Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫӳрерӗ (тĕпĕ: ҫӳре) more information about the word form can be found here.
Ҫавӑн хыҫҫӑн вара, полк татти-сыпписӗр ҫапӑҫу тӑсӑлакан тӑрӑха пырса кӗрсен, лӑпкӑ та улах станицӑсемпе хуторсем вырӑнне кукӑр-макӑррӑн хуҫкаланса выртакан фронт пуҫлансан, тӑшманпа тытӑҫса кайнӑ, унпа юнашарпа пӗрех тӑнӑ хушӑра Григорий яланах хӗрлӗармеецсем пирки, хӑйӗн вӗсемпе темшӗн ҫапӑҫмалла пулнӑ ҫав вырӑс салтакӗсем пирки, ытларах та ытларах пӗлесси килчӗ; ҫак шухӑш-туйам ӑна канлӗх памасӑр хӑшкӑлтарса ҫӳрерӗ.

И после, когда полк вступил в полосу непрерывных боев, когда вместо завес уже лег изломистой вилюжиной фронт, Григорий всегда, сталкиваясь с неприятелем, находясь в непосредственной от него близости, испытывал все то же острое чувство огромного, ненасытного любопытства к красноармейцам, к этим русским солдатам, с которыми ему для чего-то нужно было сражаться.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Степан ҫав кун пӗтӗм чӑтӑмлӑхӗпе канлӗхне ҫухатрӗ, мӗн каҫченех хутор тӑрӑх уткаласа ҫӳрерӗ, Сергей Платоновичпа тата Цацапа пӗрле вӑрах хушӑ Моховсен крыльци ҫинче ларчӗ, Германи ҫинчен, хӑйӗн унти пурнӑҫӗ ҫинчен, Франци урлӑ тинӗс ҫулӗпе ҫуралнӑ ҫӗршыва таврӑнни ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Степан в этот день невозвратно потерял выдержку и спокойствие, до вечера ходил по хутору, долго сидел на крыльце моховского дома с Сергеем Платоновичем и Цацей, рассказывал о Германии, о своем житье там, о дороге через Францию и море.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ильинична, упӑшки шӑпӑрт чӗнмесӗр куҫӗпе кӑтартнине итлесе, кухньӑра йӳрӗккӗн уткаласа ҫӳрерӗ, Натальйӑпа Дуняшкӑна хыпалантарчӗ, хӑй сӗтел хатӗрлерӗ.

Ильинична, следуя молчаливым указаниям мужниных глаз, проворно ходила по кухне, торопила Наталью и Дуняшку, сама собирала на стол.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Уйӑхӑн шупка шурӑ ҫутипе кӗптеннӗ картишне вӑрахчен вӑл хуҫан йывӑр, утӑмӗсемпе виҫкелесе ҫӳрерӗ, ҫурри ишӗлнӗ сарайсен сарлӑкӗ айне кӗчӗ, пӳртне пӑхса ҫаврӑнчӗ, ҫатан карта юписене тыткаласа силлерӗ.

Тяжелым хозяйским шагом долго мерил увитый белым светом месяца баз, заходил под навесы полуразрушенных сараев, оглядывал дом, качал сохи плетней…

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Евгений канса пурӑнчӗ, тип вар тӑрӑх пӑшалпа сулланса ҫӳрерӗ, ҫулса пӑрахнӑ ҫаран ути ҫывӑхӗнче хир чӑххисене печӗ.

Евгений отдыхал, бродил с ружьем по суходолу, около скошенных просяников стрелял куропаток.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ун кӗтӗвӗ ӑҫта та пулин ҫывӑхра курӑк ҫисе ҫӳрерӗ.

Косяк ходил где-нибудь неподалеку.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мирон Григорьевич Миллеровӑран ӗрӗхтерсе тарнӑ вӑхӑтра хӑти вокзалра сулланса ҫӳрерӗ.

В то время, когда Мирон Григорьевич скакал из Миллерова, сват его торчал на вокзале.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тӑртанса кайнӑ, пӑтранчӑк куҫӗсемпе вӑл хӑй йӗри-тавра йӑтӑнса выртакан аслӑ тӗнче ҫине ӑнланмасӑр пӑхрӗ, унччен пӗлнӗ ҫынсене те палламарӗ, сӑнӗпе ҫав тери ӳсӗр е хӗне кайнӑ чиртен тин ҫеҫ сывалакан ҫын пек курӑнса ҫӳрерӗ.

Ошалелыми припухлыми глазами непонимающе глядел на разостланный вокруг него мир, знакомых не узнавал, глядел, как сильно пьяный или только что оправившийся от изнурительной болезни.

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫӳрерӗ утса, турӗ темскерсем, ҫывӑрчӗ, анчах пурте ҫаксем ӑс-пуҫа тӗтрелетсе минретекен ухмахла, тӗлӗкри пек ҫеҫ пулса иртрӗҫ.

Ходил, делал что-то, ел, спал, но все это словно в полусне, одуряющем и дурманном.

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчукӑн номернойӗ пулса Татарски хутор казакӗ Максимка Грязнов ҫӳрерӗ.

Номерным у Бунчука был казак с хутора Татарского Максимка Грязнов.

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук каҫченех станица тӑрӑх сулланса ҫӳрерӗ; нихҫанхинчен те хытӑ пӑлханчӗ вӑл, чӗринчен темскер кӑларса кайнӑ пек тата ҫакна хӑй ниепле те хӑнӑхса ҫитме пултарайман пек туйса ҫӳрерӗ, кун каҫипе те лӑпланаймарӗ.

Бунчук до вечера прослонялся по станице, испытывая небывалое беспокойство и такое ощущение, словно отрезали у него что-то и он никак не освоится в новом своем положении.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Виҫӗ эрне пачах ют, ӑнланса ҫитмелле мар ытарлӑ тӗнче тӑрӑх ҫӗтсе ҫӳрерӗ.

Три недели странствовал в ином, неосязаемом и фантастическом мире.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пуҫ ҫаврӑнакан сурӑх пек анкӑ-минкӗллӗн минресе ҫӳрерӗ вӑл, Аксинйӑна яланхи пек мар час-час аса илчӗ, ҫӑварӗнче темӗнле йӳҫӗ япала ирӗлсе тӑнине, чӗри чул пек пирчесе хытнине туйрӗ.

Ходил, как одурманенный, уже чаще, чем обычно, вспоминал Аксинью, и горечь плавилась во рту, каменело сердце.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӑшӗ чӑтма ҫук пӑтраннине, вӑйӗ пӗтсе ҫитнине туйса тӑнӑ ҫӗртех пӗр талӑк ура ҫинче ҫӳрерӗ.

Сутки держался на ногах, ощущая постоянную нарастающую тошноту, слабость во всем теле.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анна юри ӑна хулари тӑкӑрлӑксем тӑрӑх ҫаврӑнтарса ҫӳрерӗ, хӑй пирки кӗскен каласа пачӗ, унтан Корниловӑн контрреволюцилле пӑлхавӗ ҫинчен, Питерти рабочисен шухӑш-кӑмӑлӗпе Октябрьти революци ҫинчен ыйтса пӗлме тытӑнчӗ.

Анна нарочно кружила по переулкам и, коротко рассказав о себе, продолжала расспрашивать его о корниловском выступлении, о настроении питерских рабочих, об Октябрьском перевороте.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫыхӑнусӑр сӑмахсемпе каласа панӑ май, амӑшӗ ларма-тӑма пӗлмесӗр вӗткеленсе ҫӳрерӗ; сӗтел ҫине апат хатӗрлерӗ, сӑмавара кӑмрӑк тултарчӗ, макӑрса куҫҫулленнӗ питне хӑрӑмлӑ аллипе шӑлса вараларӗ, ывӑлӗ патне темиҫе хут чупса пырса, аллисенчен ачашларӗ, чӗтренчӗ, хӑй ҫумне чӑмӑртаса ҫупӑрларӗ.

Путано рассказывая, она суетилась: собирала на стол, сыпала в самовар уголья и, размазывая по заплаканному лицу слезы и угольную черноту, не раз подбегала к сыну, гладила его руки, тряслась, прижимаясь к его плечу.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн пӗчӗк куҫӗсем ҫуталса кайрӗҫ, вӑл тӑрса пӳлӗм тӑрӑх уткаласа та ҫӳрерӗ.

Маленькие его глаза заблестели, он даже встал, прошелся по комнате.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Каппайланса ҫӳрерӗ вӑл чылай, халӗ иртрӗ каппайлӑхӗ.

— Он форсил здорово, да только уже дофорсился…

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫӳлтен вӗҫсе ҫӳрерӗ Артамашов, анчах ҫуначӗсене касса ячӗҫ: малтан ҫӗр ҫинче тӗрӗс ҫӳреме вӗрен, вара пӗлӗтелле те пӑхкалама юрать.

Высоко порхал Артамашов, да только подрезали ему те крылышки: научись сперва правильно по земле ходить, а тогда и в небо гляди.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Сергей тӑрса пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳрерӗ.

— Сергей встал, прошелся по комнате.

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed