Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫлеме (тĕпĕ: ӗҫле) more information about the word form can be found here.
Чӗре витӗр тухнӑ хуйха-суйха сирме те чӑтӑмлӑх ҫитернӗ, ӗҫлеме те вӑй-хал тупнӑ вӑл.

Help to translate

Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr

«Шӑн тӑпрана катаймастӑмӑр эпир, ҫамрӑкрах пулнӑ. Аслисем катнине ҫӳлелле переттӗмӗр. Тумтир ҫӗтӗкчӗ, питӗ шӑнаттӑмӑр. Апатне те тӑраниччен ҫиеймен. Ҫавах ниме те пӑхса тӑман, ӗҫленӗ. Хамӑрӑн чӑтӑмлӑхран паян кун та тӗлӗнетӗп. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн та канӑҫ мӗнне пӗлме тӳр килмен. Атте фронтран аманса таврӑнсан нумаях пурӑнаймарӗ. Эпир, сакӑр ачи, аннепе кӑна ӳсрӗмӗр. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн пире вӑрман касма ячӗҫ, Хаснар шывӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта 8 ҫул ӗҫлерӗм. Кунӗн-ҫӗрӗн вӑй хунӑ, урасем йӗпенетчӗҫ, вут хурса типӗтсе тӑхӑнаттӑмӑр. Хамах пушӑт касса ҫӑпата тӑваттӑмччӗ. Ун чухне апачӗ те начарччӗ. Инҫех мар икӗ шыв арманӗ пурччӗ. Пӗринче Уй Пилемӗч ҫынни ӗҫлетчӗ. Вӑл пире хӗрхенсе хушӑран апат пӗҫерсе ҫитеретчӗ. Тепӗр арманӗнче - хамӑр ял ҫынниччӗ, тепӗр чух вӑл та вӑрттӑн хӑналанӑ пире. Вӑрман ӗҫӗсем вӗҫленсен пӗр вӑхӑт Хуракассинчи сепаратор пунктӗнче ӗҫленӗ, халӑхран сӗт пуҫтарнӑ. Ун чухне ӗне усракансен патшалӑха икҫӗр литр сӗт е сакӑр килограмм шӑратнӑ ҫу памаллаччӗ. Хӑмла бригадирӗ те пулнӑ эпӗ, ытти ӗҫсене те тӑрӑшсах тунӑ, нихӑҫан та пӑрӑнса ҫӳремен. 1958 ҫулта, Хуракассине качча тухсан, 18 ҫул дояркӑра ӗҫлерӗм. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан та 4 ҫул хушши фермӑна утрӑм. Унтан Сӗнтӗрвӑррине выльӑх самӑртнӑ ҫӗре 5 ҫул, кирпӗч заводне 3 ҫул ҫӳрерӗм. Саратов тата Куйбышев облаҫӗсенче ӗҫлесе темиҫе хут та тырӑ илсе килтӗм. 1958 ҫулта ҫуралнӑ хӗре пӗчченех ӳстерме тиврӗ, упӑшка ҫамрӑклах вилчӗ. Хӗрӗм вӑтам шкул хыҫҫӑн повара вӗренсе тухрӗ, Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлерӗ. Хушма пӗлӳ илсен районти паспорт параканра 18 ҫул тӑрӑшрӗ. Ҫемье ҫавӑрса виҫӗ ача ӳстерчӗ. Мӑнуксемпе эпӗ те сахал мар йӑпантӑм. Пӗри Чечняра хӗсметре тӑчӗ. Киле таврӑнсан вилни пуриншӗн те пысӑк хуйхӑ пулчӗ. Кӗҫӗн мӑнук Иваново хулинчи ҫар академине пӗтернӗ хыҫҫӑн Сӗнтӗрвӑрринче ӗҫлеме пуҫларӗ», - вӗҫлерӗ калаҫӑва Зоя Васильевна.

Help to translate

Вӑрҫӑ ачисен ватлӑхӗ канлӗ пултӑр // Р. МИХАЙЛОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/02/06/vr ... kanl-pultr

2010 ҫулта декрет отпускӗ хыҫҫӑн Екатерина Пишпӳлек районӗнчи больницӑна архивариусра ӗҫлеме тухнӑ.

Help to translate

Медсестра - ҫынна юратакан професси // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... si-3764775

Фельдшер профессине алла илсен, ӑна Биккул ялне ӗҫлеме янӑ.

Help to translate

Медсестра - ҫынна юратакан професси // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... si-3764775

Ҫак сферӑра ӗҫлеме ытти ҫынсене пулӑшас шутпа килни тата пысӑк кӑмӑл пурри ҫеҫ пултарать.

Help to translate

Медсестра - ҫынна юратакан професси // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... si-3764775

Библиотекарь хутшӑнакансене композици тума пулӑшнӑ, тӗссемпе тата фигурӑсемпе ӗҫлеме вӗрентнӗ (нейрографи ӳкерчӗкӗн никӗсӗ тӑватӑ элемент: ҫаврашка, виҫкӗтеслӗх, тӑваткӗтеслӗх тата лини).

Help to translate

Пишпӳлекри 2-мӗш вӑтам шкулта "Нейрографика" мастер-класс иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... tn-3765178

Ҫавӑн пекех Тула облаҫӗн губернаторӗ Алексей Дюмин президент помощникӗ пулса ӗҫлеме куҫни те паллӑ пулнӑ.

Help to translate

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хӑйӗн администрацийӗн командине йӗркеленӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... en-3766535

Амӑшӗ вӗсем зонӑра ӗҫлеме шут тытнипе мухтанать, ҫав вӑхӑтрах тӗлӗнет те.

Help to translate

Анне ҫул ҫине пӑхать… // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3766576

— Эпӗ сакӑр класс ҫеҫ пӗтертӗм, унтан тӳрех колхоза дояркӑра ӗҫлеме кайрӑм.

Help to translate

Анне ҫул ҫине пӑхать… // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... at-3766576

Кулленех хӑй те пӗлӗве ӳстерсех пырать, ачасене те ҫӗнӗлле ӗҫлеме хӑнӑхтарать.

Help to translate

Хӑравҫӑсем футболла вылямаҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/hr ... la-vilyama

Вӑлах хресчен-фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫине те комбайнпа ӗҫлеме хӑнӑхтарнӑ.

Help to translate

Чун туртнипе ӗҫлени ялан тухӑҫ парать // А.ТУВАНСКАЯ. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/ch ... tuh-paratj

Курав ӗҫлеме пуҫланӑранпа Мускаври ВДНХ-ра нумай министерство республикӑн мӑнаҫлӑхӗпе, аталанӑвӗпе паллаштарма пултарчӗ.

Help to translate

«Кӑмӑлсене ҫӗкленӗшӗн тавах!»... // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14251-k ... h-n-tavakh

Александр КРАСНОВ, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн администрацийӗн культура, социаллӑ аталану тата спорт пайӗн начальникӗ: «Владимир Путин Раҫҫей Президенчӗн должноҫне официаллӑ йышӑнни — пӗтӗм ҫӗршывшӑн, кунта пурӑнакан кашни ҫыншӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм. Вӑл пӗтӗм халӑх умӗнче кашни ҫыннӑн тата гражданинӑн правипе ирӗклӗхне хисеплеме тата хураллама, Раҫҫей Конституцине пӑхӑнма тата хӳтӗлеме, патшалӑхӑн суверенитечӗпе никама пӑхӑнманлӑхне, хӑрушсӑрлӑхӗпе пӗрлӗхне хӳтӗлеме, халӑхшӑн чунтан парӑнса ӗҫлеме тупа турӗ. Раҫҫей лидерӗ патшалӑх Президенчӗн должноҫӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ май вӑл ҫӗршыва парӑннине хӑйӗн ӗҫӗ урлӑ ҫирӗплетнине палӑртас килет. Путинпа пӗрле пирӗн ҫӗршыв ҫӑмӑл мар тапхӑрсене ҫӗнтерсе аталану еннелле утать, Раҫҫей чӑннипех те вӑйлӑ патшалӑх пулса тӑнӑ».

Help to translate

Владимир Путин Раҫҫей Президенчӗн должноҫне официаллӑ йышӑнни — пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм // Хӗрлӗ Ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/11943-vladim ... -shl-pul-m

Сӑмах май, ку призыв комиссине те килме «ерҫмен» темиҫе ҫамрӑк тӗлӗшпе полици сотрудникӗсене ӗҫлеме сӗнчӗ.

Help to translate

Чи сыввисем элита ҫар чаҫӗсене кайӗҫ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/chi-syivvisem-eli ... kajec.html

Ӗҫлеме пӑрахсанах ҫӗр ҫинчи кашни япала хӑйне чӑрмантарма пуҫланӑ пек туйӑнса каять Левене.

Help to translate

Каҫару // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ӗҫлеме пӑрахать ҫеҫ — арӑмӗн ҫыравӗнчи сӑмахсем шӑкӑрин тухса тӑраҫҫӗ куҫ умне.

Help to translate

Каҫару // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ӗҫлеме пӑрахать кӑна, каллех шухӑш хыҫҫӑн шухӑш капланса килет.

Help to translate

Каҫару // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тахӑш хулари эрех заводӗнче санашкал пысӑк ӑсталӑхлӑ технологсем кирлӗ тет-и те, сана чухах пулать унта ӗҫлеме.

Help to translate

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫавӑн пекех ҫак кӑкармалли сеялка ҫинче ӗҫлеме кустӑрмаллӑ МТЗ-82.1 «Беларусь» ҫӗнӗ трактор туянтӑмӑр.

Help to translate

Ӳсентӑран ӗрчетес ӗҫе аталантараҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... ra-3712273

Урай ҫӑваканни, калӑпӑр, вӗсен пӳлӗмне тасатса тӑмасан, апӑршасен, тусан ӑшӗнче ӗҫлеме тивӗччӗ.

Help to translate

Тилӗ хӳри // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6462.html

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed