Шырав
Шырав ĕçĕ:
9. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: Иуда арӗсем те, Иерусалим ҫыннисем те хӑйсем хушшинче кавар тунӑ: 10. вӗсем каллех хӑйсен мӑн аслашшӗсем тунӑ йӗркесӗр ӗҫсем еннелле ҫаврӑнчӗҫ, лешӗсем Ман сӑмахӑмсене итлеми пулнӑччӗ те ют турӑсем хыҫҫӑн кайнӑччӗ, вӗсемшӗн ӗҫлесе тӑма тытӑннӑччӗ.
Иер 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем хӑлхине кастарман та — итлеме пултараймаҫҫӗ, вӗсем Ҫӳлхуҫа сӑмахне ним вырӑнне те хумаҫҫӗ, вӗсемшӗн кӑмӑллӑ мар вӑл.
Иер 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ вӗсемшӗн, Арави ҫынни пушхирте ларнӑ пек, ҫул хӗрринче лараттӑн, ӗнтӗ аскӑнлӑхупа, ултавупа ҫӗре ирсӗрлетрӗн.
Иер 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл вара вӗсемшӗн Ҫӑлаканӗ пулнӑ.
Ис 63 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӑрах чӗнмерӗм Эпӗ, тӳсрӗм, тытӑнса тӑтӑм; халӗ вара ҫуратакан арӑм пек кӑшкӑрӑп, пӗтӗмпех аркатӑп, хыпса ҫӑтӑп; 15. тусемпе сӑртсене пушатса хӑварӑп, унти мӗнпур курӑка хӑртса ярӑп; юханшывсенчен утравсем тӑвӑп, кӳлӗсене типӗтӗп; 16. суккӑрсене вара хӑйсем пӗлмен ҫулпа ертсе кайӑп, вӗсене паллӑ мар ҫулсемпе илсе ҫӳрӗп; сӗмлӗхрен вӗсен умӗнчи ҫутӑ тӑвӑп, кукӑр ҫулсене тӳрлетӗп: вӗсемшӗн акӑ мӗн тӑвӑп Эпӗ — вӗсене пӑрахмӑп.
Ис 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа каларӗ вара: ку халӑх Ман патӑма чӗлхи-ҫӑварӗпе ҫывӑхарать, Мана сӑмахӗпе хисеплет, чӗри вара Манран аякра тӑрать, этем ӳкӗчӗ-йӑлине вӗренни вӗсемшӗн — Мана хисеплени-мӗн; 14. Эпӗ акӑ ку халӑха халиччен пулманнине кӑтартӑп, тӗлӗнмелле, питех те тӗлӗнмелле пулӗ, вара ӑсчахӗсен те ӑсӗ пӗтӗ, ӑслӑ-тӑнлисен те ӑсӗ-тӑнӗ ҫухалӗ.
Ис 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ку сахал-ха, ют ҫӗр ҫыннисене тӑшманла йышӑннӑшӑн вӗсемшӗн тата сут пулӗ; 15. кусем вара малтан уяври пекех хавасланса йышӑннӑ, кайран хӑйсемпе пӗр тан шутланакан ҫынсене чӑтма ҫук йывӑр ӗҫлеттерсе пусмӑрлама тытӑннӑ.
Ӑсл 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Турра пӗлмесӗр аташса пурӑнни вӗсемшӗн ҫителӗксӗр пулнӑ, вӗсем тата, тӗттӗмлӗхӗн хаяр кӗрешӗвӗнче пурӑнса, ҫав пысӑк усаллӑха тӑнӑҫлӑх тенӗ.
Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӑл сӑваплисене хӑйсен ӗҫӗсемшӗн тивлет кӳнӗ, вӗсене тӗлӗнмелле ҫулпа ертсе пынӑ; кӑнтӑрла вӗсемшӗн хӳтлӗх, ҫӗрле вара ҫӑлтӑр ҫути пулнӑ.
Ӑсл 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Тӳрӗ ҫынсем вара ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнаҫҫӗ; вӗсенӗн тивлечӗ — Ҫӳлхуҫара, вӗсемшӗн Ҫӳлти Турӑ тӑрӑшать.15. А праведники живут во веки; награда их — в Господе, и попечение о них — у Вышнего.
Ӑсл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эхер те ир вилес пулсассӑн, сут кунӗнче вӗсемшӗн шанчӑк та, йӑпанӑҫ та пулмӗ: 19. ӗнтӗ усал йӑхӑн вӗҫӗ те хӑрушӑ.
Ӑсл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫав кун кил-ҫурта хураллакансем чӗтрене ерӗҫ, вӑй-халлӑ арҫынсем хутланса анӗҫ; авӑртакансем авӑртма пӑрахӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем сахалланса юлӗҫ; кантӑкран пӑхакансем курми пулӗҫ; 4. урама тухса кӗмелли алӑксем питӗрӗне-питӗрӗне ларӗҫ; арман чулӗн сасси илтӗнми пулӗ, этем автан авӑтса янӑ чухнех вӑранма пуҫлӗ, юрӑҫӑ хӗрсем шӑпланӗҫ; 5. вӗсемшӗн ӗнтӗ сӑртсем те хӑрушӑ пулӗҫ, ҫулсем сехӗрлентерӗҫ; миндаль йывӑҫӗ ҫеҫкене ларӗ, шӑрчӑк хускалаймӗ, каперс тӑкӑнса пӗтӗ.
Еккл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эпӗ ӗнтӗ ҫакна пӗлсе ҫитрӗм: вӗсемшӗн хӑйсенӗн пурӑнӑҫӗнче савӑнассинчен, ырӑ тӑвассинчен лайӑхраххи нимӗн те ҫук.12. Познал я, что нет для них ничего лучшего, как веселиться и делать доброе в жизни своей.
Еккл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Сиона ҫӗнӗрен ҫӗклентернӗ чухне эпир тӗлӗк куракан пек пултӑмӑр: 2. пирӗн чун-чӗрере ун чухне туп-тулли савӑнӑҫчӗ, чӗлхе вӗҫӗнче — юрӑччӗ; ун чухне халӑхсем хушшинче калаҫрӗҫ: «Ҫӳлхуҫа вӗсемшӗн аслӑ ӗҫ турӗ!» терӗҫ.
Пс 125 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ӗнтӗ вӗсемшӗн ҫын кулли пултӑм: мана курсассӑнах пуҫне суллаҫҫӗ.25. Я стал для них посмешищем: увидев меня, кивают головами [своими].
Пс 108 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Вӑл вара вӗсем йӗрсе йӑлӑннине илтсессӗн вӗсен асапӗ ҫине хӗрхенсе пӑхнӑ, 45. вӗсемпе хывнӑ халалне вӗсемшӗн асне илнӗ, вӗҫӗмсӗр ырӑлӑхне пула шухӑшне улӑштарнӑ; 46. тыткӑна илекенӗсен кӑмӑлне ҫемҫетнӗ, вӗсене хӗрхенекен тунӑ.
Пс 105 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Вӗсем Ҫӳлхуҫа пӗтерме каланӑ халӑхсене пӗтермен, 35. суя тӗнлисемпе хутшӑнса кайнӑ, вӗсен ӗҫӗсене тума вӗренсе ҫитнӗ; 36. вӗсен йӗрӗхӗсене пуҫҫапса пурӑннӑ, ӗнтӗ ҫавсем вӗсемшӗн таната пулнӑ, 37. хӑйсенӗн ывӑлӗсене, хӑйсенӗн хӗрӗсене вӗсем шуйттансене чӳкленӗ; 38. Ханаан йӗрӗхӗсене ҫапла чӳк туса, айӑпсӑр юна, ывӑлӗсемпе хӗрӗсен юнне, тӑкса пурӑннӑ — юн тӑкнипе ҫӗр ирсӗрленнӗ; 39. хӑйсен ӗҫӗсемпе хӑйсене ирсӗрлетнӗ, аскӑн ӗҫсем туса пурӑннӑ.
Пс 105 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӗсем сахаллӑн, питӗ сахаллӑн пулнӑ чухнех, унта ютран пынӑ ҫынсем пулнӑ чухнех, 13. пӗр халӑх патӗнчен тепӗр халӑх патне, пӗр патшалӑхран урӑх ӑру хушшине куҫса ҫӳренӗ чухнех 14. вӗсене мӑшкӑллама никама та ирӗк паман, вӗсемшӗн патшасене те чарнӑ: 15. «Манӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннӑмсене ан тӗкӗнӗр, Манӑн пророкӑмсене усал ан тӑвӑр» тенӗ.
Пс 104 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ вӗсене тӑнланӑ; Эсӗ вӗсемшӗн каҫаракан Турӑ, усал ӗҫӗсене кура хаса паракан Турӑ пулнӑ.Ты внимал им; Ты был для них Богом прощающим и наказывающим за дела их.
Пс 98 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ун хыҫҫӑн юлакансене вилӗм ҫӗр айне тӑвӗ, вӗсемшӗн тӑлӑх арӑмӗсем те хӳхлемӗҫ.15. Оставшихся по нем смерть низведет во гроб, и вдовы их не будут плакать.
Иов 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.