Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытрӗ (тĕпĕ: тыт) more information about the word form can be found here.
Ятман старике ҫӳлелле ҫӗклеме хатӗрленнӗ пек чавсасенчен чӑмӑртаса тытрӗ те ним калама пӗлмесӗр «Ай, Михала пичче! Ай, Михала пичче!» тесе тӑчӗ.

Help to translate

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Михала арӑмӗ патне пырса ун аллине ярса тытрӗ, унтан леш сисмен ҫӗртенех арӑмне ҫамкаран та, питӗнчен те, пуҫӗнчен та чаплаттарса чуптума тытӑнчӗ.

Help to translate

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫапах та юлашки эрнере Ваҫук Людмила умӗнче хӑйне герой пек тытрӗ: вӗсем кашни кунах хӗрарӑмсенчен ытларах йывӑҫ касрӗҫ.

Help to translate

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Юрать, — алла пӑчкӑ тытрӗ Сехре.

Help to translate

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре, хӗрарӑм кӑмӑлӗ иккӗллӗ тесе, бутылкине тепре те ярса, тытрӗ, ӑна уҫма тӑчӗ, анчах Марине яхӑнне те ямарӗ, хӑй аллипех ӑна Сехре кӗсйине каялла чиксе лартрӗ.

Help to translate

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вара вӑл Галимджанӑн вӑрӑм ҫыруне сарса тытрӗ те хӑйӗн ячӗпе янӑ ҫыру пекех нумайччен алӑран вӗҫертмерӗ.

Help to translate

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫыру хыҫҫӑн Укахви тек килте ларма пултараймарӗ унӑн халех ӑҫта та пулин тухса чупасси килчӗ, кампа та пулин калаҫас килсе кайрӗ, вӑл вара, пӳртне питӗрсе, Липа патне ҫул тытрӗ.

Help to translate

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Карачӑм ун ҫине «эс те пулин хӗрхенсемччӗ» тенӗ пек, йӑвашшӑн пӑхрӗ те купӑсне ирӗксӗрех тепӗр хут аллине тытрӗ.

Help to translate

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кашни валли эрех тултарсан, Михала пичче черккене ыттисенчен ҫӳлерех ҫӗклерӗ те пуриншӗн те сӑмах тытрӗ:

Help to translate

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вырӑнне пырса ларсан та вӑл хӑйне именнӗн тытрӗ, Ятманпа Куҫма пичче умӗнче айӑпа кӗчӗ тейӗн.

Help to translate

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халиччен хӑйӗнчен кулнине нумай илтсе курнӑ кӑна тахҫанах хӑнӑхнӑ тата ҫын сӑмахӗшӗн нихҫан та ытлашши пӑшӑрханман Сехре куннинче хӑйне питех те канӑҫсӑррӑн тытрӗ.

Help to translate

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре Иванӗ, Левентейпе калаҫнӑ хыҫҫӑн витене тек кайса та кӗместӗп тесе килне таврӑнчӗ те мӗн тӑвассине пӗлмесӗр аллине пуртӑ ярса тытрӗ.

Help to translate

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫул ҫинче пуринчен ытларах Укахви калаҫрӗ: нумай вӑхӑт хушши хатӗрленнӗ пухӑва ирттерни уншӑн пысӑк ӗҫрен хӑтӑлнӑ пекех пулчӗ, ҫавӑнпа вӑл хӑйне хаваслӑн та ирӗклӗн тытрӗ.

Help to translate

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл, хӑнӑхнӑ майпа ҫӳҫне аллипе темиҫе хутчен туранӑ пек туса сӑтӑрчӗ те, пурпӗрех пӗр тикӗс вырттарас ҫуккине кура, аллине пуҫӗ ҫинчен илсе сӗтеле ярса тытрӗ.

Help to translate

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑй, чӗрки ҫинчи купӑсне ларкӑҫ айне хурса, кормовой кӗреҫине алла тытрӗ, унпа хирӗнсе ӗҫлеме пикенчӗ, анчах кимме тепӗр майлӑ ҫавӑраймарӗ.

Help to translate

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл кӳлӗ хӗррипе васкамасӑр утса тухрӗ, юнашар ҫырмари пӗвене пырса тӗрӗслерӗ, унта ҫӗннине нимӗн те тӗл пулмасӑр, кӗпер урлӑ каҫса, сӑрталла ҫул тытрӗ.

Help to translate

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Район центрӗнче вӗсем, лашине колхоз хваттерне хӑварса, иккӗш икӗ еннелле уйрӑлса кайрӗҫ — агрономӑн райисполкома хӑпармалла пулчӗ, Ятман Атӑл хӗррипе райком ҫурчӗ патнелле ҫул тытрӗ.

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ак Анушка, кӗнекисене сирсе тухса, аллине пӗчӗк тӗкӗр тытрӗ.

Help to translate

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Нихҫан алӑ тытман хӗр ҫынсен умӗнчех алӑ тытрӗ, ҫитменнине тата хӑйпе калаҫма чӗнет.

Help to translate

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӗтерне Ятманран уйрӑлсан лав ҫинчи мӗнпур япалине пушатрӗ те лашине леҫме тесе колхоз картишнелле ҫул тытрӗ.

Help to translate

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed