Шырав
Шырав ĕçĕ:
Викторушка каласа кӑтартатчӗ: ҫурҫӗр иртсен киле тавӑрӑннӑ чух, вӑл Королева Марго спальнин чӳречи витӗр пӑхнӑ та курах кайнӑ: Королева Марго пӗр кӗпе вӗҫҫӗн ҫеҫ кушетка ҫинче лара парать, тет, майор чӗркуҫленсе ларса ун ура чӗрнисене касать те вӗсене губкӑпа шӑла-шӑла илет, тет.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ун патне пынӑ чух эпӗ таса кӗпе тӑхӑнаттӑм, ҫӳҫе тураттӑм, — пур майпа та ырӑ сӑн-сӑпатлӑ пулма тӑрӑшаттӑм, — ҫавӑ мана мая килместчӗ те пулӗ, анчах та эпӗ пӗрмаях кӗтеттӗм: ман ырӑ сӑн-сӑпата курсан, вӑл ҫав хӑйӗн таса, яланах праҫник чухнехи пек сӑнӗ-пичӗпе кулассине пӑрахса, манпа простӑрах та туслӑрах калаҫма тытӑнӗ теттӗм.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кӗнекене тытса вӑл, ҫиленнипе хӗрелсе кайнӑскер, хӗрлӗ ҫӳҫ-пуҫне пит ҫиллӗн вӗҫтерсе, мана кӗнекипе хытӑ ыраттармаллах хулпуҫҫинчен шаккать, хӑй ҫара уран, пӗр кӗпе вӗҫҫӗн ҫеҫ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кӗпе ҫӑвакан хӗрарӑмсем пӗр-пӗрне хӑйсен юрату ӗҫӗнчи мыскарисем ҫинчен каласа кӑтартмастчӗҫ, анчах вӗсем мужиксем ҫинчен мӗн каланинче пуринче те мӑшкӑлласа кулас, усал кӑмӑл пуррине эпӗ туяттӑм, хӗрарӑм вӑл — вӑй! тени тӗрӗс те пулӗ тесе шутлаттӑм вара.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Юртан, ҫилтен хӳтӗлемен шӑтӑк-ҫурӑк, кивӗ лупас айӗнче, йывӑҫ курита ӑшне хупса лартнӑ ҫӑлкуҫ шывӗ тӗлне пӗшкӗнсе, хӗрарӑмсем кӗпе чӳхетчӗҫ; вӗсен пичӗсене тон тулса ларнӑ, сивӗ чӗпӗтсе пӗтернӗ; йӗпе пӳрнесене сивӗ пӗҫертет, вӗсем авӑнкалаймаҫҫӗ, куҫҫульсем юха-юха анаҫҫӗ, хӗрарӑмсем ҫапах, пурне те темле ӑрасна паттӑрӑн пӑхса, пӗрне-пӗри тӗрлӗ историсем каласа кӑтартса, чарӑна пӗлмесӗр сӑмахлаҫҫӗ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кӗпе ҫӑвакан хӗрарӑмсенчен нумайӑшӗ Ярилӑрисемччӗ, пурте ҫивӗч чӗлхеллӗ хӗрарӑмсемччӗ; вӗсем пӗтӗм хула пурӑнӑҫне пӗлсе тӑратчӗҫ, вӗсем хӑйсем ӗҫлеме ҫӳренӗ купца, чиновник, офицер таврашсем ҫинчен каласа кӑтартнисене итлеме пит интереслӗччӗ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ачисем валли кӗпе ҫӗленӗ чух вӑл яланах хуллен пӗр юрӑ юрлать:Когда она шьёт детям бельё, то тихонько поёт всегда одну песню:
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӗрарӑм тӑчӗ те, кӑкӑрне кӗпе ҫӗтӗккисемпе картласа, ҫарранах хӑвӑрт аяккалла утрӗ, аялтан ту ҫинелле казакӗ хӑпарчӗ, сывлӑшра шурӑ тутӑр татӑккисемпе сулланма тапратрӗ, хуллен шӑхӑрчӗ, итлесе тӑчӗ те савӑнӑҫлӑ сасӑпа калаҫма тапратрӗ:
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Аялта кӗпе таврашӗ чӑр-чар ҫурӑлнине, казак тискеррӗн кӑшкӑрнине итлесе эпӗ тӗлӗнсе хытсах карӑм, хӗрарӑмӑн хулӑм сасси тата татӑла-татӑла кайса: — Эпӗ кӑшкӑрса яратӑп… кӑшкӑрса яратӑп… — тесе ҫухӑрать.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ӑна ӑшӑ пулнӑ, вӑл мундир тата кӗпе тӳмисене вӗҫертсе янӑччӗ.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Куҫӗсене вӑл, юрланипе час-часах турат ҫинчен ҫӗр ҫине тӳпех ӳксе вилекен кайӑк пек, хупса лартнӑ, кӗпе ҫухинчи тӳмисене вӗҫертсе янӑ, йӗтес шӑммисем пӑхӑр ҫӑварлӑхсем пек курӑнса тӑраҫҫӗ, ҫав пӗтӗмпех шӑратса тунӑскер, пӑхӑртан тунӑскер пекчӗ.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Хӗрарӑм четвертакшӑн кунӗпех кӗпе ухать, е урай ҫӑвать, вӑт ӑнланса ил вара!— А женщина целый день стирает бельё или полы моет по четвертаку в день, вот и пойми!
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пушӑ сехетсенче манӑн нимӗнпе интересленсе пурӑнмалли те ҫук: пирӗн мӗскӗн урамра нимӗн те ҫук, аяккарах кайма хушмаҫҫӗ, картишӗнче тӑпра чавакансем, ывӑннӑскерсем те ҫиленнӗскерсем тата тирпейленмен кухаркӑсемпе кӗпе ҫӑвакан хӗрарӑмсем, кашни хӗвӗшсе ҫӳрекен йытӑсем, — ҫаксем пурте мана йӗрӗнтереҫҫӗ, ҫав тери кӳрентереҫҫӗ, суккӑр пулсах тӑрас килет.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Картишӗнче денщиксем, вестовойсем туллиехчӗ, вӗсем патне кӗпе ҫӑвакан хӗрарӑмсем, горничнӑйсем, кухаркӑсем пырса ҫӳретчӗҫ; пур кухнясенче те куҫҫуль юхтармалли, ятлаҫмалли, ҫапӑҫмалли романсемпе драмӑсем яланах пула пула иртетчӗҫ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ман чи ҫывӑх начальство — кукамайӑн йӑмӑкӗ, чарма ҫук ҫилӗллӗ пит шавлакан карчӑк, ирех, пӗр ултӑ сехетрех тӑратчӗ; пит-куҫне кӑшт-кашт суса илсе, вӑл пӗр кӗпе вӗҫҫӗнех турӑш умне чӗркуҫленсе ларатчӗ те, хӑй пурӑнӑҫӗ ҫинчен, ачисем ҫинчен, кинӗ ҫинчен турра нумайччен жалоба парса тӑратчӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл урамалла аяккипе тухса тӑрать, унӑн кашни хутӗнчех саккӑршар чӳрече, мал енӗ пулмалла ҫӗрте — тӑватшар чӳрече; аялти чӳречисем иртсе ҫӳремелли ансӑр вырӑналла, килкартишнелле пӑхаҫҫӗ, ҫӳлтисем — карта урлӑ, кӗпе ҫуса пурӑнакан хӗрарӑмӑн пӗчӗк пӳрчӗ ҫинелле тата лапра ҫырманалла пӑхаҫҫӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Каҫсенче, праҫниксенче вӑл кӑвак кӗпе, плис шӑлаварӗ тата ҫап-ҫутӑ ҫутатса лартнӑ атӑ тӑхӑнса, хапха патне тухать, ҫурӑмӗ хыҫнелле чӗнпе пысӑк хуткупӑсне ҫакса ярать, салтак «караула» тӑнӑ пек, тухса тӑрать вара.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл ман патра яланах пӗр пек ларатчӗ: алӑ лапписене чӗркуҫҫи хушшине чиксе, вӗсене урисен шӗвӗр шӑммисемпе хӗстерсе, малалла тайӑлса ларатчӗ: кӑкӑрӗ унӑн ҫукчӗ, хулӑм пир кӗпе витӗр аяк пӗрчисем, хавшаса кайнӑ пичке кӑшӑлӗсем пекех, палӑрса тӑратчӗҫ.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫамкари сурантан юхса тухнӑ пӗр йӑрӑм юн куҫхаршисем хушшипе аялалла, сӑмсипе кӑшт уҫӑлнӑ тути ҫумӗпе юхса аннӑ та кӗпе ҫухавинчен кӗрсе ҫухалнӑ.
36 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Алӑк уҫнӑ хӗрарӑм килти кӗпе вӗҫҫӗнех, хӑй пит ҫамрӑках та мар, кӑтралатасшӑн ҫӳҫне хут татӑкӗсемпе пӗтӗре-пӗтӗре лартнӑскер, вӗсене лӑпкӑн та мӑнаҫлӑн кӗтсе илчӗ.Пожилая женщина в домашнем платье, с папильотками на голове, встретила их хладнокровно и вызывающе.
35 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.