Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫухӑрать (тĕпĕ: ҫухӑр) more information about the word form can be found here.
— Ҫӗнтерӗвӗ мӗнле, пӗр илем кӑна! — ҫапӑҫури пек ҫухӑрать вӑл.

— Победа-то какая, одна красота! — орал он, как в бою.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Ҫухӑрать, тетӗн?

— Орет, говоришь?

VII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Унта ав Нюрка ҫухӑрать, антӑхсах каять пулмалла.

Вон там Нюрка орет, чуть не задохнется.

VII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Приказчик ҫухӑрать

Орет приказчик…

V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

— Анне, сысна витинче Чӑпар ҫухӑрать, ҫӑвӑрлать, анчах Ксенофонтовна ниҫта та ҫук.

— Мама, в свинарнике Пеструха визжит, поросится, а Ксенофонтовны нигде нету.

8. Степан ҫуртӗнче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Паня тапкалашать, ҫухӑрать, анасшӑн мар.

Паня брыкается, орет, не хочет слезать.

Паня-Ганя // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Эхер те хӑйӗн кравачӗ ҫинче ҫӗлен выртнине курсан, вӑл пушар тухнӑ пек ҫухӑрать.

А если она находила змею у себя в постели, то выскакивала оттуда и поднимала такой крик, будто в доме пожар.

Вӑтӑр тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Мӗнлерех ҫухӑрать тата!

А вопила она как!

Вӑтӑр тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Анчах эпир эрешмен тытма кайсан, пӗчӗк Томас Франклин Бенджамен Джефферсон Александер Фелпс ӑна тупнӑ та йӗкехӳресем тухаҫҫӗ-ши тесе алӑкне уҫнӑ, вӗсем тухнӑ, паллах, ҫак вӑхӑтра Салли аппа килсе кӗнӗ, эпир таврӑннӑ чух вӑл кравачӗ ҫине улахса тӑнӑ та хӑлхана ҫурасла ҫухӑрать, йӗкехӳресем, ӑна кичем ан пултӑр тенӗ пек, ытлашшипех алхаснӑ.

Но покамест мы ходили за пауками, маленький Томас-Франклин-Бенджамен-Джефферсон-Александер Фелпс нашел ее там и открыл дверцу — посмотреть, вылезут ли крысы; и они, конечно, вылезли; а тут вошла тетя Салли, и, когда мы вернулись, она стояла на кровати и визжала во весь голос, а крысы старались, как могли, чтобы ей не было скучно.

Вӑтӑр тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Паллакан ҫынсенчен фисгармони илсе килчӗҫ, мӗн тумаллине пӗтӗмпех туса ҫитерсен, пӗр ҫамрӑк хӗрарӑм ун умне ларса кӗвӗ калама тытӑнчӗ; фисгармонийӗ пӑсӑлнӑскер, хӑрӑлтатать, ҫухӑрать, ҫитменнине тата, пурте тӑруках юрласа ячӗҫ, ман шутпа, ҫакӑ вилӗ Питера кӑна килӗшме пултарчӗ.

Они заняли у кого-то фисгармонию, совсем расстроенную, и, когда все было готово, какая-то молодая женщина села и заиграла на ней; хрипу и визгу было сколько угодно, да еще все запели хором, так что, по-моему, одному только Питеру и было хорошо.

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Унтан вӑл турӑ вӗрентӗвне татах малалла калать, итлекенсем хӑшӗ нӑшӑклать, хӑшӗ йӗрет, хӑшӗ «аминь» ҫухӑрать.

Потом он стал проповедовать дальше, а слушатели кто рыдал, кто плакал, кто восклицал «аминь».

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Валя тарать, ҫухӑрать, вӑл ун хыҫҫӑн: «Чарӑн! Тивместӗп! Чарӑн!» — тесе кӑшкӑрса чупать.

Валя бежит, орет, а он идет за ней и кричит: «Стой! Не трону! Стой!»

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Купӑсӗ ҫухӑрать, кӗввинчен аташа-аташа каять, халӑх варринче акӑш-макӑш сарлака хӗрлӗ галифе тӑхӑннӑ шухӑ кавалерист ӗкӗрме ҫук хӑвӑрттӑн гопак тӗпӗртеттерет.

И она у него рявкала, сбиваясь с такта, и в кругу сбивался с сумасшедшего гопака разудалый кавалерист в необъятных красных галифе.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

И-и-и ҫухӑрать хӑй машинӑ пек, унтан — го-го-го-го!..

И свистел, как машина, и потом — го-го-го-го!..

Хушка ҫамка // Мирун Еник. Антон Чехов. Хушка ҫамка: калав. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 16 с.

Сысна ҫури ҫухӑрма тытӑннӑ: ытларах туртаҫҫӗ — ытларах ҫухӑрать, пӗтӗм ҫеҫенхир тӑрӑх илтӗнмелле хытӑрах та хытӑрах ҫухӑрать.

Поросенок от этого стал визжать: больше тянут — больше визжит, и все звонче и звонче, и на всю степь.

Тӗлӗнмелле ещӗк // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 117-120 с.

Тыткӑна лекнӗ хӗрарӑм ҫӗр ҫинче выртать, Корф ӑна урипе тапа-тапа ҫухӑрать.

Пленница лежала на земле, а Корф топтал ее ногами и визжал:

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Тахӑшӗ алӑка ҫӗмӗрет, хаяррӑн ҫухӑрать:

Кто-то ломился в дверь, зычно кричал:

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ывӑлӑм! — хумханчӑклӑн ҫухӑрать карчӑк.

Сынок! — взволнованно кричит пожилая баба.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хушамату мӗнле? — унтан ҫухӑрать ярать.

Как по фамилии? — и иржет.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл, каҫӑрӑлса ӳкнӗ те, усӑнса пыракан урисемпе ҫӗре чӗрмелесе тапаҫланать, хӑйне сӗтӗрекен казаксенчен ҫакӑнса, куҫҫульпе йӗпеннӗ питне пӑркаласа, вӗсенчен вӗҫерӗнсе тарма тӗрмешет, урмӑшшӑн хӑркӑлтатса ҫухӑрать:

Он запрокидывался, чертил землю безжизненно висящими ногами и, цепляясь за волочивших его казаков, мотая залитым слезами лицом, вырывался, хрипел:

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed