Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патӗнчи (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
1918 ҫулхи ҫуркунне, Сетраков патӗнчи ӗҫ хыҫҫӑн, ӑна станица атаманне суйланӑ.

Весною 1918 года, после дела под Сетраковом, его выбрали в атаманы.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук ӑна Новочеркасска илни ҫинчен тата Зверевӑпа Каменски патӗнчи ҫапӑҫусем ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗ: Анна хӑйсем Луганскпа Таганрог хулисенче мӗн-мӗн туни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Бунчук рассказывал подробности взятия Новочеркасска, боев под Зверевом и Каменской: Анна делилась впечатлениями о работе в Луганске и Таганроге.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пулнӑ-и эсир Таганрог патӗнчи ҫапӑҫура? — кӑшкӑрса ыйтать унран тахӑшӗ, пӗр ӗрет урлӑ.

Вы были в бою под Таганрогом? — крикнул кто-то сзади, через ряд.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Койка патӗнчи хыҫлӑ пукан ҫине, типтерлӗн майласа, френч ҫакса хунӑ, пӗчӗкҫӗ сӗтел ҫинче — сулӑллӑ сехет.

Возле койки на спинке стула аккуратно повешен френч, на столике — часы-браслет.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тупӑсен кӗрлевӗ (Сулин станцийӗ патӗнчи ҫапӑҫусен тӑвӑллӑ ахрӑмӗ) хулари вӗркӗшӳллӗ хусканӑва пӗтӗмпех чарса лартнӑ; вӑл, сӑмахпа каласа паман хӑрушлӑх ҫывхарнине систернӗ пек, хула ҫинче йывӑррӑн ҫакӑнса тӑрать.

Орудийный гул (отголоски боев, шедших где-то под станцией Сулин) мертвил движение, висел над городом глухой невысказанной угрозой.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫав ланкашка патӗнчи хӑйӑрлӑ ҫыран айӗпе вӗре ҫӑлсем тапса тухаҫҫӗ — хӗл каҫипе те унта шыв пӑрланса лармасть; сарлака шыв куҫӗн симӗс кӗленчи ӑшӑ сывлӑшпа сывлать те, Дон тӑрӑх выртакан хӗллехи ҫул, ҫак вырӑнтан шиклӗн пӑрӑнса, питӗ аякран ҫаврӑнса каять.

Около прорвы из супесного берега бьют ключи — лед там не смерзается всю зиму, теплится зеленым широким полудужьем полынья, и дорога по Дону опасливо обегает ее, делает крутой скачок в сторону.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Глубокӑй патӗнчи ҫапӑҫура аманнӑ хыҫҫӑн Григорий лӑпах пӗр эрне Миллеровӑри лазаретра йӑваланса выртрӗ, унтан, ури пӑртак тӳрленнӗ хыҫҫӑн, киле ҫитме шутласа хучӗ.

После того как был ранен в бою под Глубокой, Григорий провалялся в походном лазарете в Миллерове неделю; слегка подлечив ногу, решил поехать домой.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Облаҫшӑн ют пулса тӑракан отрядсем Дон ҫине килсе кӗмесен, правительство граждан вӑрҫи пулмасть тесе шутлать, мӗншӗн тесен правительство Дон ҫӗрне ҫеҫ хӳтӗлет, мӗнле те пулин наступленисем тӑвас тесе хатӗрленмест, Российӑн ытти пайӗсене кунти пек йӗркесем тума хистемест, ҫавнашкалах Дона хӑйсем патӗнчи пек йӗркесемпе ҫыхса хума кам та пулин айӑкран ирӗксӗрленине те йышӑнмасть.

Правительство полагает, что если посторонние области отряды не будут идти в пределы области, — гражданской войны и не будет, так как правительство только защищает Донской край, никаких наступательных действий не предпринимает, остальной России своей воли не навязывает, а потому и не желает, чтобы и Дону кто-нибудь посторонний навязывал свою волю.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сылтӑм флангра, ҫӳллӗ мар сӑрталла хӑпарса каякан ҫул патӗнчи типӗ ҫырмара, тӑшман пехоти пуҫтарӑнма пуҫланӑ.

На правом фланге, на подступах небольшой возвышенности, в балке накапливалась пехота противника.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Куҫ умне мӗн пур япаласем — горницӑн малти кӗтессинче ларакан темӗн чухлӗ турӑш, кравать, пӗчӗкҫӗ сӗтел, кивелсе кайнипе йӗрленсе пӗтнӗ тӗкӗр, сӑн ӳкерчӗксем, пӗчӗкҫӗ сӗтел, ун патӗнчи тӗсӗ кайнӑ лӗнчӗр-ленчӗр венски пукансем, ҫӗвӗ ҫӗлемелли машина, кӑмака сакки ҫинче тахҫантанпа усӑ курмасӑр ларакан кивӗ сӑмавар — шӑвӑнса тухрӗҫ.

Взглядом охватил всю обстановку: тяжелый застав икон в переднем углу горницы, кровать, столик, пятнистое от старости зеркальце над ним, фотографии, несколько дряхлых венских стульев, швейную машину, тусклый, от давнишнего употребления самовар на лежанке.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫав вӑхӑтра электростанци патӗнчи аслӑ ҫерем ҫинче ытла та шавлӑ пулнӑ, мӗн чухлӗ халӑх, машина, лаша, тачанка, ҫӑмӑл урапасем унта, кун чухлӗ чи пысӑк ярмаркӑна та нихҫан та пухӑнман; Кубань тӑрӑх тӗрлӗ калаҫу, шӳт туни, кулӑ, ача-пӑча ҫухрашни янӑраса тӑрать, ун пеккине туйра та курас ҫук, — пур ҫӗрте те юрӑ шӑратнӑ, купӑс ӑстисем ҫав тери тӑрӑшса, пӳрнисене пикенсех купӑс чӗлӗхӗсем тӑрӑх чуптарнӑ — вӗсем пӑрӑхран ӳкекен шыв шавне те хупланӑ, ҫерем талккӑшпех ялавсем вӗлкӗшнӗ, хӗрарӑм тутӑрӗсем, вӑрӑм ҫӳҫлӗ пуҫсем, тӗрлӗ тӗслӗ кубанкӑсем, — чечек ҫыххисем, пӗр сӑмахпа каласан, ҫав тери ула та шавлӑ пулнӑ; мӗн чухлӗ савӑнӑҫлӑ ҫынсем, хӗпӗртесе кулнисем, алӑ тытнисем, савӑнӑҫпа йӑлтӑртатакан куҫсем, — пурнӑҫри сӑрсемпе чи ӑста художник та ҫак ӳкерчӗке ӳкерме вӑй ҫитерес ҫук.

А в этот самый час вблизи гидростанции, на обширной поляне, раскинулся такой шумный табор, собралось столько народу, машин, лошадей, тачанок и линеек, что даже на самой большой ярмарке и то их бывает меньше; над Кубанью поднялся такой разноголосый говор, шутки, смех, щебетанье детворы, что и на свадьбе ничего подобного не увидишь и не услышишь, — повсюду разливались такие протяжные песни, а гармонисты с таким старанием припадали к мехам и так искусно перебирали пальцами, что даже заглушали плеск падающей на сбросе воды; по всей поляне пестрело такое обилие знамен, женских платков и косынок, чубатых голов, кубанок с разноцветными верхами, букетов цветов, — словом, было так пестро и шумно, что передать эту картину в натуральных красках было бы не под силу даже самому одаренному живописцу.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласанах ун умне Извещательнӑй хутор патӗнчи атака ӳкерчӗк пек тухса тӑчӗ…

И только он подумал об этом, как перед ним живой картиной встала атака на хутор Извещательный…

XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл шӳсе ҫемҫелнӗ карттусӗпе шинельне хывса алӑк патӗнчи пӑтаран ҫакрӗ.

Он, раздевшись, повесил на гвоздь у входа шинель и обмякшую от влаги фуражку.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Ӗҫ ман телейре мар, Ҫемен, — Кантемировка патӗнчи ҫапӑҫӑва аса илсе каларӗ Сергей.

— Дело не в моем счастье, Семен, — сказал Сергей, вспоминая бой под Кантемировкой.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сирӗн хӑҫан та пулин Кубань шывӗн тури вӗҫӗнче пулма тӳр килсен, эсир Усть-Невински патӗнчи ту ҫине хӑпарса пӑхма ан манӑр.

Если вам доведется когда-нибудь побывать в верховьях Кубани, не забудьте взойти на гору вблизи Усть-Невинской.

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Анчах Рейнсдорп патӗнчи евӗр сӑнчӑрпа, ҫӗтӗк-ҫурӑк тумпа та чӑлханнӑ сухалпа мар.

Только не как тогда у Рейнсдорпа, не в цепях, не в лохмотьях, не со спутанной бородой.

Чӗри тапма чарӑнчӗ тейӗн Гришаткӑн // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Лешнюв хули патӗнчи ҫапӑҫу хыҫҫӑн Григорий Мелехов хӑйӗн чун-чӗрине канлӗх пами шалти суранпа асапланма тытӑнчӗ.

Григорий Мелехов после боя под городом Лешнювом тяжело переламывал в себе нудную нутряную боль.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Леш Хӑваллӑ ҫыр патӗнчи шӑпа анине мӗн тӑвас? — пӑшӑлтатса ыйтрӗ пырне ҫыхнӑ Григорий, пулла кайсассӑн шӑннипе сассине ҫӗтерсе лартнӑскер.

А что под Таловым яром деляна, с энтой как? — шепотом спрашивал перевязавший горло, охрипший на рыбальстве Григорий.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Хӗрлӗ вар патӗнчи пусу хӗрринчи икӗ анине сухала, Гришка.

— Энти два улеша вспаши, Гришка, что за толокой у Красного лога.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Плевнӑпа Рошич патӗнчи ҫапӑҫусенче мала тухнӑшӑн ӑна икӗ георги тата георги медалӗ парса парнеленӗ.

За боевые отличия под Плевной и Рошичем имел два Георгия и георгиевскую медаль.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed