Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Уншӑн (тĕпĕ: ун) more information about the word form can be found here.
Ҫак тырра чипер пуҫтарса кӗртеймесен, чӑнах та Кабире хисеплеменни пулать, мӗншӗн тесен вӑл уншӑн пуринчен ытларах тӑрӑшнӑ.

Help to translate

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Апла ку уншӑн усӑллӑ-ха.

Help to translate

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Уншӑн мӗн тума ҫиленмелле?

Help to translate

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Курӑпӑр-ха, мӗнле тавӑрӑр ӑна уншӑн

Help to translate

XXVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ну, уншӑн тав, эппин.

Help to translate

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кунпа пӗрлех ӑна кӑмӑллӑ та: ҫак харсӑр ҫын ӑна юратать, унпа юнашар ларать, ку сӑмахсене пӗр уншӑн каласа парать.

Help to translate

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл уншӑн халь те ҫиленсе ҫӳрет пулас.

Help to translate

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах пӗрре колхозра пурӑннӑ ҫын ют ҫӗрте ку ӗҫшӗн пит тунсӑхласа ҫитет иккен, вӑл унта мӗн чухлӗ пурӑнать, ку ӗҫ уншӑн ҫавӑн чухлӗ хаклӑрах пулса тӑрать иккен.

Help to translate

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Апла пулсан, вӑл Карачӑма ыттисенчен ытларах хисеплет, уншӑн ыттисенчен ытларах тӑрӑшать.

Help to translate

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗнле ӗҫлет вӑл: нормине тултараять-и тултармасть-и — старик ӑна пӗлмест, уншӑн пулсан халӗ ывӑлӗ пӗр чарӑнмасӑр ӗҫлени темрен те хаклӑ.

Help to translate

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Колхоза ҫитӗ те трактора ӗҫсӗр лартӗ, вара уншӑн пӗтӗм коллективӑн намӑс курмалла пулӗ.

Help to translate

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ну, уншӑн айӑп ан ту эппин…

Help to translate

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Паян унӑн колхоз пухӑвӗнче пулмалла-ха, унта колхоз фронта епле пулӑшни ҫинчен доклад та тумалла, анчах, ваттисен йӑлипе, ,вӑл пуху таврашне ӗҫ тесе шутламасть, уншӑн пулсан, ал вӑйӗпе тумалли ӗҫ кӑна, чӑн-чӑн ӗҫ шутланать.

Help to translate

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Уншӑн сӑвап ҫеҫ пулать.

Help to translate

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тен, эпир уншӑн ӗҫме тивӗҫлӗ те мар, — сиввӗн тавӑрчӗ Марине, эпир теес вырӑнне эсӗ тесе каласран хӑйне аран-аран тытса чарса.

Help to translate

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Уншӑн ӗҫмеллеччӗ те-ха, — ытараймасӑр пӑхрӗ Сехре Марине ҫине, — эсӗ тем кӑмӑл тумастӑн…

Help to translate

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫак вӑхӑтра вӑл Ятман патне кӗме аван мар тесе те шутламарӗ вӑрӑм чӗлхесем ӑна каччӑ патне хӑй ҫӳрет тесе сӑмах кӑларасси те хӑратмарӗ, вӑл ӗҫ ҫинчен ҫеҫ шухӑшларӗ, кок-сагыз — акӑ мӗн хаклӑ пулчӗ уншӑн халӗ.

Help to translate

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку уншӑн пӗртте тӗлӗнмелле хыпар пулмарӗ: кӑна вӑл тахҫанах кӗтнӗ.

Help to translate

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫул ҫинче пуринчен ытларах Укахви калаҫрӗ: нумай вӑхӑт хушши хатӗрленнӗ пухӑва ирттерни уншӑн пысӑк ӗҫрен хӑтӑлнӑ пекех пулчӗ, ҫавӑнпа вӑл хӑйне хаваслӑн та ирӗклӗн тытрӗ.

Help to translate

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Кун пек вӗрентни уншӑн хӑйӗншӗн те кулӑшла пулчӗ курӑнать, вӑл хавассӑн каласа хучӗ:

Help to translate

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed