Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев концерн предприятийӗсенчи лару-тӑрӑва йӗркене кӗртни регионшӑн пӗлтерӗшлине асӑнчӗ: кӗскетнӗ кун йӗркипе вӑй хуракансем, ӗҫсӗр ларакансем тата хӑй шучӗпе отпуска кайнисен йышӗ паян - 4,5 пин ҫын.
Чăваш тракторĕсен чапĕ-сумĕ таврăнатех // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№
Ҫынсене ӗҫсӗр хӑварас хӑрушлӑх пур.
Чăваш тракторĕсен чапĕ-сумĕ таврăнатех // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№
Пир-авӑр комбинатӗнче, Шупашкарти трикотаж фабрикинче, Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫурт-йӗр тӑвакан комбинатра панкрутлӑх лару-тӑрӑвӗ йӗркеленнӗччӗ, пиншер ҫын ӗҫсӗр тӑрса юлнӑччӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Хӗрӳ ӗҫрӗ чупса ҫӳрекен бригадир хӑйне ӗҫсӗр ларнине курнӑшӑн хӗр аванмарланнӑ пек пулчӗ.
Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.
— Тинех, — терӗ Татьяна Ивановна, — йӑлӑхтарчӗ ӗҫсӗр пурӑнса.
Эпилог // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
«Икӗ эрне ӗҫсӗр ҫапкаланса ҫӳренӗ тет вӑл.
IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Тӑваттӑмӗш кун ӗҫсӗр ҫапкаланса ҫӳретӗп.
V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Ӗҫсӗр лармасть-ха вӑл та.
XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Вӑл ҫапла ӗҫсӗр алӑ тытса ларнине эпӗ халиччен те курман.
III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Эпӗ, паллах, хӑнӑхнӑ та юратнӑ ӗҫсӗр юлнӑшӑн пӑшӑрхантӑм.
Вӑхӑтра укол тумалла // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... la-3808395
Ялти кулленхи ӗҫе ачаранпах хӑнӑхса ҫитнӗ Павловсем, ҫулӗсене пӑхмасӑрах, ӗҫсӗр ларма пултараймаҫҫӗ.
Чикӗри служба пиҫӗхнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... hn-3794856
40 ҫулти ӗҫсӗр ҫынна криминала пӗлтерӳпе явӑҫтарнӑ иккен.
Пушкӑртра наркодилера тытса чарнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/narkotiksene ... rn-3792580
Амӑшӗ Вовӑна ӗҫсӗр ҫӳретсех каймасть, выляма та чармасть.
Унӑн амӑшӗпе мами ҫинчен // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Ыт ахальтен, ӗҫсӗр аптӑранипе ҫеҫ, ҫын ҫынна асӑнас ҫук.
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Чим, эпир чӑнласах ӗҫсӗр аптӑрама тытӑнтӑмӑр-иҫ…
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Эпир санпа ӗҫсӗр аптӑрама пуҫларӑмӑр.
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Ӗҫсӗр эпӗ хӑрса ларӑп, эпир пурне те хамӑр алӑсемпе тума хӑнӑхнӑ, атте-анне пире ҫавӑн пек вӗрентсе ӳстернӗ, ан вӑрлӑр, тӳрӗлӗхпе пурӑнӑр тенӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
— Вӗсем ӗҫсӗр аптӑраҫҫӗ, укҫа вӑрласа тултарнӑ та, хӑйсене мӗнпе те пулин тӳрре кӑларасшӑн.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
— Паллах, ҫичӗ ҫул хушши ӗҫсӗр ларнӑ пулсан.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
— Ҫамрӑк чухне пурин патне те атӑ ҫитнӗ, мунча та хутнӑ, выльӑх-чӗрлӗх те пӑхнӑ, кил-ҫурта та тирпейлесе тӑнӑ, пӗр минут та ӗҫсӗр ларман.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.