Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лешӗ ҫывӑхарнӑҫемӗн ҫывӑхарса пынӑ.
2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Филистим та вырӑнтан хускалнӑ, Давид патнелле ҫывӑхарса пынӑ, ун умӗнче кӑрал йӑтса ҫӳрекенӗ пынӑ.41. Выступил и Филистимлянин, идя и приближаясь к Давиду, и оруженосец шел впереди его.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вара ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Самсон Фимнафа хулине кайнӑ, Фимнафӑри иҫӗм пахчисем патне ҫывӑхарса пынӑ чухне акӑ ӑна хирӗҫ ҫамрӑк арӑслан ӳхӗрсе тухнӑ.
Тӳре 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: акӑ санӑн кунҫулу вилӗм тӗлне ҫывӑхарса ҫитрӗ; Иисуса чӗн те пуху чатӑрӗн [алӑкӗ] умне тӑрӑр, Эпӗ ӑна вӗрентсе калӑп, тенӗ.
Аст 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Сана Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, паракан ҫӗрӳ ҫинче хӑвӑн пӗр-пӗр килӳ-ҫуртунта тӑванусенчен кам та пулин кӗлмӗҫе юлса пурӑнсассӑн, эсӗ чӗрӳне ан хытар, кӗлмӗҫ тӑвану умӗнче хыт кукар ан пул, 8. уҫӑ кӑмӑллӑ пулса, ӑна мӗн ҫитменнине кирлӗ таран кивҫен пар; 9. сыхлан, чӗрӳне: «акӑ ӗнтӗ ҫиччӗмӗш ҫул, каҫармалли ҫул, ҫывӑхарса килет» текен ҫылӑхлӑ шухӑш ан кӗтӗр, ҫавна май кӗлмӗҫ тӑвану ҫине хӗрхенмесӗр пӑхасси ан пултӑр санӑн, памасӑр тӑрасси ан пултӑр; унсӑрӑн вӑл, сана ӳпкелесе, Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑнӗ те, эсӗ [пысӑк] ҫылӑха кӗрӗн; 10. пар ӑна, [мӗн чухлӗ ыйтнине, мӗн чухлӗ кирлине кивҫен пар ӑна,] анчах панӑ чухне чӗрӳ пӑшӑрханнӑ ан пултӑр: ӑна панӑшӑн сана Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, пур ӗҫӳнте те, ху аллупа мӗн тӑвас тенине те пӗтӗмпех пиллӗх парса тӑрӗ; 11. кӗлмӗҫсем [санӑн] ҫӗрӳ ҫинче пурӑнакансем хушшинче яланах пулӗҫ, ҫавӑнпа хушатӑп та сана: хӑвӑн ҫӗрӳ ҫинче тӑвану умӗнче, чухӑн умӗнче, кӗлмӗҫ умӗнче уҫӑ кӑмӑллӑ пул.
Аст 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӑрҫа ҫӳрекенсем халӑх хушшинчен пӗр ҫын юлми вилсе пӗтсессӗн, 17. Ҫӳлхуҫа мана ҫапла тесе каларӗ: 18. эсӗ халӗ Моав чикки тӗлӗнчен, Ар хули тӗлӗнчен, иртсе пыратӑн, 19. аммонсем патне ҫывӑхарса ҫитрӗн; вӗсемпе хирӗҫсе ан кай, вӗсемпе вӑрҫӑ пуҫарса ан яр, Аммон ывӑлӗсен ҫӗрӗнчен Эпӗ санӑн аллуна нимӗн те памӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ вӑл ҫӗре Лот ывӑлӗсене еткерлӗхе панӑ; 20. вӑл рефаимсен ҫӗрӗ шутланнӑ; ӗлӗк унта рефаимсем пурӑннӑ; аммонсем вара вӗсене замзумимсем теҫҫӗ; 21. вӗсем — аслӑ та йышлӑ халӑх — Енак ывӑлӗсем пекех ҫӳллӗ ҫынсем пулнӑ, Ҫӳлхуҫа вӗсене аммонсем умӗнчен пӗтерсе тӑкрӗ те, аммонсем вара, вӗсене хӑваласа ярса, вӗсен ҫӗрӗнче пурӑнма вырӑнаҫрӗҫ, 22. Сеир тӑвӗ ҫинче пурӑнакан Исав ывӑлӗсемшӗн те Вӑл ҫавӑн пекех тунӑччӗ, вӗсен куҫӗ умӗнчен хоррейсене пӗтерсе пӑрахнӑччӗ, Исав ывӑлӗсем вара, вӗсене хӑваласа кӑларса, вӗсен ҫӗрне вырӑнаҫрӗҫ, паян кунчченех ҫавӑнта пурӑнаҫҫӗ; 23. Газа хули патне ҫитиех ларса тухнӑ ялсенче пурӑннӑ аввейсене те Кафтортан тухса килнӗ кафторимсем пӗтерсе тӑкрӗҫ те вӗсен вырӑнӗнче пурӑнма вырӑнаҫрӗҫ.
Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Фараон ҫывӑхарса пынӑ, Израиль ывӑлӗсем ҫаврӑнса пӑхнӑ та — акӑ Египет ҫыннисем вӗсем хыҫҫӑн килеҫҫӗ; вара Израиль ывӑлӗсем сехӗрленсе ӳкнӗ те Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑннӑ, 11. вӗсем Моисее каланӑ: Египетра тупӑк ҫук-им, эсӗ пире пушхире вилме илсе килтӗн-и?
Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Исав вара Иакова ашшӗ панӑ пиллӗхӗшӗн курайми пулнӑ; Исав хӑй ӑшӗнче: аттемшӗн йӗрес кунсем ҫывӑхарса килеҫҫӗ — Иакова, хамӑн шӑллӑма, вӗлеретӗп, тенӗ.
Пулт 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Египет патнелле ҫывӑхарса ҫитнӗ чухне вӑл Сарӑна, хӑйӗн арӑмне, каланӑ: акӑ эсӗ питӗ илемлӗ хӗрарӑм пулнине эпӗ пӗлетӗп; 12. сана курсассӑн Египет ҫыннисем: «ку унӑн арӑмӗ» тейӗҫ; вара мана вӗлерӗҫ, сана чӗрӗ хӑварӗҫ; 13. эсӗ: эпӗ унӑн йӑмӑкӗ пулатӑп, те, сан тӗлӗшпе мана аван пултӑр, сан урлӑ манӑн чунӑм чӗрӗ юлтӑр, тенӗ.
Пулт 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.