Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫарӗ (тĕпĕ: ҫар) more information about the word form can be found here.
Тӑшманӑн ҫарӗ шоссе тӑрӑх пӗрмай Ухта еннелле иртрӗ.

Help to translate

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ӑна унта каясси тем пекех хӑратать: кӑнтӑрла кайсан, тӑшман ҫарӗ кунӗпе поселок витӗр иртет, ҫӗрле — патрульсем, хуралҫӑсем.

Help to translate

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Раҫҫей ҫарӗ Донбасри мирлӗ халӑха упрассишӗн, вӗсене хӳтӗлес тесе тӑшмана хирӗҫ хар тӑма ялан хатӗр.

Help to translate

Олег Николаев Чӑваш Ен кадет корпусӗнче "Чи кирли пирки уҫӑ калаҫу" урокӗ ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/14/oleg ... he-chi-kir

«Тинӗс ҫуран ҫарӗ» — ҫапла пулнӑ ҫак ҫарӑн чӑн-чӑн ячӗ.

Help to translate

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Мӗншӗн тесен гидроэлектростанцие опытлӑ строительсен ҫарӗ тӑвать.

Help to translate

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Король ҫарӗ эх, кур-ха эсӗ вӗсене!

Королевская армия. Эх, гляди-ка на них!

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Румыни ҫарӗ епле тарнине куртӑн-и эсӗ?

Ты видал, как удирала румынская армия?

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хуҫалӑхӗ йӑлт ишӗлсе-арканса выртать, кунта Мамай ҫарӗ ҫапӑҫнӑ тейӗн…

Help to translate

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Совет Ҫарӗ Ленинграда хупӑрласа тӑракан тӑшман ункине ҫапса аркатрӗ, унтан Сталинград патӗнче фашистсен ҫирӗм икӗ дивизине ҫавӑрса илсе тӗп турӗ, сӗмсӗр хурахсене анӑҫалла хӗсме тытӑнчӗ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Совет ҫарӗ нимӗҫсене малалла аркатса пырать, Мускав облаҫне пӗтӗмпех тӑшмантан тасатнӑ, хӑш-пӗр вырӑнта пирӗн чаҫсем тӑватӑ ҫӗр ҫухрӑм таран анӑҫалла куҫнӑ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Тепӗр енче — пусмӑр йӗркипе пусмӑрҫӑсене хирӗҫ ҫӗкленнӗ кӗрешӳре вӑй илсе, ӳснӗҫем ӳссе пыракан ӗҫ ҫыннисен ҫарӗ: Микула, Ҫтаппан, Ваҫли, Анук, Кӗтерук, Прахӑр, Натюш, Уҫка, Марье, вырӑс тимӗрҫи Саначин, тутар ҫынни — вӑрман хуралҫи Ганният. мари ҫыннисемпе вырӑс хресченӗсем, ялти ӗҫ ҫыннисене ӑс парса, кӗрешӳре ҫул кӑтартса пыракан вырӑс революционерӗ Кузнецов тата ыттисем.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Вырӑссем тупӑсенчен пенӗ хушӑра Ту енчи мӑрсасен утлӑ ҫарӗ вӑрманалла каялла чакать, пеме чарӑнсан пӑлхавҫӑсем хӑйсене хирӗҫ тухассине сыхласа крепость ҫывӑхне пырать.

Help to translate

7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ту енчи ҫӗрпӳсен утлӑ ҫарӗ вӑрмантан тухса крепость патнелле ыткӑнчӗ.

Help to translate

7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйсен пысӑках мар утлӑ ҫарӗ ҫеҫ тусан кӑларса Хусан ҫулӗ еннелле вӗҫтерчӗ.

Help to translate

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӑлхавҫӑсен ҫарӗ хутшӑнсах пырать.

Help to translate

19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫарӗ пысӑк пулнӑ ҫав вӗсен, — сӑмах хушрӗ Али-Акрам.

Help to translate

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Стрелецсемпе ҫапӑҫма Элӗкпе Янчура утлӑ ҫарӗ ыткӑнчӗ.

Help to translate

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вырӑс ҫарӗ кайрӗ те, пӑлханма та пултаратпӑр терӗр пуль, — татах тулхӑрма пуҫларӗ аслӑ воевода.

Help to translate

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кайса пӗттӗр-ха вырӑс ҫарӗ, пӑртак вӑй пухар, пуҫлатпӑр ак.

Help to translate

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑрҫӑ пӗтрӗ ав, вырӑс ҫарӗ кунта юлмарӗ, Мускава кайрӗ, тутарсем ӗлӗкхи пек тапӑна-тапӑна килессе кӗтмелли ҫук.

Help to translate

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed