Шырав
Шырав ĕçĕ:
Начальнике хут парса ӑнлантарнӑ чухне те вӑл пӗр аллине ҫурӑм хыҫнелле тытнӑ, тепӗр аллине вӑта пӳрнипе, чӗрнине аялалла туса, хут ҫинчи пӗр-пӗр йӗркене е сӑмаха асӑрхануллӑн тӗллесе кӑтартнӑ; унӑн пӳрнисем хулӑмрах та хӗрлӗрех пулнӑ тата кӑштах чӗтренӗ, тен ҫавӑнпах вӑл вӗсене ҫынна час-часах кӑтартма именнӗ.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ольга, — терӗ вал, икӗ пӳрнипе кӑштах ҫеҫ ун пилӗкне перӗнсе (хӗр чарӑнса тӑчӗ), — эсир манран ӑслӑрах.— Ольга, — сказал он, едва касаясь двумя пальцами ее талии (она остановилась), — вы умнее меня.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Инкӗшӗ ӑна питӗнчен икӗ пӳрнипе тытать те, ҫамкинчен чуптӑвать, Ольга инкӗшӗн аллине чуптӑвать; лешӗ вара каять, ку юлать.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Илья Ильич мӗнле те пулин япала ыйтас пулсанах, япали тупӑнмасан е ҫӗмрӗк пулсан, пӗтӗмӗшпе каласан, килте мӗнле те пулин йӗркесӗрлӗхшӗн Захара «мӗскӗн сӑмахсемпе» ятлаҫма тытӑнсанах, Захар Анисьйӑна куҫ хӗссе илет, пуҫӗпе улпут пӳлӗмӗ енне сулать те пуҫ пӳрнипе унталла тӗллесе, пӑшӑлтатса хушса хурать:
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл шухӑша кайса, ним шутламасӑрах тусан ҫинче пӳрнипе йӗрлеме пуҫларӗ, кайран мӗн ҫырнине вуласа тухрӗ, унта «Обломовщина» тесе ҫырнӑ иккен.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ӳссе ҫитӗнсен, ашшӗ ӑна сиктӗрмеллӗ урапа ҫине хӑйпе юнашар лартса, аллине тилхепе тыттарса фабрикӑна леҫме хушнӑ, вӗсем унтан уй-хире, купцасем патне хулана, ҫынсене курма, кайран мӗнле те пулин тӑм пӑхма кайнӑ; тӑма ашшӗ пӳрнипе тытнӑ, шӑршласа пӑхнӑ, тепӗр чухне ҫуласа та илнӗ, ывӑлне те шӑршлаттарнӑ, ӑна ҫав тӑм мӗнлине, мӗне юрӑхлине ӑнлантарнӑ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Кил кунта! — терӗ Илья Ильич, хӑйпе юнашар лармалли вырӑна пӳрнипе тӗллесе кӑтартса.— Сюда! — говорил Илья Ильич, указывая пальцем место подле себя.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сӑмсине сылтӑм аллин шӗвӗр пӳрнипе именчӗклӗн шӑлкаласа илет те хӗвӗнчен ик ҫӑмарта кӑларать, ҫав хушӑра эпӗ ҫеккунтлӑха унӑн хӑмӑртарах ӳтне курса юлма ӗлкӗретеп, вара вӗсене сӗтел ҫине хурать.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
— Эсир вара вырӑнтан та ан хускалӑр! — ачасене пӳрнипе юнаса илчӗ полковник, унтан хӑй те вертолет алӑкӗнчен тухса курӑнми пулчӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
— Ӗҫлесе каймасть, — мӑкӑртатрӗ Федор пӳрнипе компьютера ӗҫлеттерсе ямалли кнопкӑна пукаласа.— Не включается, — забормотал Федор, тыча пальцем в кнопку включения компьютера.
Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Урама тухса ӗлкӗрчӗҫ кӑна: — Пӑхӑр-ха! — кӑшкӑрса ячӗ Женя пӳрнипе пӳрт кӗтессинелле тӗллесе.Все трое выскочили на улицу. — Смотрите! — вскрикнула Женя и показала пальцем на угол дома.
Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Маргарита унӑн хырӑмне пӳрнипе пусрӗ те, пӳлӗмре мультфильмри юрӑ янӑраса кайрӗ: «Теперь я Чебурашка, мне каждая дворняжка при встрече сразу лапу подает».
Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
— Григорьев юлташ пулмалла, йӑнӑшмастӑп пулсан, — терӗ вӑл пӳрнипе шӗлепки хӗрринчен сӗртӗнсе.
Ҫиччемӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Гаврик ҫав вӑхӑтра, шӗвӗр пӳрнипе цифрӑсене тӗллесе, хӑй сӑмси айӗнче пӑшӑлтатма тытӑнчӗ:
XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл ӑна хӑлхи патне чаплӑн илсе пычӗ, сехет шакканине итлерӗ, унтан, мрамор пек шупка пӑнчӑллӑ пӳрнипе асапланса, хуппине уҫрӗ.
XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл хӑрушӑ ӗҫ мӗнле пулнине тӗплӗн каласа пачӗ: салтак аттине хывнӑ, винтовка кӗпҫине ҫӑварне хыпнӑ та, ури пуҫ пӳрнипе курока вӗҫертнӗ, тет.
XXXII. Тӗтре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл ҫавӑнтах, хӑйне айванрах ача пек туса, куҫне темле ӑссӑр пек чарса пӑрахрӗ, питӗ вӑтанакан ҫын пек пӗр ури ҫинчен тепӗр ури ҫине таянса, тутине пӳрнипе чавкалама тытӑнчӗ.
XVIII. Ыйтусемпе ответсем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл сӗвӗнсе пӗтнӗ сӑмсине, куҫҫульне ҫаннипе шӑлчӗ, икӗ пӳрнипе сӑмсине хӗстерсе тусан ҫине шӑнкарчӗ те, ҫӑмӑл корзинкине хулпуҫҫи ҫине ҫакса, пулӑҫсем пек хыттӑн пусса уттарчӗ.
XIII. Мадам Стороженко // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Роза чӳрече янахӗ ҫине хӑпарса ларнӑ та шӑннӑ кантӑка пӳрнипе сӑтӑрса, ӑшӑ сывлӑшӗпе вӗре-вӗре ирӗлтерет.Роза уселась на подоконнике и оттаивал пальцем замерзшее стекло, обдувала теплым воздухом.
Кӗл чечексем // Валентина Элиме. Килти архив
Ҫывӑракан ҫыннӑн аллин пуҫ пӳрнипе шӗвӗр пӳрни тӗлӗнче Петя пӗчӗк якорь ӳкерчӗкне лайӑхах курма ӗлкӗрнӗ.
VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949