Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫаврӑнать (тĕпĕ: ҫаврӑн) more information about the word form can be found here.
Сантӑр хӑрах хулне ларкӑч хыҫӗ ҫине хурать те, Калис еннелле пӑхас тесе, хыҫалалла кӑшт ҫаврӑнать, анчах, ҫаврӑнма тем чӑрмантарнӑн, пӑхса илмесӗрех тӳрленсе ларать…

Help to translate

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӗнче вӗсен стройки тавра ҫаврӑнать, ҫӗр ҫинчи мӗнпур ырӑ, ӑслӑ, интереслӗ ҫын вӗсен йышӗнче ӗҫлет, тейӗн ҫав.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Уйрӑм заведующийӗ, центр хӳттине илнисене социаллӑ ӗҫченсем паракан пулӑшу пахалӑхне тӗрӗслес тӗллевпе, кварталта пӗр хутран кая мар килсене ҫитсе ҫаврӑнать.

Help to translate

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b9%d1%8 ... %ab%d2%ab/

Валак ҫинчен шыв сикнипе хӑнтӑрт-хӑнтӑрт ҫаврӑнать хальччен курман пысӑк урапа.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Шиклӗрех чунлӑ эс, ҫавӑнпа ҫаврӑнать сан пуҫу.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шухӑш килет, шухӑш каять, Пуҫӑм тавра ҫаврӑнать.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Туллирех кӗлеткеллӗ пулин те мамӑк пек ҫӑмӑлланнӑскер кӑлтӑрмачран хӑвӑрт ҫаврӑнать, пӗрне — ураран, тепӗрне алран сӗртӗнсе илет.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Йӗри-тавра юр ҫаврӑнать, юр пӗтӗрӗнет.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

«Мӗне пӗлтерет ку, мӗне пӗлтерет? — шухӑш хыҫҫӑн шухӑш ҫаврӑнать Тарас пуҫӗнче, унӑн пит-куҫӗ кӑвар пек пӗҫерет, ҫамки ҫинче тар пӗрчисем йӑлтӑртатаҫҫӗ. — Вӗсем, тен, халь манран кулса лараҫҫӗ пуль?» — пӑшӑрханать вӑл.

Help to translate

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

— Пуҫӑм юлашки вӑхӑтра ал арманӗ пек ҫаврӑнать те, ӗҫ ҫинчен сахалтарах шухӑшларӑм пулмалла.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Уйӑх ҫаврӑнать — ҫаврӑн.

Help to translate

Усалпа ҫӳрекен — усал айне пулать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗвел ҫаврӑнать, — ҫаврӑн.

Help to translate

Усалпа ҫӳрекен — усал айне пулать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Кахал каларӑшпе, сасан пулӑ палӑрӑшпе, турӑ хушнипе ҫӗр ҫаврӑнать — ҫаврӑн.

Help to translate

Усалпа ҫӳрекен — усал айне пулать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пур шухӑша шухӑшласа, Шухӑшлӑ пуҫ ҫаврӑнать

Help to translate

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шӑнкӑр-шӑнкӑр шыв юхать, Арман чулӗ ҫаврӑнать.

Help to translate

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Авкаланса, пуҫ ҫапса, алӑ парса ҫаврӑнать, Ашшӗн тач тусӗсене тӗнче пек ыр сунать.

Help to translate

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Урха урай варринче Салтак ачи пек утать, Унӑн хаяр чӗринче Юн вӗремест — вут ҫунать, Чаплӑ пуҫӑн мимминче Шухӑш чупса ҫаврӑнать.

Help to translate

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫут хӗвел тӳперен ярӑнса ҫаврӑнать, Кӑвар пек, ҫулӑм пек шӑратса ҫунтарать: Янкӑр уяр кунсем, калама ҫук шӑрӑх!

Help to translate

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тӗрлӗрен шухӑш ҫаврӑнать пуҫра.

Help to translate

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

Ҫил-тӑвӑл ҫаврӑнать, хӗвел хӗртет, акнӑ тырӑ, ӳсен курӑк сархайса типет.

Help to translate

Ҫу, ҫумӑр! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed