Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйтса (тĕпĕ: ыйт) more information about the word form can be found here.
Леонӑн савӑнӑҫлӑ ҫырӑвне Бурль вуласа тухсанах ҫурса тӑкрӗ, укҫа ярса тӑма чарӑнчӗ, хӗрне ӑна, ашшӗне, яланлӑхах манма ыйтса ҫырса евитлерӗ.

Бурль прочел восторженное письмо Леоны, разорвал его, прекратил высылать деньги и написал дочери, чтобы она забыла о нем навсегда.

Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.

Анчах… ыйтса пӗлме хӑюлӑх ҫитерем-ха — симӗс ҫав… иллюминаци сире мӗн тума кирлӗ?

Но — смею спросить — для чего понадобилась вам эта зеленая иллюминация?

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 253–258 с.

Эсӗ ыйтса тӗпченӗ, ҫапла майпа хӑрушла кӳрентернӗ ҫав хӗр умӗнче санпа иксӗмӗр пурнӑҫ тӑршшӗпех парӑмлӑ.

Ты и я теперь всю жизнь обязаны девушке, к которой ты явился допрашивать и тем, конечно, страшно обидел ее.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.

Фергюсон патне кӗриччен Готорн чирлӗскере пӑхакан хӗрарӑмран тухтӑра чӗнсе килме ыйтрӗ; лешӗ, арпашӑнчӑк ҫӳҫлӗскер, ҫӳллӗскер, килсен Готорн ӑна чирлӗ ҫынран аякри пӳлӗме ертсе кайрӗ те ыйтса тӗпчеме пуҫларӗ.

Не заходя в комнату Фергюсона, Готорн попросил сиделку позвать доктора, огромного, всклоченного человека, а когда тот пришел, ввел его в отдаленное от больного помещение и стал расспрашивать.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.

Ашшӗн ҫилли пирки унӑн тата камран та пулин ыйтса тӗпчес кӑмӑлӗ пачах сӳнчӗ.

У него пропала охота расспрашивать кого-либо еще.

Ашшӗн ҫилли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 209–215 с.

Кӑштах шухӑшласан Том кресло ҫинчен шуса анчӗ те — тивӗҫлӗхне ҫухатманнине кӑтартса сад пахчинелле утрӗ, тӗл пулакан ҫынсенчен ыйтса пӗлме тӗв турӗ.

Подумав, Том слез с кресла и с достоинством направился в сад, мечтая узнать кое-что от встреченных людей.

Ашшӗн ҫилли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 209–215 с.

Ҫилӗ пӗлтерӗшне мӑн аккӑшӗнчен е йыснӑшӗнчен ыйтса пӗлес… анчах ку вӑл хӑранине кӑтартӗччӗ.

Спросить тетку или дядю о том, что такое гнев, — значило бы показать, что он струсил.

Ашшӗн ҫилли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 209–215 с.

«Вӗҫерт!» — терӗ Род хӑрушшӑн та сиввӗн, ҫавӑн-пах, кама чӗннине хӑй те пӗлмесӗр, Кист шанӑҫа ҫухатнипе пулӑшу ыйтса кӑшкӑрса ячӗ.

— Отпусти! — сказал Род так страшно и холодно, что Кист с отчаянием крикнул о помощи, сам не зная кому.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 141–146 с.

— Эппин… — пуҫларӗ Род, анчах Кист, хӑвӑрт хумханаканскер тата черет ҫитессе кӗтме юратманскер, пӑрӑнма ыйтса аллине тӑсрӗ.

— Итак… — начал Род, но Кист, более нервный, менее способный нести ожидание, отстраняюще протянул руку.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 141–146 с.

Ҫул ҫӳревҫӗсем вӗсен пӗлтерӗшне тата ӑҫталла ҫитнине хӑна ҫуртӗнчех ыйтса тӗпчерӗҫ.

Значение и связь которых путники узнали в гостинице.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 141–146 с.

Унтан вӑл бельгие шарламасӑр пурӑнма ыйтса тупа тутарттарчӗ.

И он взял с бельгийца клятву молчать.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

Хӑй кӑна ӑнланакан темӗн пирки вӑрттӑн «Фелицатӑран» куҫӗсемпе ыйтса Битт-Бой капитансем енне ҫаврӑнчӗ:

Взглядом спросив о чем-то, понятном лишь одному ему, таинственную «Фелицату», Битт-Бой сказал:

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Кӗске калав, тӑванӑмсем, нумай ыйтса тӗпченинчен аванрах.

Короткий рассказ, братцы, лучше долгих расспросов.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

— Иртни пирки ыйтса пӗлӗп.

— Расспрашивать о прошлом.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

— Эпӗ ӑна ыйтса тӗпчӗп.

— Я буду его расспрашивать.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

— Сирӗнтен ыйтса пӗлесшӗнччӗ: «Архипелаг Епископӗ» хӑш сехетре тапранать?

— И хочу спросить вас, в каком часу отходит «Епископ Архипелага»?

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Эпир ҫакна иккӗленмесӗр ӗненетпӗр, ҫавӑнпа та хӗрелме чарӑнмасӑр, аван марланса тата хӗрхенме ыйтса ҫав-ҫавах ҫирӗплететпӗр: «Ҫапла…».

И, может быть, мы так верим уже в это, что, продолжая краснеть, съежившись и прося пощады, упорно говорим: — «Да»…

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

Суринэ хӗресрен пуҫӗпе ҫапӑна-ҫапӑна кӑшкӑрма, пулӑшмашкӑн ыйтса вӑрттӑн вӑйсене чӗнме пултарас-сине пӗлет — ҫапла вӗҫӗмсӗр…

Суринэ знала, что может биться головой о крест, и кричать, и звать таинственные силы на помощь — без конца.

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн темиҫе кунран почта пӑрахучӗ — «Йӑлтӑркка» — Зурбаган молӗ тӗлӗнче яккӑр ячӗ; пӑрахут ҫинчен хура кӗпеллӗ хӗр хыпаланса анчӗ, Ҫурҫӗр Ҫырма масарне епле ҫитмеллине иртен-ҫӳренрен ыйтса пӗлчӗ.

Через несколько дней после этого почтовый пароход «Блеск» бросил якорь у Зурбаганского мола, и с парохода поспешно сошла девушка в черном платье, расспрашивая прохожих, как пройти на кладбище Северного Ручья.

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

Хӗрӗн элекпе, ыйтса тӗпченипе, кӳренӳпе теветкелленсе ҫапкаланчӑк ҫыншӑн мӗншӗн муталанмалла?

За что она должна возиться с бродягой, рискуя сплетнями, допросами, обидой?

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed