Шырав
Шырав ĕçĕ:
9. Эрех парса тӑракансенӗн пуҫлӑхӗ фараона кала пуҫланӑ: эпӗ халӗ хамӑн ҫылӑхӑмсене аса илетӗп; 10. фараон хӑйӗн чурисене ҫилленнӗччӗ те мана тата ҫӑкӑр парса тӑракансенӗн пуҫлӑхне, патша сыхлавҫисен пуҫлӑхӗн ҫуртне хупса, хурал аллине панӑччӗ; 11. пӗр каҫхине эпир — эпӗ те, вӑл та — тӗлӗк куртӑмӑр, кашнийӗ хӑйне уйрӑм пӗлтерӗшлӗ тӗлӗк курчӗ; 12. пирӗнпе пӗрле унта пӗр ҫамрӑк еврей, патшамӑр сыхлавҫисен пуҫлӑхӗн чури, пурччӗ; эпир ӑна хамӑр тӗлӗксене каласа патӑмӑр та, вӑл пире харпӑр хӑй тӗлӗкне кура ӑнлантарса пачӗ; 13. вӑл пире епле каласа ӑнлантарчӗ, ҫаплах пулса тухрӗ: эпӗ хамӑн вырӑна таврӑнтӑм, лешне ҫакса вӗлерчӗҫ, тенӗ.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ывӑлӑм, эсӗ халӗ эпӗ сана мӗн каланине, мӗн хушнине итле: 9. кӗтӳ патне кай та унтан мана икӗ [ҫамрӑк] качака путекки тытса килсе пар; эпӗ аҫу валли хӑй юратакан апатне хатӗрлесе парӑп, 10. эсӗ ӑна аҫу патне илсе кӗрӗн те, вӑл ҫийӗ, хӑй виличчен сана пиллесе хӑварӗ, тенӗ.
Пулт 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Авраам хӑй кӗтӗвӗ патне чупса кайнӑ та, лайӑх ҫамрӑк пӑру тытса, ӑна тарҫине панӑ, лешӗ ӑна васкасах хатӗрле пуҫланӑ.
Пулт 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: Ман валли виҫӗ ҫулхи тына пӑру, виҫӗ ҫулхи качака, виҫӗ ҫулхи така, улатӑпа тата ҫамрӑк кӑвакарчӑн ил, тенӗ.
Пулт 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑн пекех вӑл тупӑш сахал илекен, нумай ачаллӑ тата ҫамрӑк ҫемьесене, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене, тӑлӑх ачасене пурӑнмалли вырӑнпа тивӗҫтерессишӗн патшалӑх программисем ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланнине пӗлтерчӗ.
Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Паянхи кун вӗсенче 34 пин ҫамрӑк ӑсталӑха туптать.
Ҫуллахи Олимпиадӑна хутшӑнма Чӑваш Енӗн 34 спортсменӗ хатӗрленет // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Ку укҫапа вӑрҫӑ ветеранӗсене, ҫамрӑк ҫемьесене хваттерсемпе тивӗҫтерӗҫ.
Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Чӑваш Енре ҫамрӑк ӑрӑвӑн сывлӑхне пепке амӑшӗн чӗри айӗнче аталаннӑ тапхӑртан тытӑнсах сыхлама кирлине тӗпе хураҫҫӗ.
Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Ҫамрӑк ӑру аслисен шанӑҫне тивӗҫсен, пурнӑҫра хӑйӗн вырӑнне тупсан кӑна республикӑн тата Раҫҫейӗн малашнехи кун-ҫулӗн тӑнӑҫлӑхне ҫирӗп ӗненме май килӗ.
Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Унӑн тӗллевӗ пархатарлӑ: ҫамрӑк талантсене асӑрхасси, пулӑшасси, халӑх театрӗсен репертуарне пуянлатасси.
Савӑнӑҫ, киленӗҫ кӳрекенсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Мӗн чухлӗ юн тӑкса хӑвартӑмӑр эпир унта, мӗн чухлӗ ҫамрӑк ҫын ӗмӗрӗ вӑхӑтсӑр татӑлчӗ...
Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Раҫҫей прокуратурин мухтавлӑ йӑли-йӗркине тивӗҫлипе упраса хӑварнӑ тата паян хӑйсен паха опытне ҫамрӑк ӑрӑва паракан ветерансене уйрӑммӑн тав тӑватӑп.
Раҫҫей Федерацийӗн прокуратура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2014) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&ty ... id=2684664
Ҫапла, 2004 ҫултан пуҫласа пултарулӑх туртӑмӗллӗ 9 пин ҫамрӑк Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн стипендиачӗ пулса тӑнӑ.
Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2012) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1341505
Ҫамрӑк ӑсчахсем наукӑн чи кирлӗ енӗсенче тӗпчевсем тӑваҫҫӗ, хӑйсен ӗҫӗсемпе, открытийӗсемпе производствӑри тата социаллӑ сферӑри ҫивӗч ыйтусене татса пама пулӑшаҫҫӗ.
Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2012) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1341505
Ҫамрӑк кадрсене предприятисенче ӗҫлеме юлма тата вӗсене професси енӗпе малалла ӳсме пулӑшакан тивӗҫлӗ фондсем йӗркеленеҫҫӗ, хальхи йышши тӗпчев оборудованийӗпе пуянлатнӑ вӗренӳ-ӑслӑлӑх-производство лабораторийӗсем ӗҫе кӗреҫҫӗ.
Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2014) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2703196
Кӗнеке куравне ҫамрӑк ашшӗ-амӑшӗсенчен ытларахӑшӗ ача кӳмипе, пӗчӗк пепкисемпе тата хӑйсем тӗллӗн утакан-чупакан ачисемпе пыраҫҫӗ.
Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Паллах, манӑн, ҫамрӑк та вӑйпитти журналистӑн, ҫав шанӑҫа тӳрре кӑларма тӑрӑшасси кӑна юлчӗ.
Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Ҫак тапхӑрта республикӑри журналистсем пӗр пулса калем ӑстисем ҫинчен ҫамрӑк ӑрушӑн пӗлтерӗшлӗ кӗнекесем кӑларнине каламалла.
Журналистика - уншӑн пурнӑҫ // К.ЭЛИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.18
«Ҫамрӑк чухне сивӗрен хӑраттӑм. Тӑвайӗнче шкулта вӗреннӗ чухне питӗ вӑйлӑ чирлерӗм. Аран сывалтӑм, ума хул-ҫурӑма пиҫӗхтерме ҫирӗп тӗллев лартрӑм», - аса илет иртнине ватӑ.
Сывлӑхне ҫапла ҫирӗплетнӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
Павел Александрович сакӑр теҫеткене ҫывхарать пулсан та сӑнӗ-пуҫӗпе ҫамрӑк курӑнать, вӑй-халӗпе те паттӑр.Павел Александрович хоть и приближается к восьмому десятку, выглядит молодо, душой и телом отважен.
Сывлӑхне ҫапла ҫирӗплетнӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№