Шырав
Шырав ĕçĕ:
Агаша сывлӑш ҫавӑрса илчӗ те, президиума хӗрӳллӗн ҫиҫекен куҫӗсемпе пӑхса ҫаврӑнса, каласа пӗтерчӗ:Агаша передохнула и, обведя разгоряченным взглядом весь президиум, досказала:
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ирхине ирех сӗтел ҫине витре ҫурӑ кӗрекен сӑмавар кӑларса лартнӑ, аҫа ҫури турӑ кӗтессине ларнӑ та турӑшсене капӑрлатнӑ, тӗксӗммӗн ҫиҫекен шуҫ ҫине пӑхса, кранран курка хыҫҫӑн курка пушатнӑ, йывӑррӑн сывласа, пӑртак тӑвар янӑ чей ӗҫнӗ.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Цимла эрехне самаях сыпса лартнӑ «илемлӗ Франци» делегачӗсен куҫӗсем ӗнтӗ савӑнӑҫлӑн ҫиҫекен, ҫу пек йӑлтӑртатакан пулнӑ, анчах Краснов сӑмахне вӗсем тимлӗнех итлесе пӗтереҫҫӗ.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ку тата мӗнле пулать, Бунчук юлташ? — ҫине-ҫинех тӗпчерӗ Анна, ӑшӑ ҫутӑпа ҫиҫекен пысӑк та вылянчӑк куҫӗсемпе Бунчук ҫине пӑхса.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Килтисем пӑшӑрханма та пуҫланӑччӗ, ҫав вӑхӑтра Володя чӗриклетекен карлӑкран тытса, пусма картлашкисем урлӑ пӗр виҫҫӗ ярса пусрӗ те, акӑ вӑл хӑй те, савӑнӑҫпа ҫиҫекен сӑн-питлӗскер, зала кӗрсе тӑчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
— Юлашкинчен эпир иксӗмӗр те кӑмӑллӑ юлтӑмӑр, — калаҫрӗ савнӑҫпа ҫиҫекен Веткин, — жид та кӑмӑллӑ, мӗншӗн тесен хӑйӗн вӑтӑр тенки вырӑнне тум-юм кассинчен хӗрӗх пиллӗкӗшнех илет, эпӗ те кӑмӑллӑ, мӗншӗн тесен пухура паян ҫав мӗнпур выля пӗлнӗ-пӗлмене лайӑх кӑна ӑшалатӑп.
XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
«Паян!» — терӗ ун ӑшӗнче савӑнӑҫпа ҫиҫекен пӑшӑлтату хавассӑн.
XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Хаваслӑ уяв ҫутисемпе ҫиҫекен вакунсенчен тӗлӗнсе каймалла шӗлепкеллӗ, калама ҫук чечен кюстюмлӑ хитре, капӑр, ачашка дамӑсем тухаҫҫӗ, тухаҫҫӗ чаплӑн тӑхӑннӑ, ним ҫинчен шухӑшламан мӑн кӑмӑллӑ, улпутла хытӑ саслӑ, французла та нимӗҫле калаҫакан, ирӗк хӑтланкӑҫлӑ та ӳркенчӗк кулӑллӑ штатски господасем.
II // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Уй-хир ылтӑн пек йӑлтӑртатса выртать; вӑл пӗтӗмпех чечекпе витӗннӗ, ун тавра ӳссе ларнӑ тӗмсем ҫинче те ҫӗршер, пиншер чечек, тӗмсем хыҫӗнче вӑрман ешерет, пӑшӑлтатать, чечекпе витӗннӗ пирки вӑл чӑпаррӑн курӑнать; хиртен, улӑхран, вӑрмана тулнӑ чечексенчен тутлӑ шӑршӑ юхса килет; туратсем ҫинче вӗҫен кайӑксем пӑрӑлтатса вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ, туратсем хушшинчен вара, тутлӑ шӑршӑпа пӗрле, пин-пин сасӑ килет; уй-хир урлӑ каҫсан та, улӑх леш енче те, тӗмсемпе вӑрман хыҫӗнче те, вӑрманпа кӗҫҫеленнӗ тусем патне ҫитичченех, каллех ҫапла ылтӑн пек ҫиҫсе выртакан хирсем, чечекпе пӗркеннӗ улӑхсем, вӗтлӗхсем курӑнаҫҫӗ, тусем ҫийӗнче унта-кунта ҫакӑнса тӑракан ылтӑнӑн-кӗмӗлӗн ҫиҫекен шупка хӗрлӗрех те витӗр курӑнакан пӗлӗтсем горизонт хӗрринчи сеп-сенкер тӳпене пӑртак тӗксӗмлетсе тӑраҫҫӗ.
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Паромпа Дон урлӑ каҫсан, ӑйӑрсем Дон хӗрринчи тӑвайккине улӑхнӑ чухне, Давыдов урапа ҫинчен сиксе анчӗ, урапан Варя ларса пыракан айккипе утма пуҫларӗ, аттипе ҫул хӗрринчи лутра армути ҫине пуса-пуса, халӗ, хӗвел тухиччен, тӗссӗр, анчах кун пуҫлансан хӗвел ҫинче асамат кӗперӗ пек тӗрлӗ тӗспе ҫиҫекен сывлӑм шывне сирпӗтсе пычӗ, Сайра хутра вӑл Варя ҫине пӑхса илет, унӑн кӑмӑлне ҫӗклентерес тесе, йӑл кулать, шӑппӑн:
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пӗр-ик хутчен, пичӗсем пӗр-пӗрне перӗнсен, Давыдов хӗрелнӗ пит ҫӑмартине, чӑрсӑррӑн ҫиҫекен куҫа курчӗ, шӑппӑн пӑшӑлтатнине илтрӗ: «Атя, атя, рабочи класс!
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Давыдов ӑна ҫинҫе ал тунинчен ярса тытрӗ, анчах вӑл вӗҫерӗнесшӗн турткалашмарӗ, пӗр урипе чӗркуҫленчӗ ҫеҫ, унӑн кулӑпа ҫиҫекен сӑнӗ-пичӗ ҫавӑнтах хӑранӑ, тем кӗтнӗ чухнехи пек пулса кайрӗ, парӑннине палӑртрӗ.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Парнеленӗ ҫаплах хӑйӗн варлине патша Ливи тӑвӗсен аркинчи вӑрмансенче чи малтан ҫурӑлакан ҫурӑм ути чечекӗсем евӗр аметистсене, — ҫиле чарса лартакан, ҫилле ҫемҫетекен, ӳсӗрӗлесрен сыхлакан, тискер кайӑксене тытнӑ чух пулӑшакан тӗлӗнмелле вӑй-хӑватлӑ аметистсене; юратура телей паракан, мӑшӑрсен харкашӑвне пусӑрӑнтаракан, патша тарӑхӑвне сирсе яракан, лашана алла вӗрентнӗ вӑхӑтра тата сутнӑ чух ӑнӑҫу кӳрекен Персеноль бирюзине; кушак куҫне те — хӑй хуҫин пурлӑхне, ӑстӑнӗпе сывлӑхне сыхлаканскере; шупка, ҫыран таврашӗнчи тинӗс шывӗ евӗр кӑвакрах симӗс вериллие те — куҫа шур илесрен тата юхан-суранран хӳтӗлекен хатӗре, ҫулҫӳренсен ырӑ юлташне; нумай сӑрлӑ ахах та — ӑна хӑй ҫумӗнче тытакан тӑшмансен каварӗнчен хӑрамасть тата ҫӗр кисреннӗ чухнехи хӑрушлӑхран сыхлӑхлӑ; нефрита та — аҫа ҫапассине сирекен кӑчкӑ чулне; симӗсрех панулми тӗслӗ, тӗксӗмрех ҫутӑ онихие те — хуҫине вутран тата ухмаха тухасран хураллаканскере; тискер кайӑксене чӗтреве ертекен ясписа та; калаҫу хитрелӗхне ӳстерекен хура чӗкеҫ чулне те; йывӑрлӑ хӗрарӑмсем хисеплекен ӑмӑрткайӑк чулне те, чӗпписем тухас вӑхӑт ҫитсен, хайсен йӑвисене хураҫҫӗ ӑна ӑмӑрткайӑксем; пӗчӗк хӗвелсем евӗр ҫиҫекен, Офиртан илсе килнӗ заберзата та; ылттӑн пек сарӑ хрисолта та — сутуҫӑсемпе вӑрӑсен тусне; патшасемпе вӗсен арӑмӗсем юратакан сардоникса та; хӑмла ҫырли тӗслӗ лигирие те: пуриншӗн те паллӑ, стена витӗрех курма пултаракан ҫивӗч куҫлӑ ҫӳлевӗҫсен хырӑмӗнче тупаҫҫӗ ӑна, — ҫавӑнпа та лигирипе ҫӳрекенсем яланах ҫивӗч куҫлӑ пулаҫҫӗ, — кунсӑр пуҫне вӑл сӑмсаран юн кайнине чарать тата тӗрлӗ сурансене, вӗсене чулпа та тимӗрпе амантса туман пулсан, тӳрлетет.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Лере, тинӗс хӗрринче, вӗсем вӗҫӗмсӗр нумайӑн пек туйӑннӑ, ҫак пӗлӗтсем ҫанталӑк тӳпине — чӗррӗн те ӗмӗтленсе ҫиҫекен, хӑйсен таса ҫутипе этеме те аслӑ шухӑша яракан тӗрлӗрен тӗслӗ ҫӑлтӑрсемпе — миллион ылтӑн куҫсемпе, ыйхӑллӑ тинӗс ҫинче урӑх нихҫан та йӑлкӑшма парас мар тенӗ усал сӑлтавпа — яланах ҫапла шуса хӑпарассӑн туйӑннӑ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Юлашкинчен Ольга Casta diva юрласа пачӗ: пӗтӗм хавхаланулӑх, пуҫра ҫиҫӗм пек ҫиҫекен шухӑшсем, ҫан-ҫурӑм тӑрӑх йӗппе чикнӗ пек сӑрӑлтатни — ҫаксем пурте Обломова пӗтерсех хучӗҫ: вӑл халтан кайрӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ пурӗ те пӗрне ҫеҫ, Олеҫҫӑн шурса кайнӑ пичӗ хам еннелле хӑвӑрттӑн ҫаврӑннине ҫеҫ, питӗ лайӑх астӑватӑп, ҫак калама ҫук хӳхӗм, маншӑн ҫӗнӗ пит ҫине, пӗр-пӗрне ылмаштарса, иккӗленӳллӗ аптӑравлӑх та, хӑрани те, сехӗрленӳ те, юратӑвӑн йӑлтӑртатса ҫиҫекен ачаш кулли те туха-туха тӑчӗ пӗр самант хушшинчех…
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Пӗччен юлатӑп та, ҫапла, — ку мана питӗ килӗшет, — шутлама лайӑхрах пултӑр тесе, куҫа хӗссе выртатӑп, вара чарӑнмасӑр йыхӑратӑп та йыхӑратӑп хам асра унӑн е хаяр, е чее, е тата ачаш кулӑпа ҫиҫекен питне, унӑн ватӑ хырлӑх ирӗкӗнче яштака та патвар ӳсекен чӑрӑш хунавӗ евӗр ҫитӗннӗ йӑрӑс та вӑйлӑ ҫамрӑк ӳт-пӳне, унӑн уҫӑ та кӗтмен ҫӗртенех хулӑнланса хӑпаракан пархӑтлӑ сассине…
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Курайманлӑхпа ҫиҫекен куҫӗсем юнпа тулнӑ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Выртрӑм та, куҫӑма хупсанах пӗтӗмпе ҫӗнӗрен хускалчӗ: йывӑр тӑмлӑ наҫилкке йӑтнӑ хӗрсем, хӑмасем тӑрӑх васкамасӑр пыракан тачкӑсем, чӳрече кантӑкӗсем ҫине ӳксе ҫиҫекен хӗвел те, — пурте арпашӑнчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Миҫемӗш хут ӗнтӗ ҫӗр ҫинче чечекленекен тата хӗвелпе йӑл ҫиҫекен май уйӑхне тулли кӑмӑлпа кӗтсе илетпӗр.В который раз мы с радостью встречаем вечно солнечные и цветущие майские дни.
Паттӑрлӑха асра тытса, Ҫӗнтерӗве халалласа // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2019.05.09, http://alikovopress.ru/pattarlaxa-asra-tyitsa,-centereve-xalallasa.html