Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн официальноҫӗ пӗр самантрах сирӗлчӗ, хӑй сасартӑк ҫемҫен те «хамӑр ҫынла» калаҫакан пулчӗ.Официальность с него как рукой сняло, сразу стал вежливым и «свойским».
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
— Хӑвна ху ҫухатман пулсан та шырама пулать, ачамккӑ, — тӗкӗр этемсене хӳтӗленӗн ҫитӗннӗ ҫынла каласа хуратӑп эпӗ.
Сӑвап // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 105–116 с.
Паллах, Андреяновӑн тӗп ҫитменлӗхӗ чӗлхе чараксӑрлӑхӗ, ватӑ ҫынла ним тытӑнкисӗр те ытлашши нумай сӳпӗлтетес йӑли пулнӑ.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Фицхалауров йывӑррӑн пукан ҫине кайса ларчӗ, ватӑ ҫынла эхлете-эхлете мӑкӑртатса илчӗ:Фицхелауров тяжело опустился на стул, старчески покряхтел, буркнул:
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кӗрӗс-мерӗс ҫӳллӗ, ватӑ ҫынла тачка та йӑмшак кӳлепеллӗскер, вӑл алӑк суллисем чалӑшнӑ, чӳречисем кӑшт тӗттӗмрех казак пӳрчӗн пӗчӗкҫӗ курницинче ӗненмелле мар мӑнттаййӑн курӑнать.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Йӗнер ҫине ларсан, чӗлпӗре аллипе васкамасӑр пуҫтарса тытрӗ те, винтовка ҫаккине хулпуҫҫи тӗлӗнче тӳрлетнӗ май, штабра подполковника курнипе хӑй мӗншӗн кӑмӑлсӑрланнине тата ун умӗнче хӑйне мӗн пирки асӑрхансарах тытнине ӑнланма тӑрӑшрӗ, унтан сӑсартӑках шиклӗн шухӑшласа илчӗ: «Мӗнле пулать-ха ку: кадетсем кунта ӑна-кӑна лайӑх тӗшмӗртекен офицерсене пире хӗрлисен тылӗнче восстани тума, пире лӑпах хӑйсене кирлӗ пек, вӗреннӗ ҫынла, ертсе пыма юри хӑварман-ши?» — унтан ӑс-тӑнра, ҫакна мӑшкӑлласа тӳрре кӑларма тенӗ пекех, питӗ ӗненмелле тавҫӑру ҫуралса ҫирӗпленчӗ.
XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пуласса акӑ мӗн пулнӑ: вӑрҫа илсе пынӑ ҫынсем вилӗм хирӗнче пӗр-пӗрне ҫитсе ҫапӑннӑ; хӑйсем евӗрлӗ этемсене вӗлерес ӗҫре аллисене хуҫма, хӑнӑхтарма ӗлкӗрейменскерсем, ҫитсе ҫапӑннӑ та, хӑраса хытсах кайса, пӗр-пӗринпе чикӗшӗнме, перӗшӗнме пуҫланӑ, пӗр-пӗрне нимӗн уйламасӑр каса-каса суранлатнӑ, хӑйсене те, учӗсене те шӑлтах амантса пӗтернӗ, унтан, ҫынла пӗрлӗхсӗр тунӑ пӑшал сассине илтнипе хӑраса ӳксе, тӗрлӗ ҫӗрелле пӑрахса тарнӑ, чун-чӗрисене, кӑмӑлӗсене суранлантарса, ик еннелле пӑрӑннӑ.
9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ерофей Кузьмич ҫапах та юрӑхлӑ ҫын тупса пама пулчӗ те, ахлаткаласа, ватӑ ҫынла аран ҫеҫ утса комендатурӑран тухса кайрӗ.
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Мӑйне хур пек чӑсса, тутине ватӑ ҫынла пӑчӑртаса тӑрать вӑл.
III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ула курак ватӑ ҫынла, куҫне хӗссе, куҫлӑх витӗр пӑхнӑ пек, сӑмсине ҫӗклесе, Андрей ҫинелле пӑхать.Приподняв клюв, со старческой прищуркой, точно сквозь очки, смотрела она на Андрея.
XXVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Нивушлӗ вара Ци господин уезд пуҫлӑхӗпе туслашнӑшӑнах ҫынла калаҫма маннӑ пулӗ? — шухӑшларӗ Ай-гу.
Уйрӑлу // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.
Е тата, калӑпӑр, округ сучӗ килет, приҫҫак тыттармалла; ытти пачӑшкӑсем пурте вӑтанаҫҫӗ, эпӗ вара судьясемпе те, прокурорпа та, адвокатсемпе те йӑлт хамӑр ҫынла: вӗреннӗ ҫын пулса калаҫатӑп вӗсемпе, чей те ӗҫетӗп, кулатӑп, мӗн пӗлменнине ыйтса пӗлетӗп…
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Унпа чухне манӑн пуҫ хутӑр пек ҫаврӑнать, унсӑрӑн ак, тем ҫухатнӑ ҫынла, ҫеҫенхир тӑрах сулланса ҫӳретӗп.При ней голова ходором ходит, а без нее вот словно потерял что, как дурак по степу хожу.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Эпӗ сана ват ҫынла, лӑпкӑн калатӑп, эсӗ пур — кӑркка пекех «бла-бла-бла!»Я тебе по-стариковски, потихоньку, а ты, как индюк: бла-бла-бла!
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Кӑмӑллӑ-ҫке ҫакӑн пек ҫынла калаҫма: Матрена килнине илтетӗн те спальнӑна сӑмса тутри илме каятӑп тесе, кухньӑна чупса тухатӑн, унта вара 12 т. 50 пуслӑх эрех куратӑн, — апат ҫинӗ чухне виҫҫӗмӗш пайне ҫеҫ ӗҫсе яратпӑр вӗт, — кондитерски кукӑль 1 т. 50 пуслӑх — ну, кукӑль илсе укҫана ахалех сая янӑ ӗнтӗ! — ҫаксене курсан, калаҫма уйрӑмах кӑмӑллӑ.
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эсӗ пуп саншӑн, ухмахшӑн, сывлӑх сунса кӗлтӑвать тесе ӗмӗтленетӗн, анчах пупа эсӗ, шутласа пӑхас пулсан, вилнӗ ҫынна ясар хӗрарӑм, е, вӗреннӗ ҫынла каласан, бордюр кирлӗ пекех кирлӗ; ну, кусем иккӗшӗ те пӗрех вӗсем.
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫӑрттан мучи, ассӑн сывласа, анчах пӗр хирӗҫмесӗр, утӑ купи ҫинчен шуса анчӗ те, урисене ват ҫынла сӗтӗрсе, хӑй хыҫӗнче чӑпӑркка тытса, тӗттӗм кӗтесре тӑп тӑракан качака ҫине шиклӗн пӑха-пӑха, алӑк патнелле утрӗ.
XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫумӑр кансӗрлемесен, уярта ҫулса пӗтерсен — кӑҫал утӑ тем чуклех пулать! — терӗ Агафон Дубцов, Давыдовӑн пысӑк мар кабинетне кӗрсе, ывӑннипе сак ҫине ват ҫынла кӗхлетсе ларса.
XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Лу Синь хӑйӗн калавӗсенче уйрӑм ҫынла обшество хушшинчи хирӗҫӗве кӑна мар, интеллигенци революцие мӗнле хутшӑннине те кӑтартса пама тӑрӑшнӑ.
Китай халӑхӗн аслӑ писателӗ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 3–7 стр.
Хӑй вара, пурнӑҫ ҫине савӑнӑҫлӑ пӑхакан ҫак подпоручик, ҫамрӑк ҫынла каҫса кайсах ахӑлтатса кулса ярассӑн туйӑнать.А сам жизнерадостный подпоручик расхохочется молодо и заразительно.
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959