Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эсӗ тӳпене, тӳпенӗн тӳпине, унти пӗтӗм вӑй-хӑвата пултарнӑ, ҫӗрпе ун ҫинче мӗн пуррине, тинӗссемпе унта мӗн пуррине пултарнӑ, Эсӗ ҫакна пурне те чӗрӗлӗх парса тӑратӑн, Сана ҫӳлти ҫарсем пуҫҫапаҫҫӗ.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳллӗ вырӑнта тӑракан Ездра саккун кӗнекине уҫрӗ, ҫакна пӗтӗм халӑх курса тӑчӗ.5. И открыл Ездра книгу пред глазами всего народа, потому что он стоял выше всего народа.
Неем 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ездра кӗнекеҫӗ ҫакна валли йывӑҫран ятарласа тунӑ ҫӳллӗ вырӑнта тӑчӗ, сылтӑм енче унпа юнашар Маттафия, Шема, Анаия, Урия, Хелкия тата Маасея, сулахай енче Федаия, Мисаил, Малхия, Хашум, Хашбаддана, Захария тата Мешуллам тӑчӗҫ.
Неем 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн, ҫакна пирӗн таврари пур халӑхсем те курсассӑн, пирӗн пӗтӗм тӑшман ку ӗҫе Туррӑмӑр тунине ӑнланса илнӗ те, вӗсен ӗмӗчӗ сӳннӗ.
Неем 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анчах эпӗ ун патне ҫапла калама ҫын ятӑм: эсӗ каланӑ евӗрли нимӗн те пулман; эсӗ ҫакна хӑвӑн пуҫупа шухӑшласа кӑларнӑ, терӗм.8. Но я послал к нему сказать: ничего такого не было, о чем ты говоришь; ты выдумал это своим умом.
Неем 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Тата ҫакна калам: хама Иудея ҫӗрӗн пуҫлӑхне уйӑрса лартнӑ кунранпа, — Артаксеркс патшан ҫирӗммӗш ҫулӗнчен пуҫласа вӑтӑр иккӗмӗш ҫулӗччен, вуникӗ ҫул хушши, — эпӗ хам та, манӑн тӑванӑмсем те ҫӗр пуҫлӑхӗн ҫӑкӑрне ҫимен.
Неем 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хорон ҫынни Санаваллат тата аммонсен пуҫлӑхӗ Товия, ҫакна илтсессӗн, Израиль ывӑлӗсемшӗн тӑрӑшакан ҫын килнӗшӗн питӗ кӑмӑлсӑр пулчӗҫ.
Неем 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Темиҫе ҫын ҫеҫ — Асаил ывӑлӗ Ионафан тата Фиква ывӑлӗ Яхзеия — ҫакна хирӗҫ пулнӑ; тата Мешуллам, Шавфай левит вӗсем майлӑ пулнӑ.
1 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Тыткӑнран куҫса килнисем Израиль Туррине пӗтӗм Израильшӗн парне — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳме вуникӗ пӑру, тӑхӑрвун ултӑ сурӑх, ҫитмӗл ҫичӗ путек тата ҫылӑх парни кӳме вуникӗ качака таки — илсе пычӗҫ: ҫакна пурне те пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳчӗҫ.
1 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Тимлӗ пулӑр, ҫакна Иерусалима илсе ҫитерсе, священниксемпе левитсен пуҫлӑхӗсем умӗнче, Израиль ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем умӗнче виҫепе виҫсе Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн управӑшне хуриччен тимлӗ пулӑр, терӗм.
1 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. «Ҫапла хушатӑп: манӑн патшалӑхӑмра пурӑнакан Израиль халӑхӗн ҫыннисем, священниксемпе левитсем кам та кам Иерусалима кайма шухӑшлать, ҫавсем санпа пӗрле кайччӑр. 14. Сана патшапа унӑн ҫичӗ канашҫи Иудӑпа Иерусалима яраҫҫӗ: санӑн хӑвӑн Туррун саккунӗ пур, унти лару-тӑрӑва ҫак саккун тӑрӑх пӑхса тух. 15. Унсӑр пуҫне санӑн унта ылтӑнпа кӗмӗл — патшапа унӑн канашҫисем Иерусалимра пурӑнакан Израиль Турри валли панӑ ылтӑн-кӗмӗле — илсе ҫитермелле; 16. тата эсӗ пӗтӗм Вавилон ҫӗрӗ тӑрӑх кайса ылтӑн-кӗмӗл пуҫтарӑн та ӑна та, тата халӑхпа священниксем Иерусалимри хӑйсен Туррин Ҫурчӗ валли ырӑ кӑмӑлтан панӑ парнисене те хӑвӑнпа пӗрле илсе кайӑн; 17. ҫав укҫапа хӑвӑртрах вӑкӑрсем, сурӑхсем, путексем тата унсӑр пуҫне тырӑ-пулӑ парнисем туян, вӗсем ҫине сирпӗтме иҫӗм эрехӗ туян, ҫакна пӗтӗмпе хӑвӑр Туррӑрӑн Иерусалимри Ҫурчӗн парне вырӑнӗ ҫинче парне кӳр. 18. Ытти мӗн юлнӑ ылтӑн-кӗмӗлпе ху тата хӑвӑн тӑванусем мӗн тума шухӑшлатӑр, хӑвӑр Туррӑр ирӗкӗпе ҫавна тӑвӑр. 19. Сана хӑвӑн Туррун Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑма панӑ савӑтсене Иерусалим Турри умне ларт. 20. Хӑвӑн Туррун Ҫурчӗ валли тата мӗн кирлине сана патша мулӗн управӑшӗнчен илсе парӗҫ. 21. Эпӗ, Артаксеркс патша, юханшыв леш енчи мул управҫисене ҫапла хушатӑп: Ездра священник, Ҫӳлти Турӑ саккунне вӗрентекен, сирӗнтен мӗн ыйтать, ҫавна пӗр тӑхтаса тӑмасӑр парӑр: 22. ҫӗр талант таран кӗмӗл, ҫӗр кор таран тулӑ, ҫӗр бат таран иҫӗм эрехӗ, ҫӗр бат таран ҫу парӑр, тӑварне вара виҫме те кирлӗ мар. 23. Ҫӳлти Турӑ мӗн хушнӑ, ҫӳлти Турӑ Ҫурчӗшӗн ҫавна тимлӗн, тӑрӑшса тумалла; [асӑрханӑр, ҫӳлти Турӑ Ҫурчӗ ҫине кам та пулин алӑ ан тӑстӑр,] ҫавна пула патшалӑх ҫине, патшапа унӑн ывӑлӗсем ҫине Унӑн ҫилли ан ӳктӗр. 24. Эпир сире пӗлтерсе хуратпӑр: священниксенчен е левитсенчен, юрӑҫсенчен, хапха хуралҫисенчен, левитсене пулӑшакансенчен, ҫак Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракансенчен нихӑшӗнчен те хырҫӑ та, куланай та, нимӗнле тӳлев те илмелле мар. 25. Эсӗ вара, Ездра, Турру ӑслӑлӑхне чӗрӳне хывнӑскер, пуҫлӑхсемпе тӳресем лартса тух; вӗсем юханшыв леш енчи пӗтӗм халӑха — санӑн Туррун саккунӗсене пӗлекенскерсене — тӳррипе сут туччӑр, пӗлменнисене вара вӗрентӗр. 26. Кам та кам санӑн Туррун саккунне, патша саккунне пурӑнӑҫламасть, ҫавна ҫийӗнчех сут туса е вӗлермелле, е хӑваласа ямалла, е укҫа тӳлеттермелле, е тӗрмене хупмалла».
1 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тыткӑнри ҫынсем Вавилонран Иерусалима таврӑннӑ чухне Шешбацар ҫакна пӗтӗмпе хӑйпе пӗрле илнӗ.Все это взял с собою Шешбацар, при отправлении переселенцев из Вавилона в Иерусалим.
1 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Анчах та халӑх хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Туррине парне кӳнӗ пулин те, ҫакна тӳпем вырӑнта тунӑ-ха.17. Но народ еще приносил жертвы на высотах, хотя и Господу Богу своему.
2 Ҫулс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ҫавӑнта пуҫтарӑннӑ халӑх пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнӗ парне акӑ мӗн чухлӗ пулнӑ: ӗҫ вӑкӑрӗ ҫитмӗл тата ҫитмӗл сурӑх, икҫӗр путек — ҫакна пурне те пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вара патшалӑх ҫылӑхӗшӗн, Турӑ Ҫурчӗшӗн тата Иудейӑшӑн парне кӳме ҫичӗ пӑру, ҫичӗ сурӑх, ҫичӗ путек тата ҫичӗ качака таки ҫавӑтса пынӑ; патша ҫакна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳме Аарон ывӑлӗсене, священниксене, хушнӑ.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа вара Иудейӑпа Иерусалима ҫилленсе ҫитнӗ те вӗсене мӑшкӑл курмалла тунӑ, вӗсене ӗнтӗ ҫаратса-тустарса тухнӑ, намӑс кӑтартнӑ — ҫакна эсир хӑвӑр куҫӑрпах куратӑр.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унтан: эй халӑх, пурте итлӗр ҫакна! тенӗ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Израиль патши каланӑ вара: Михее хула пуҫлӑхӗ Амон патне тата патша ывӑлӗ Иоас патне илсе кайӑр та 26. калӑр вӗсене: патша ҫапла калать, тейӗр: тӗрмене лартӑр та ҫакна, эпӗ вӑрҫӑран таврӑниччен ҫӑкӑрпа шыва ҫителӗксӗр парса тӑрӑр, тесе калать тейӗр, тенӗ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Михей каланӑ: эсӗ ҫакна пытанас тесе пӳлӗмрен пӳлӗме чупкаласа ҫӳренӗ кунхине курӑн акӑ, тенӗ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Аса Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗпе патша керменӗн мул управӑшӗсенчен ылтӑнпа кӗмӗл илсе тухнӑ та ҫакна Дамаскра пурӑнакан Сири патши Венадад патне ӑсатнӑ, ӑна ҫапла калама хушнӑ: 3. ман аттемпе сан аҫу килӗштерсе пурӑннӑ пек, санпа ман хушшӑмӑрта та килӗшӳ пултӑр; акӑ эпӗ сана ылтӑнпа кӗмӗл ярса паратӑп: кай та Израиль патшипе Ваасапа тунӑ килӗшӗвне пӑрахӑҫла, ҫапла вӑл манран хӑптӑр, тенӗ.
2 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.