Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗртен-пӗр ывӑлӗ Микула итлемерӗ ашшӗне: ҫӑмарта хуҫи шутне кӗрсен, кив пӳрте каялла сиктерсе лартрӗ (ӑна вара кайри пӳрт тенӗ), малти пӳрчӗ валли ятарласа ҫармӑс енчен шултра хыр пӗренесем турттарса килчӗ, кайри пӳртпе малти пӳрт хушшине ҫичӗ картлашкаллӑ ҫенӗк умӗ тутарчӗ, икӗ пӳрчӗн никӗсне те кирпӗчпе ҫирӗплетрӗ, тӗренче вырӑнне хӑмапа виттерсе пӳрчӗсен ҫивиттисене ҫиелтен сӑмалапа сӑрлаттарчӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Капитализм йӗркисем чӑваш хушшине кӗрсе пынине пире писатель ытти нумай витӗмлӗ детальсем урлӑ, тӗрлӗ вак-тӗвексем урлӑ кӑтартса парать, вара ӗҫсем чӑннипех ҫапла пулса иртнине ӗненмеллипех ӗненетӗн.
Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.
Эли пуҫне майӗпен сулларӗ те хунарне курӑк хушшине хучӗ, кукленчӗ те — хӗре чавсисенчен ҫӳлерех тытса хӑйӗнпе юнашар ҫӗклесе тӑратрӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
Моргиана Джесси стена урлӑ каҫнӑ вырӑна ҫитсе тӑрсанах йытӑ курӑк хушшине чӑмрӗ, унта тӑпах чарӑнчӗ те хӑрлатма тытӑнчӗ.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
— Эсир тӑтӑр манпа йӑмӑкӑм хушшине!
XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Нимӗн те ӑнлантараймасӑр, ӑнлантарупа лӑпкӑлӑх шырамашкӑн аппӑшӗ патне васкавлӑн халех каймаллине пӗлсе, — унсӑрӑн ирччен вилсе выртать е ӑсран тайӑлать, — Джесси вырӑн ҫинче чӗркуҫленчӗ те ҫырӑва сӗтел сунтӑхне, минтер айне, кӗнеке хушшине пытарма пикенчӗ, ӑна тӗлсӗррӗн пӗрре кӑларать, тепре унта-кунта хурать; акӑ тинех хӑйне алла илчӗ, ҫырӑва чӑмӑртаса тытнӑскер, анкӑ-минкӗленнӗскер кравать ҫинчен тӑчӗ, тепӗртакран урайне анчӗ те пушмакне тӑхӑнчӗ.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Карниза асӑрхасан ун патнелле шуса ҫитрӗ; аллисем ҫине-ҫинех хӑрӑк туратсен хушшине кӗре-кӗре анаҫҫӗ, урисем туратсенчен лекмессерен туртса ыратаҫҫӗ.
XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Нумай-нумай ҫул тӑршшӗнче ҫак чараксен хушшине ҫулҫӑ, хӑрӑк турат, тӑпра-хӑйӑр ӳксе пусӑрӑннӑ.Листья, хворост, земля скапливались на этой преграде в течение многих лет.
XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Кӑнтӑрлахи апат вӑхӑчӗ ҫитсен Моргиана сӗтел хушшине вырнаҫрӗ те — Неттие кӑларса ямасӑр хуҫалӑхри тӗрлӗ вак-тӗвек пирки тӗпчерӗ.
XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Вӑл пӗлӗшӗсене тӗл пулчӗ, ҫав йышра — хӗсметре пӗрле тӑнӑ Тирнаур; вӗсем иккӗшӗ уйрӑм сӗтел хушшине вырнаҫрӗҫ.Он встретил знакомых, между ними — бывшего сослуживца Тирнаура, и сел с ним за отдельный стол.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ева унпа паллаштарчӗ, васкамасӑр пӑхса ҫаврӑнса офицер сӗтел хушшине ларчӗ.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Арҫынсем еплерех ывӑтнине аса илсен Джесси вӗсен манерне евӗрлеме хӑтланчӗ, — чул таткине шӗвӗр пӳрнипе пуҫ пӳрни хушшине ҫаклатать те ывӑтнӑ чухне аллине чавси тӗлӗнче хутлатать; анчах та — меслетне чухлайманран — чавси аллинчен ҫапӑнать, муклашка вара пӗчӗк вӑйӑмпа ҫеҫ ывӑтӑнать.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Гленара кӑмӑллама та хатӗр пек, — ара, Гленар ӑна качча тухмашкӑн ыйтас тӗллевпе пытанман-и-ха ҫулҫӑсен хушшине?
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Джессие — хӑйне асла хыварах, Евӑна кӑмӑллӑн тӗсесе лӑпкӑн сывлӑх сунчӗ, сӗтел хушшине ларчӗ, салфетка илчӗ, ун ҫине тӗлсӗррӗн тинкерчӗ те каялла вырӑнне хучӗ.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Капӑр тумлӑ Ева килсе ҫитсен унран кая мар капӑр Джесси тусне сапӑррӑн чуп туса кӗтсе илчӗ те вӗсем буфет пӳлӗмӗнчи сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗҫ.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
— Ҫитет, — терӗ Джесси вӗсен хушшине кӗрсе тӑрса.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Джессин шурӑ шӑлӗсен хушшине выртнӑ апат хускалма чарӑнчӗ, урисенчен пуҫласа пуҫӗ таранчченех ҫавӑра-ҫавӑра хӗре кулӑ силлет; ҫӑварне чиксе хунине чӑмласа ҫӑтса яма та, кӑларма та вӑйӗ юлмарӗ, ӳсӗресрен хӑранипе хӗп-хӗрлӗскер — Джесси акӑ куллине те, ҫӑмартине те сӗтел ҫине чӑхлаттарса пӑрахрӗ.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Пӑрӑнӑҫра катер шывра ишекен йывӑҫ вуллисен хушшине пырса лекрӗ: ҫав вырӑнта пысӑках мар утрав темиҫе ҫӗр.При повороте катер стал пробиваться среди слоя плавучего древесного хлама.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
— Дэзи?! — терӗм эпӗ питӗмрен унӑн аллисене вӗҫертсе, вара вӑл вӗсене сирчӗ те манпа чӳрече хушшине кӗрсе тӑчӗ.— Дэзи?! — сказал я, снимая ее руки с лица, и она отняла их, став между мной и окном.
XXXV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Икӗ лаша пӗр-пӗринчен урисемпе ҫапӑнса, тилхеперен-туртаран такӑнса-пӑтрашса кайса ӳкрӗҫ; ыттисем чӗвен тӑрса айккинелле вирхӗнчӗҫ те япаласен юлашкисене ҫынсен хушшине сапаласа хӑварчӗҫ.
ХХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.