Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Саркайӑк канмасӑр вӗҫе-вӗҫе ывӑнать те юрласа кӑмӑлне ҫӗклет.
XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
«Пӗрлӗх салтаксен вӑйне те ҫӗклет», - терӗ вӑл.
Пӗрлӗх салтаксен вӑйне ҫӗклет... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12708-p- ... jne-c-klet
Ҫӗнӗ ҫул кӑмӑла ҫӗклет (Чӑваш Тӑрӑмӗнче) Ытти программӑсемпе усӑ курса та нумай ӗҫ пурнӑҫлаҫҫӗ ку тӑрӑхра.
Халӑх пуҫаруллӑ пулнӑран ӗҫ кал-кал пырать // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/
Хайхискер икӗ кун каялла автовокзалта тӗл пулнӑ чух Саркайпа Потапова айӑн-ҫийӗн тустарчӗ темелле — халь вара пӗринпе пӗрле статья ҫырать, тепринне сӑввисене пӗлӗте ҫӗклет.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ку илем кил хуҫишӗн ҫӳпӗ-ҫапӑ кӑна, анчах усӑллӑ ҫӳпӗ-ҫапӑ: Сулагаев ӳкнӗ ҫулҫа шӑпӑрпа шӑлса пуҫтарса лӑпӑпа арпалӑха ҫӗклет — хӗлле ӑна выльӑх айне сарса парӗ.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Алҫырӑвӑм Саркай аллине лексен тӳрех тӗнче илтмелле шӑв-шав ҫӗклет вӗт, мур илесшӗ:
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
«Университетский-2» микрорайонта «Тус» пӗрлешӳ шкул ҫӗклет.
Шкулсем ҫӗкленеҫҫӗ, тӗпрен юсанаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60697
Улӑхран турттарса килнӗ утта вунӑ-вунпилӗк хӗрарӑм сарайне ҫӗклет.
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Ҫавна пула сывлӑш нӳрелме тытӑнсанах ҫӑка-хӑма ытларах йывӑрланать те, аялалла пусӑнса, юман-хӑмана ҫӳлелле ҫӗклет.
Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Тарас ҫумӗнчи флягине уҫать те юлташӗн пуҫне кӑштах ҫӗклет, вара флягӑри шыва майӗпен ун ҫӑварне ярать.
Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.
Ҫеремленсе ларнӑ хысака ҫӗклет те шала кӗмелли алӑк уҫӑлать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Ӑна пуҫӗнчен кӑшт ҫӗклет те каскӑри шыва майӗпен ӗҫтерме пуҫлать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Каччӑ тӗреклӗ аллисемпе тулли ещӗксене машина ҫине ҫӗклет, кӑн-кӑвак куҫӗсемпе савнине вӑрттӑн сӑнать.
XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ҫакнашкал мероприятисене хутшӑнни чун хавалне пиҫӗхтерет, ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлма кӑмӑла ҫӗклет.
Спартакиада пуҫланчӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%81%d0%b ... %87%d3%97/
Ман атте чугун ҫул ҫинче грузчикра ӗҫлет, ӗмӗр тӑршшипех вӑл ҫурӑмӗ ҫинче йывӑр михӗсем ҫӗклет.Мой отец работает грузчиком на железной дороге, он всю жизнь перетаскивает мешки на спине,
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Тимофей Иванович, аллинчи вилкине хурса, пуҫне ҫӗклет, тӑратса ҫапнӑ чус карта патне пырса кӑшкӑрать:
Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.
Тахӑшӗ кӗленчене ҫӗклет, каялла хуҫине тавӑрса парать.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.
Ҫӗклет те ӑна Парамун — тӗнче хӗррине йӑтса кайма та хатӗр.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
Кам сан ҫине ал ҫӗклет, эс патакпа тавӑр.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Хӑшӗсем пӗр-пӗрне пуҫ урлӑ ывӑтаҫҫӗ, теприсем, кустӑрма пек пӗтӗрӗнме пуҫлаҫҫӗ — пӗрре — пӗри, тепре тепри ҫиеле тухаҫҫӗ, йӑвалансан-йӑвалансан вара иккӗшӗнчен пӗри ҫиеле тухать, хӑй ҫӗнтернине пӗлтерсе, хӑрах аллине ҫӳлелле ҫӗклет.
Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.