Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗрлӗ the word is in our database.
тӗрлӗ (тĕпĕ: тӗрлӗ) more information about the word form can be found here.
Вӗсемех кун йӗркине ҫирӗплетеҫҫӗ, пурнӑҫӑн тӗрлӗ сферинче патшалӑх политикине тепӗр хут пӑхса тухма хистеҫҫӗ.

Эти реалии формируют повестку дня, вынуждают пересматривать государственную политику в различных сферах жизнедеятельности.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Паян кунашкал майсем пурин те ҫук, анчах та уйрӑм вӗренӳ организацийӗсем вӗренекенсене тӗрлӗ мелпе ҫулҫӳревсене илсе тухма тӑрӑшаҫҫӗ.

Help to translate

Паллӑ каникул // Светлана ЧИКМЯКОВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2016,07,06

Ача чухне шкултан е ҫуллахи вӑхӑтра тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн колхозран яланах тӗрлӗ ҫӗре экскурсисене илсе ҫӳретчӗҫ.

Help to translate

Паллӑ каникул // Светлана ЧИКМЯКОВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2016,07,06

Тӗрлӗ Хисеп хучӗ купипех.

Разных грамот - кипа.

Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Перепиҫри даннӑйсене вара вырӑнти тӗрлӗ ҫӑлкуҫсенчи кӑтартусемпе (Чӑвашстатӑн, район администрацийӗн, Росреестр кадастрӗн, ветеринари станцийӗн тата ыттипе) танлаштаратпӑр.

Help to translate

Тĕрĕс сăмах чул ватать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Нумаях пулмасть «Чӑвашпотребсоюз — 95 ҫулта» конкурсӑн тӗрлӗ номинацири кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетнӗ.

Недавно подвели итоги различных номинаций конкурса «Чувашпотребсоюзу — 95 лет».

Малти вырӑна йышӑннӑ // Хаҫат редакцийӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2016, нарӑс, 19.

Ҫуллахи кану вӑхӑчӗ ҫитсенех вӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче вӑй хурӗҫ.

Help to translate

Студотрядсен юхӑмӗ ҫӗнӗрен йӑл илет // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Валентина хӑй вӑхӑтӗнче купӑс калама вӗреннӗ те паян та ку хатӗре алла тытсан тӗрлӗ юрӑ-кӗвӗ янраттарать.

В свое время Валентина училась играть на гармошке, и сегодня, когда берет в руки этот инструмент, разные песни звучат.

101 ҫулти кинемей тутлӑ кукӑль пӗҫерет, купӑс калать // Николай ЕРШОВ. http://hypar.ru/ru/node/15772

Тӗрлӗ шкулта 8 класс вӗреннӗ.

В разных школах закончила 8 классов.

101 ҫулти кинемей тутлӑ кукӑль пӗҫерет, купӑс калать // Николай ЕРШОВ. http://hypar.ru/ru/node/15772

Пӗр вӑхӑт кил хуҫи рольне виҫсе пӑхнӑ хыҫҫӑн тӗрлӗ курсра ӑс пухнӑ: актер ӑсталӑхӗ, диджей.

Одно время попробовала себя в роли домохозяйки потом набиралась знаний на разных курсах: актерское мастерство, диджей.

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

- Манӑн хамӑн кинокомпани пулнипе тӗрлӗ килӗшӳпе, контрактпа ӗҫлеме тивет.

- Мне приходится работать с разными соглашениями, контрактами, так как есть своя кинокомпания.

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed