Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫӗсене (тĕпĕ: пуҫ) more information about the word form can be found here.
Вӗсем ахаль мар, хӑйсен рабочийӗсен пуҫӗсене ҫавӑрасран хӑранӑ унран.

Забоялись, как бы он рабочих не настропалил.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пуҫӗсене касас пулать вӗсенне, юнӗсене сӑрхӑнтарас пулать!

Головы им с плеч, кровину из них спустить.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унтан нумайӑшӗ, пуҫӗсене ҫӗклесе, Иван Алексеевич ҫине ҫӗнӗ шанчӑкпа кӑварланса пӑхрӗҫ.

И многие подняли головы, с надеждой устремили глаза на Ивана Алексеевича.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Офцер калаҫнӑ вӑхӑтра казаксем пуҫӗсене усса, пичӗ-куҫӗсене шӑмарса итленине Иван Алексеевич аван курчӗ.

Во время речи офицера Иван Алексеевич видел, как, потупив головы, нахмурясь, слушают казаки.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Большевиксем вӗсен пуҫӗсене: вӑрҫа пӗтермелле, тӗрӗсрех каласан, ӑна граждан вӑрҫи енне ҫавӑрса ямалла, тесе минретеҫҫӗ.

Большевики вдалбливают им в головы, что надо войну кончать, — вернее, превращать ее в гражданскую.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кунта мӗн пулса иртнине пӗлес килнипе юнашарти казаксем вакун алӑкӗсенчен пуҫӗсене кӑларса пӑхаҫҫӗ, ҫӗрлехи тӗттӗмре кӗвӗҫӳллӗ сасӑсем янӑраса илтӗнеҫҫӗ:

Что из дверей соседних вагонов повысунулись головы любопытных, в ночной темноте орали завистливые голоса:

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Меркулов куҫӗсене чеен хӗссе казаксем ҫине пӑхса илчӗ те каллех Петро еннелле ҫаврӑнса ларчӗ, — тытӑнаҫҫӗ, вахмистр господин, выльӑхсем тӗркӗшме — пуҫӗсене ухаҫҫӗ, урисемпе тапкаланаҫҫӗ, хӳрисемпе…

 — Меркулов шельмовато стрельнул глазами в казаков, продолжал, повернувшись к Петру: — тут-то, господин вахмистр, и нападает на скотину бзык.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казаксем Баланда сӑмахне пуҫӗсене усса, именчӗклӗн, ӑхлаткаласа, кулма чарӑнса итлерӗҫ.

Казаки слушали Баланду, смущенно потупясь, покряхтывая, тая улыбки.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вилӗм хӑрушлӑхне кӗретех курнипеле минресе анкӑ-минкӗленнӗ ҫынсем, ҫӗре тымар янӑ пек, пуҫӗсене ҫӗклемесӗр, шӑпӑрт выртаҫҫӗ.

И обезумевшие люди врастали в землю, лежали, не поднимая головы, не двигаясь, опоенные ужасом смерти.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пуҫӗсене ҫӗклемесӗр переҫҫӗ.

Стреляли, не подымая голов.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫапах та, пулеметӑн шатӑртатса тӑракан вут-хӗме, май уйӑхӗнчи шалкӑм ҫумӑр пек, вӑрманта тапӑртатса ташлама тытӑнсан, чӑтса тӑраймарӗҫ: пуҫӗсене май килнӗ таран хулпуҫҫийӗсем хушшинелле хутлатса каялла упаленчӗҫ, хуртсем пек ҫӗр ҫумне лапчӑнчӗҫ, алли-урисем ҫине ҫӗкленмесӗр хырӑм ҫинче кӑна шуса, вырӑнтан вырӑна куҫрӗҫ, хӑйсен хыҫӗнчен пылчӑклӑ ҫӗр ҫине вӑрӑм йӗрсем хӑварса, ҫӗленсем пек каялла шуса кайрӗҫ…

И все же, когда майским ливнем буйно брызнул и затопотал по лесу стрекочущий пулеметный огонь, — не выдержали: ползли назад, до предела втягивая головы в плечи, гусеницами влипали в землю, передвигались, не сгибая ни рук, ни ног, ползли по-змеиному, влача за собою по грязи след…

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫынсем снарядсем алтса хӑварнӑ кашни лакӑм-текӗм патӗнче йӑшӑлтатаҫҫӗ, кашни пӗчӗк тӗмеске ҫумне йӑпшӑнса выртаҫҫӗ, кирек хӑш шӑтӑк-ҫурӑка та пуҫӗсене чикеҫҫӗ.

Люди копошились у каждой рытвинки, никли за каждой крохотной складкой земли, совали головы в каждую ямку.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Икӗ ҫар ҫынни ҫара пуҫӗсене тайса, тахҫанччен тупӑк умӗнче тӑчӗҫ, вӑл тупӑкра нихҫан асран кайми ҫын выртать, ун ятне эпир аннерен мала хурса асӑнатпӑр, ун ячӗ малашлӑха витӗр курса тӑнин, паттӑрлӑхӑн, ырӑ кӑмӑл символӗ пулса тӑрать…

Двое военных долго стояли у гроба наклонив неприкрытые головы, в этом гробу лежал незабываемый человек, его имя мы называем раньше матерей, его имя являлось символом прозорливости, героизма, доброй воли…

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ун сасси ян-ян кайса, тӗрле ҫӗрте илтӗнчӗ, кӗсресем кӗтмен ҫӗртен ҫав тери савӑнӑҫлӑ сас са илтсе, пуҫӗсене ҫӗклерӗҫ, васкаса утса постромкисене карӑнтарчӗҫ.

Протяжное эхо отозвалось в разных местах, и кобылицы, услышав такой молодцеватый голос, подняли головы, заспешили, натянув постромки.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑкӑрсем, анаталла анакан урапана чарса, кайри урисем ҫине лараҫҫӗ, пуҫӗсене ҫӳле ҫӗклеҫҫӗ, вара сӳсменӗ пуҫӗ ҫине анса, мӑйракисене пыра-пыра шаккать…

Старательно сдерживая бричку, быки садились на задние ноги, высоко задирали головы, и ярмо, сползая на голову, стучало о рога.

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кунта пуҫӗсене хыртарнисем те, ҫӳҫлисем те пур — хӑшӗ картуз, хӑшӗ хӗрлӗ тӑрӑллӑ кубанка, хӑшӗ ҫӑмран йӑваланӑ шлепке, хӑшӗ улӑм шлепке тӑхӑннӑ.

Тут сидели и бритоголовые, и чубатые — кто носил на голове картуз, кто кубанку с красным верхом, кто войлочную шляпу, а кто и соломенный бриль.

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Эпир ветерансен паттӑрлӑхӗ умӗнче пуҫӑмӑра таятпӑр, пирӗн сӑваплӑ тивӗҫ – ҫапӑҫу хирӗсенче Тӑван ҫӗршывшӑн ҫапӑҫса пуҫӗсене хунӑ паттӑрсене ӗмӗр-ӗмӗр асра тытасси.

Мы преклоняемся перед подвигами ветеранов, наш святой долг – сохранить память о героях, сложивших головы на полях сражений во имя Родины.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе саламлани // Олег Николаев. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=06 ... e9a0820a1b

Сарлака ҫулҫӑллӑ ҫамрӑк хӗвелҫаврӑнӑшсем, ҫул хӗрринчи парка мӑян, сарлака хупахсем, хӗрлӗ пуҫӗсене тӑратнӑ талпиҫенсем те — пурте ҫумӑра кӗтсе илме ҫулҫисене хура пӗлӗте хирӗҫ ҫӗклерӗҫ.

И молодые, лапчатые подсолнухи, и росшая возле дороги сочная лебеда, и лопухи, и татарники, поднявшие свои красные головы, — все насторожилось и подставило тучам свои листья.

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пурте пуҫӗсене ирӗксӗрех тӳпенелле ҫӗклеҫҫӗ.

Все невольно подняли головы к небу.

Хир, аслӑ хир // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Лашасем таканлӑ урисене харӑс илсе пусаҫҫӗ, пуҫӗсене уснӑ.

Кони идут копыто к копыту, головы опустили.

Ҫилпеле вӗлкӗшекен ҫивӗтсем // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed