Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пит-куҫ хам алри хӗрлӗ ручка тӗслӗ пуличченех сӑмах калама лекрӗ ҫак каҫ, ҫӑвар ӑшчикки хӗвел ҫинчи турилкке пекех типсе ларчӗ.
Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.
Эх, калама пуҫларӗ вара хӑй ҫинчен.
Япшар тус якатать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 13–15 с.
Калама та хӑрушӑ!
Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.
Шухӑш-кӑмӑлӗ калама ҫук ырӑ унӑн.
Яка Микихвер шухӑшӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 4–7 с.
«Шел те, эпӗ хамӑн ачасемпе чӑвашла калаҫмастӑп. Юсанма вӑхӑт. Ҫитменнине тата чӑвашсем ҫинчен каласа кӑтартмалли нумай. Чӑвашсем чи юрӑллӑ-кӗвӗллӗ халӑх пулнине эсир пӗлнӗ-и? Юрламан е пӗр-пӗр музыка инструменчӗпе калама пӗлмен ҫынна хисеплемен», – тесе ҫырнӑ министр «Контактра».
Министрсем чӑвашла челлендж ирттереҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34051.html
Илюхин, калама чарӑнса, йывӑррӑн сывласа илчӗ, шухӑша кайса ларчӗ.
XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Илюхин, калама чарӑнса, тепӗр чикарккӑ чӗркесе чӗртрӗ, табак тӗтӗмне мӑкӑрлантарса, сӑмах чӗнмесӗр ларчӗ.
XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Петергоф вӑл Питӗртен инҫех мар пӗчӗк хула, калама ҫук чипер хула.
XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Пазухин унран кӑштах укҫа та ыйтнӑччӗ пулас, мӗншӗн тесен пире калама ҫук япӑх ҫитеретчӗҫ.
XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ҫапла чӗнмесӗр ларсан-ларсан, пуҫне ҫӗклерӗ те, чӳрече умӗнчи тирек ҫине пӑхса, сӑвӑ калама тытӑнчӗ:
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Ан калаҫ кирлӗ мара, — терӗ ним калама аптранӑ Пазухин.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Ҫав алӑпа вӑл тырӑ вырма та, утӑ ҫулма та, картинӑсем ӳкерме те, каскалама та, сӗрме купӑс калама та пултарать.
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Кӑна калама май ҫук, мӗншӗн тесен эпир пӗрле вӗреннӗ чух пӗри те теприн сӑввисене вуламан.
XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Мӗнлерех пурӑнасси?.. пӗр сӑмахпа калама та пӗлес ҫук, — тесе пуҫларӗ хӑйӗн калавне Пазухин.
XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Эпӗ ун сӑввисене, «Хыпар» хаҫатра тухнисене, йӑлтах пӑхмасӑр калама пӗлетӗп.
XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Кӑмӑлӗпе хӑй питӗ уҫӑччӗ, юрлама, сӑвӑ калама, юмах яма хавасчӗ.
XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Сӑмах май каласан, Уйкасри Матви те, Савали те кӗсле калама Муклакран вӗреннӗ…
XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Пазухин Левашовсем патне час-часах пианина калама ҫӳретчӗ, икӗ каччӑ вара чиркӳ юррисем, гимнсем калас вырӑнне, ытларах «светски» музыкӑпа вӑхӑта ирттеретчӗҫ, хальхи политика ҫинчен нумай калаҫатчӗҫ.
XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Кирук, савӑннипе, калама ҫук пӑлханса кайрӗ, хӑй мӗн илтнине те ӗненесшӗн пулмарӗ: нивушлӗ вара вӑл юрласа панӑ юрӑсене те кӗнекере ҫапса кӑларӗҫ, нивушлӗ вӑл юрӑсене пиншер ҫын вулӗ, юрлӗ?!.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Шӑпах ҫавӑ, — сӑмах хушрӗ хӑна, вара, урӑх ним калама пӗлмесӗр, персе ячӗ:
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.