Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Нума лекес тесен сулахаялла каймалла-и е сылтӑмалла-и? — ыйтрӗ малтан килсе ҫитнӗскер улӑпран.И обратился к нему с вопросом: — Налево или направо надо идти, чтобы попасть в Нум?
Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.
Ҫак кунхи тӗркӗшӳре пӑтрансах кайнӑскер, савӑнӑҫ ӗшенӗвӗпе тата пӑлханупа тулсах ҫитнӗскер — Алиса Августа тайӑлнӑ пуҫӗнчен мелсӗррӗн чуп турӗ те — упӑшки таврӑнасса кӗтме хӑйӗн пӳлӗмне иртрӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 153–160 с.
Диетӑпа тата хавхалану усаллӑхӗпе хӗрсе ҫитнӗскер — унӑн шӑмми-шакки хӑйне сиенлемесӗр мӗн пур пульла сире-сире ывӑтать.Закаленный диетой и бешенством увлечения, старый костяк его отражал безвредно для себя все пули.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 15–21 с.
Эпӗ, вилес вӗҫне ҫитнӗскер, сиксе чӗтренӗ, ухмахла япаласем каланӑ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Унтан хирӗҫӳллӗ, тӗтреллӗ шухӑшсемпе тулса ҫитнӗскер станцинелле хыпаланса утса кайрӗ.Затем, полная противоречивых, смутных мыслей, девушка быстро направилась к станции.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
— Мӗнпе? — Нок вӗҫӗмсӗр чӑркӑшса калаҫнипе тарӑхса ҫитнӗскер — Гелли хул пуҫҫисене ҫилленчӗклӗн сиктерчӗ.— В чем? — раздосадованная постоянно придирчивым тоном Нока, Гелли сердито пожала плечами.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Вӗсем пӗр вун пилӗк минут чӗмсӗррӗн ишрӗҫ; унтан, хӑй те выҫса ҫитнӗскер, Нок авӑсма чарӑнчӗ.Они плыли молча минут пятнадцать; затем Нок, тоже проголодавшись, выпустил весла.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Вырӑнтан вырӑна вӗҫӗмсӗр кумать: карап хыҫӗнчен — ун умне, буфетран — ҫӳлти палуба ҫине; ҫыран хӗррине анчӗ, унта талккӑшпе ашкӑрса ӳсекен вӗтлӗхре кӑштах уҫӑлса ҫӳрерӗ, унтан йывӑр шухӑшпа тулсах ҫитнӗскер каллех карап ҫине улӑхрӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Шывпа исленнӗскер, тертленсе ҫитнӗскер — вӑл пыра ятлаҫу сӑмахӗсемпе, чӑрсӑр кӳрентерӳпе хуравларӗ, унран мӑшкӑлласа кулчӗ, чи вӗчӗхӳллӗ, кӳренӳллӗ сӑмахсем шухӑшласа тупрӗ:
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
— Минӑна лайӑх пӗлсе ҫитнӗскер, эпӗ ӑна таҫта та пӗр шыраса ҫӳрес темерӗм, тӳрех пӗр хӗрарӑм патне вырнаҫрӑм.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пасара пӗр ҫитнӗскер тесе, Сӑпани хуҫалӑхра кирлӗ ӑпӑр-тапӑр туянчӗ те тӳрех хӑна ҫуртне кайрӗ, лашине утӑ парса кӑкарса хӑварсан, хӑнӑхнӑ чайная кӗчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Яппун вӑрҫин вут-хӗмӗ витӗр тухнӑскер, ҫирӗп те вӑйлӑскер, ҫулӗпе те ҫитӗнсе ҫитнӗскер — ҫирӗм улттӑраччӗ вӑл ун чухне, — тӑнӑҫлӑ та шанчӑклӑ, хӑватлӑ ҫын пек курӑнатчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Арӑмне тарӑхнӑскер, кил хӑтлӑхӗшӗн тунсӑхласа ҫитнӗскер, Калюков хӑйсенчен урам урлах пурӑнакан пӗччен хӗрарӑм патӗнче икӗ ҫӗр каҫрӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пӳрте кӗнӗ-кӗмен, тунсӑхласа ҫитнӗскер, арӑмӗ ҫумне пырса ларчӗ, ӑна ачашшӑн ыталаса пӑчӑртарӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Лаша хаклама чиканран пӗртте кая мар вӗренсе ҫитнӗскер, вӑл унран чӑн-чӑн урхамах пуласса шанчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ӗмӗрне пӗчченех пурӑнса ирттерет вӑл, хӗрӗх ҫичче ҫитнӗскер.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тертленсе ҫитнӗскер, анчах кӑмӑллӑскер — вӑл чӗркеленсе пӗтнӗ, тарланӑ питне кӗпе ҫаннипе шӑлчӗ, тӳрленсе тӑчӗ, куҫӗсене уҫсан шартах сикрӗ те каллех хупрӗ.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Пӑчӑпа, канӑҫсӑрлӑхпа тата ӑнланмалла мар, ывӑнтаракан хумханупа антӑхса ҫитнӗскер — Тарт ӑвӑс шӑрпӑкне чӗртрӗ те симӗс склепа ҫутатрӗ.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Ӗшенсе ҫитнӗскер — Ассоль тата темӗн хушса калама хӑтланчӗ, анчах вӑйран кайни, хумхану, шӑрӑх ӑна ыйхӑлатсах ҫитерчӗҫ, акӑ куҫӗсем хупӑнчӗҫ, ашшӗн тӗреклӗ хул пуҫҫи ҫине пуҫӗпе ӳпӗнчӗ, самант — тӗлӗксен ҫӗр-шывне путатчӗ, анчах сасартӑк, кӗтмен ҫӗртен килсе ҫапнӑ иккӗленӳпе канӑҫсӑрланнӑскер, хупӑ куҫӗсемпех тӳрленсе ларчӗ.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Умӗнче йывӑҫсем ирӗклӗн уҫӑлнине, вӗсен витӗр йӑлтӑртатса выртакан сенкер тинӗс таппине, пӗлӗтсене курсан Ассоль кӑштах тӗлӗнсе лаштах сывласа ячӗ, халь-халь кайса ӳкесле ӗшенсе ҫитнӗскер сарӑ хӑйӑрлӑ ҫыр хӗррине чупса тухрӗ.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.