Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ку ҫырмасем партизансене хӑйсен лагерьне ҫӑмӑллӑнах шыраса тупма пулӑшаҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Халӗ ӗнтӗ вӑрман варринче тӗрлӗ еннелле каякан ҫырмасем Сашӑна пӗтӗмпех курӑнаҫҫӗ.Теперь Саше хорошо стали видны овраги, уходившие в разные стороны в глубь леса.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Лутра йывӑҫ тӗмесем хушшинче, пӗчӗк ҫырмасем урлӑ-пирлӗ касса кайнӑ тӳрем айлӑмра, ҫӗр кӑмрӑк куписем хуп-хуран курӑнса выртаҫҫӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ҫӗр ҫулхи йывӑҫсем хыҫӗнчен вӑрманти тарӑн ҫырмасем курӑнаҫҫӗ.
50 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Ҫырмасем урлӑ та каҫрӗҫ вӗсем, ҫӑра вӗтлӗхе те кӗре-кӗре тухрӗҫ.
31 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Ӑҫта килчӗ унта ҫырмасем юхма пуҫларӗҫ, Вырка кӗрлеме тытӑнчӗ, Песковатски ҫывӑхӗнче ҫӗрсем кунран-кун хуралса пычӗҫ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Пӗчӗк ҫырмасем урлӑ вара хыр пӗренисенчен ятарласа кӗпер хывмаллаччӗ.Через овражек предполагалось возвести мост из еловых кругляшей.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Аялта хӗрлӗ тӑмпа хӑйӑр куписем башня евӗр те, купол евӗр те курӑнаҫҫӗ, вӗсем шыв юхнипе пулнӑ тӗлӗнмелле ҫурӑк-ҫарӑк тип ҫырмасем пуррипе ҫапла курӑнаҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Каллех патаксемпе йывӑҫ вуллисем вӗлтлетсе юлаҫҫӗ, каллех уҫланкӑсемпе ҫырмасем, ҫырмасемпе шӑнса ларнӑ юханшывсем, вӑрманти кӳлӗсем тӗл пулаҫҫӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Ҫырмасем хӗррипе йывӑҫсем те ӳскелеҫҫӗ.
Тундрӑра // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 165–178 с.
Малалла кайнӑҫемӗн тундра сӑн-сӑпачӗ урӑхланма пуҫларӗ: хумлӑ-хумлӑ сӑртсем, пӗчӗк ҫырмасем курӑнса кайрӗҫ.Характер тундры стал меняться: местность сделалась более холмистой, появились ручьи.
Тундрӑра // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 165–178 с.
Тип ҫырмасем, вӗтӗ чул йӑрӑмӗсем, тункатасемпе тулса ларнӑ лакӑм-тӗкӗмсем, тем ҫӳллӗш ашкӑрса ӳснӗ курӑксем, халь типсе-сарӑхса кайнӑскерсем, черемушникӗн усӑнса аннӑ турачӗсемпе пӑтрашӑнса пӗтнӗ тӗмӗн-тӗмӗн ӳсекен хӑвасем, шӑнса ларнӑ йывӑҫсем, ейӳ тултарса хӑварнӑ ҫӳп-ҫап — акӑ епле вӑрмана килсе кӗтӗмӗр эпир сунара.
Ҫулевӗҫпе унӑн ҫури // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 75–80 с.
Пирӗн, ывӑлӑм, ҫеҫенхир айӗпе пысӑк ҫырмасем юхса выртаҫҫӗ, ҫӗр ҫинче типӗ, пӑчӑ, пӑхма кичем.У нас, сынок, под степью богатые подземные реки текут, а наверху сухо, душно, неприглядно.
7 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Ял ҫывӑхнерехри хирсене ҫултан ҫул аслӑланса, йышлӑланса пыракан ҫырмасем ҫурса пӗтернӗччӗ.А у самого села земля была изрезана оврагами; с каждым годом их становилось все больше.
Осиновые Гаи // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Вӑл, усалскер; атака пулас пулсан сыпма юрӗ-ха тесе, хӑйӗн манерки ӑшне эрех тултарса тухнӑ пулнӑ иккен; ҫырмасем тӑрӑх аннӑ вӑхӑтра ҫав эрехе ӗҫнӗ те ӳсӗрӗлсе кайнӑ.Он, подлец, на случай атаки с собой в манерку водки взял; пока оврагом спускались — он и нализался.
Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
— Вӗсем пире хамӑрпа кирлӗ хатӗрсем тиесе ҫӳреме, ҫырмасем урлӑ каҫма, стенасене штурмлама чӑрмантарасшӑн.
XII. Хӑтарма хатӗрленеҫҫӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Таня кашни ярса пусмассерен инҫетрен те инҫене кайса, ҫырмасем патне, ҫырмасем леш енчи пысӑк уй патне, ҫутӑ ылтӑн тырӑ хушшипе васкамасӑр ҫӳрекен тӗлӗнмелле машина — комбайн — патнелле ҫывхарса пырать.
Инҫетри уйра // Николай Резюков. Воронкова, Любовь. Тантӑшсем шкула каяҫҫӗ; вырӑсларан Н.Резюков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 48 с.
Вулкан тӑвӗн айкки пит чӑнкӑ анать, эпир кӗлпе тулнӑ тарӑн ҫырмасем тӑрӑх, вут ҫӗленсем пек чашкӑрса авкаланса юхакан лава вырӑнӗсенчен пӑрӑна-пӑрӑна иртсе пытӑмӑр.
XLIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
— Санӑн ҫӗр айнелле тӗпсӗр те тарӑн ҫырмасем ҫине пӑхма хӑнӑхмалла.
VIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Пӗрмай тӗпсӗр тарӑн ҫырмасем курса тӗлленсе выртрӑм.
VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.