Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑни (тĕпĕ: тӑр) more information about the word form can be found here.
Джон Мангльс Гленарвана хӑй патне чӗнсе илчӗ те, суднона мӗнле инкек хӑратса тӑни ҫинчен ӑна пӗр пытармасӑр каласа кӑтартрӗ.

Джон Мангльс вызвал к себе Гленарвана и, ничего не скрывая, объяснил ему, какая опасность угрожает судну.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӑл мӗн пулса тӑни ҫинчен Гленарвана пӗр-ик сӑмахпа пӗлтерчӗ, вара унпа пӗрлех ытти пассажирсене те каютӑна кайма хушрӗ.

Капитан поднялся на палубу, в двух словах изложил Гленарвану положение дел и стал убеждать его отправиться вместе с остальными пассажирами в кают-компанию.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Яхтӑн нумай йывӑрлӑхсем витӗр тухмаллине барометр малтанах пӗлтерсе хурать ӑна, тӳпе пӗлӗтсӗр тӑни барометр кӑтартнипе килӗшмест пулсан та, вӑл ҫав нихӑҫан ҫылӑха кӗмен япалана ҫапах та ӗненет.

Барометр предсказывал ему, что яхту ожидает серьёзное испытание, и он слепо верил непогрешимому прибору, хотя вид безоблачного неба и противоречил показаниям барометра.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Тӗрӗс калатӑр, сэр, — терӗ Джон Мангльс, — анчах штильсем кӗтмен ҫӗртен пулса тӑни шӑп кӑна ҫанталӑк тӑруках улшӑнса каясса пӗлтерет.

— Вы правы, сэр, — ответил Джон Мангльс, — но как раз такие внезапные штили предвещают резкую перемену погоды.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫак темӗн пысӑкӑш конус евӗрлӗ пулса тӑни ҫинче йӑнӑшма меслечӗ те ҫук, ҫавӑнпа та акӑлчансен паллӑ Карамайкель капитанӗ ӑна сивӗннӗ вулкан тесе тӗрӗсех каланӑ.

Невозможно было ошибиться в происхождении этого огромного конуса, и английский капитан Кармайкель был, несомненно, прав, говоря, что это потухший вулкан.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Кун пек асӑрханса тӑни, маншӑн пулсан, ытлашши мар пек, — тесе хӳтӗлерӗ ӑна Гленарван.

— Эта предосторожность не кажется мне излишней, — поддержал его Гленарван.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Калаҫасси ҫинчен асӑнмалли те ҫук, пӗрмай аслати шӑтӑртатса тӑни пурпӗрех сӑмаха итлеме те памасть.

Впрочем, нечего было и думать о разговоре: оглушающий грохот грома всё равно не позволил бы ничего расслышать.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Шыв хытӑ юхса тӑни ҫырмасенчи шывсем чылаях пӗрпекленсе ҫитменнине кӑтартать.

Быстрота течения свидетельствовала о том, что разница уровней в реках была ещё значительной.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах кун пек пулса тӑни Гленарван мӗнпур планӗсемпе ӗмӗчӗсене салатса пӑрахрӗ.

Но это обстоятельство опрокидывало все планы и расчёты Гленарвана.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Мануэль сержант ытла та ҫӗкленсе кайса калаҫнине пула ҫулҫӳревҫӗсем унпа вӑрҫӑ ӗҫӗ мӗнтен ытлашши палӑрса тӑни ҫинчен те, ҫавӑн пекех унӑн салтакӗсем хатӗрлекен ҫемьин аван пуласлӑхӗ ҫинчен те тавлашма пултараймарӗҫ.

Сержант Мануэль был в таком восторге, что у путешественников не хватило духа спорить с ним ни насчёт преимуществ профессии военного, ни насчёт блестящей будущности его воинственной семьи.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Юханшыв тӗл пуласса шанса тӑни халиччен те пурӑнӑҫа кӗмерӗ-ха: пампассенчи ҫӗр сӗтел ҫитти пек тикӗсленсе выртнипе шывсене ҫул уҫса пыма та ҫав териех аван мар иккен.

Надежда встретить реку пока не оправдалась: гладкая, как скатерть, поверхность пампасов не представляла удобного русла для рек.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫӗр айӗнче кӗрлесе тӑни, ишӗлекен чуллӑ ҫӗрсем тискеррӗн кӗмсӗртетни гранитла ҫӗрсемпе базальтсен масси пӗр-пӗрин ҫине ӳксе кӑларнӑ сасӑ ниҫтан та пӗр-пӗрне сӑмах хушма памаҫҫӗ.

Подземный гул, дикий грохот обвалов, шум сталкивающихся гранитных и базальтовых масс делали бессмысленной всякую попытку сговориться.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫак мухтавлӑ шотландецсем кашни ҫӗре ҫитсе кашнине пулӑшма та ӗлкӗреҫҫӗ; вӗсен харсӑрлӑхӗпе тӑванлӑха юратса тӑни ҫак пӗчӗк ушкӑна пин-пин хутчен йывӑрлӑхран кӑларчӗ.

Эти два бравых шотландца поспевали повсюду, помогали всем; тысячу раз их храбрость и беззаветная преданность выручали маленький отряд.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӗсене этемлӗхӗн мӗнпур кӑлтӑк сиенӗсемпе асапланса пурӑнаҫҫӗ темелле, вӗсен пӗртен-пӗр ырӑ ят ирӗклӗхе юратса тӑни пулать.

Они страдают чуть ли не всеми человеческими пороками и имеют только одну добродетель — любовь к свободе.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

«Дункан» экспедицийӗ ӑнӑҫлӑ пулассине вӑл малтанах пӗлнӗ пек шантарса тӑни пӗрмаях хуйхӑллӑ ҫӳрекен Мэрин тутисене те йӑл култарчӗ.

Его предсказание об успехе, ожидающем экспедицию на «Дункане», даже вызвало улыбку на устах всегда грустной Мэри.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Майор ним шарламасӑр текех тӑни палламан ҫын вӗтеленсе ҫӳренипе пӗрре те килӗшсе каймасть; вӑл Мак-Набс тавра ҫавӑрӑнкаласа ҫӳрет, ӑна унтан-кунтан тыткаласа пӑхать, ун ҫине ыйтас пек куҫӗсемпе пӑхса илет; ҫав вӑхӑтрах майор палламан ҫынпа хӑйпе те, вӑл Дункан ҫине мӗн майпа ҫакланнипе те кӑш та пулин интересленсе пӑхмасть.

Спокойствие майора представляло резкий контраст с суетливостью незнакомца; он вертелся вокруг Мак-Набса, рассматривал его со всех сторон, кидал на него вопросительные взгляды, тогда как этот последний не проявлял ни малейшего интереса ни к самому незнакомцу, ни к факту его появления на борту «Дункана».

Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

«Дункан» ҫине ларса Грант капитана шырама каяс тесе ҫине тӑни те вӑл чӑнах та ҫапла иккенне аванах кӑтартса парать.

Её предложение отправиться на «Дункане» на поиски капитана Гранта, бесспорно, доказывало это.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пӗррехинче Гленарван ун патне пынӑ та, Дункан ун хушӑвӗсене кӗтсе тӑни ҫинчен пӗлтернӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн Элен ҫав териех хӗпӗртесе ӳкнӗ.

Легко представить себе радость Элен, когда Гленарван сказал ей, что «Дункан» ждёт её распоряжений.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Ҫав йӗркерех Glas саспаллисем тӑни пур.

— В той же строчке, я вижу слово Glas.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Поляксене нимӗн те пулӑшаймарӗ: пралуксем карса тухни те, хулара ҫирӗпленсе ларнӑ гарнизон хаяррӑн хирӗҫ тӑни те.

Ничто не помогло полякам: ни сети проволочных заграждений, ни отчаянное сопротивление гарнизона, засевшего в городе.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed