӑйӗн аллинче чӑмӑртаса тӑчӗ ҫеҫ, унтан темскер пӑшӑлтатса каларӗ те дружинник хыҫҫӑн шкул еннелле утса кайрӗ.

Казак вынул из-под полсти винтовку, взял жену за руку, целоваться при людях не стал, лишь черствую женину руку на минуту задержал в своей руке, шепнул что-то, пошел следом за дружинником к хуторской школе.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кудинов, тутине усса, чылай хушӑ чӗнмесӗр ларчӗ, унтан сӗтел сунтӑхӗнчен хаҫат кӑларчӗ.

Кудинов, опустив углы губ, долго молчал, а потом достал из стола газету.

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Чӗрӗп хӑвӑрт пуҫне пытарать, урисене пуҫтарса чикет те пӗр хушӑ, шӑртне тӑратса, ҫӑмха пек хутланса выртать, унтан майӗпен тӳрленсе, урисене сивӗ ҫӗре перӗнтерет, хӗвелҫаврӑнӑш тунисене ҫапӑнса, ҫӗрсе кайнӑ йытпыршин типӗ тусанне хӑй айне туса, шуса пыракан кӑвак чӑмӑркка пек пӗлтӗртетсе каять.

А еж стремительно прячет голову, втягивает ножки и с минуту лежит нащетинившимся клубком, потом медленно распрямляется, касается ногами холодной земли и катится скользящим серым комом, натыкаясь на подсолнечные будылья, приминая сухой прах сопревшей повители.

XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗр хушӑ чӗре тапма пӑрахрӗ, ӳт-пӳ сӳлетсе кайрӗ… —

Сердце на коий миг вовзят остановилося, и холод пошел по телу… —

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Амӑшӗ ӑна аллисене сарса кӗтсе илӗ те, вилнӗ ывӑлӗшӗн нумай хушӑ хӳхле-хӳхле, хӑйӗн кӑвак пуҫӗнчи тӑрмаланчӑк ҫӳҫ пайӑркисене тӑпӑлтарӗ.

Встретит его мать, всплеснув руками, и долго будет голосить по мертвому, рвать из седой головы космы волос.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсен айӗнче вӑл вӑрах хушӑ пӗкӗ пек авкаланчӗ, шӑнӑр хутлатнӑ чухнехи пек тӑсӑла-тӑсӑла тӳрленекен урисемпе кӗрпеклӗ юра хырса чаваларӗ; йынӑша-йынӑша ярса, ут чӗрнисем алтӑкласа пӗтернӗ, пулӑхлӑ хура тӑпрапа йӑлтӑртатакан ҫӗр ҫинче — хӑй ҫуралнӑ, пурӑннӑ, хуйхӑ-суйхӑпа пуян та телей-савӑнӑҫран чухӑн пурнӑҫ мӗн хатӗрлесе панине хӑй йӑлтах илнӗ ҫӗр ҫинче — пуҫӗпе ҫапкаланчӗ.

Но он долго еще выгибался под ними дугой, рыл судорожно выпрямлявшимися ногами зернистый снег и, стоная, бился головой о взрытую копытами, тучную, сияющую черноземом землю, на которой родился и жил, полной мерой взяв из жизни — богатой горестями и бедной радостями — все, что было ему уготовано.

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах Григорий ҫӗлӗкне юр ҫине ҫавӑрса ҫапрӗ, пӗр хушӑ тайкаланса тӑчӗ те сасартӑк шӑлне кӑчӑртаттарса илчӗ.

Но Григорий кинул на снег папаху, постоял, раскачиваясь, и вдруг скрипнул зубами.

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Штокман чикаркка ҫавӑрса чӗртрӗ те вӑрах хушӑ лавҫӑ мӗн каласса кӗтрӗ.

Штокман свернул папироску, закурил и долго ждал ответа.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗр хушӑ шӑпӑрт утрӗҫ.

Некоторое время шли молча.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлӗармеецсемпе казаксене пӗр-пӗринчен уйӑрса тӑракан хушӑ чуна пусӑрӑнтармалла хӑвӑрт чакрӗ.

Расстояние между красноармейцами и казаками сокращалось с облегчающей быстротой.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрлисен атакӑна кӗме хатӗрленнӗ пысӑк ушкӑнӗнчен Григорие ҫухрӑм ҫурӑ чухлӗ хушӑ уйӑрать.

Версты полторы расстояния отделяло Григория от готовившейся к атаке лавы красных.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл ҫӑварӗнчи чикарккине питӗ майӗпен ӗмрӗ, пӗр хушӑ нимӗн шарламасӑр ларчӗ.

Долго курил, молчал.

XXXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Фомин майӗпен калаҫса ларнӑ хушӑрах ҫав тери хӑвӑрт тапӑнма пуҫларӗ те, Петро пӗр хушӑ ҫухалса кайрӗ, питне палӑрмаллах юн пырса ҫапрӗ.

Фомин так быстро перешел от медлительной речи к натиску, что Петро на минуту растерялся, кровь заметно кинулась ему в лицо.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed