Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫапӑҫусенче (тĕпĕ: ҫапӑҫу) more information about the word form can be found here.
Ҫитменнине тата Никита ҫапӑҫусенче те пулса курман-ха.

Никита был еще необстрелян, неопытен.

XXIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Вӑл сасартӑк хӑйӗн мӗнпур иртнӗ пурӑнӑҫне, походсем вӑхӑтӗнче козаксемпе пӗр вырӑнта тӑнӑ чухнехи тата хаяр ҫапӑҫусенче пулнӑ хушӑра манӑҫа тухнӑ мӗнпур пурӑнӑҫне аса илчӗ, ку асаилӳ вара унӑн хальхи пурнӑҫне хупласа лартрӗ.

Все минувшее, все, что было заглушено нынешними козацкими биваками, суровой бранною жизнью, — все всплыло разом на поверхность, потопивши, в свою очередь, настоящее.

V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Тепӗр чухне королӗн унччен ҫапӑҫусенче ҫӗнтернӗ нумай ҫap начальникӗсем хӑйсен вӑйӗсене пӗрлештерсе запорожецсене хирӗҫ тӑма хӑтланса пӑхаҫҫӗ.

Случалось, что многие военачальники королевские, торжествовавшие дотоле в прежних битвах, решались, соединя свои силы, стать грудью против запорожцев.

V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Нумайӑшӗсем кунта: эпир Сечьра пултӑмӑр, халӗ ӗнтӗ эпир ҫапӑҫусенче пиҫӗхнӗ рыцарьсем пулатпӑр тесе калассишӗн ҫеҫ килнӗ.

Много было и таких, которые пришли на Сечь с тем, чтобы потом сказать, что они были на Сечи и уже закаленные рыцари.

III // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Тӗксӗм пичӗсенчен пӑхсан, вӗсем пурте ҫапӑҫусенче пиҫӗхнӗ, нумай хурапа шурра курнӑ ҫынсем пулни курӑнса тӑрать.

По смуглым лицам видно было, что все они были закалены в битвах, испробовали всяких невзгод.

II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Унӑн атта ҫумӗнчи шурӑ чечек питех те чӗрӗ, черчен те таса, — епле упранса юлнӑ-ши вӑл? — ун ҫине пӑхнӑ май ирӗксӗрех ҫапла шухӑшлан: лейтенанта пулас ҫапӑҫусенче те, пӗтӗм пурнӑҫӗнче те нимӗн те сиен кӳреес ҫук.

И ромашка у его сапога была такая живая, такая хрупкая и все же уцелевшая, что казалось, и с лейтенантом ничего не может случиться ни в следующих боях, ни вообще в жизни.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Вӗсен типшӗм пичӗсем ҫилпе хӗвел ҫинче пиҫсе хуралнӑ, гимнастеркисем тӗссӗрленсе кайнӑ, хӑйсем те, нумай вӑхӑт походсемпе ҫапӑҫусенче пулса, ӗшеннӗ.

На загорелых и худых, в полинявших гимнастёрках красноармейцев, уставших от долгих походов и сражении.

Разведкӑна // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Василий Иванович куҫӗ умне сасартӑк ҫак ҫирӗп, ҫапӑҫусенче пиҫнӗ большевикӑн, Ленин соратникӗн сӑнарӗ тухса тӑчӗ.

Перед глазами Василия Ивановича отчётливо и ярко возник образ этого стойкого, закалённого большевика, соратника Ленина.

Хваттерте пурӑнакан // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Тӑван ҫӗршывшӑн пынӑ ҫапӑҫусенче вилнӗ хамӑрӑн юлташсене аса илтӗмӗр.

Вспоминаем товарищей, погибших в боях за нашу Родину.

6. Ҫапӑҫусем пулса иртнӗ вырӑнсенче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

— Тӑшмана хирӗҫ ҫапӑҫма пуҫланӑранпа Лавочкин конструкцийӗпе тунӑ самолет сывлӑшри пур ҫапӑҫусенче те мана ҫитӗнӳсем тума май пачӗ.

— Ни разу за всё время моей боевой деятельности самолёт конструкции Лавочкина не подвёл меня в воздушных боях.

3. Семен Алексеевич Лавочкин патӗнче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Эпир ҫывхарса килекен татӑклӑ ҫапӑҫусенче совет авиацин техники пур енрен те вӑйлӑ пуласси ҫинчен, сывлӑшри ҫапӑҫусенче ҫӗнтерӳ кунӗ пуличченех хамӑр мала тухасси ҫинчен малтанах пӗлсе тӑтӑмӑр.

Мы знали, что преимущество нашей советской авиационной техники в приближающихся решительных сражениях проявится во всей своей мощи, что господство в воздухе останется за нами до конца.

12. Фотокинопулемет // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Лётчиксем тем пекех фотокинопулемет ӳкернӗ пленкӑна майласса кӗтетчӗҫ, мӗншӗн тесен хӑш чухне, йывӑр ҫапӑҫусенче ывӑннӑ хыҫҫӑн, сывлӑшра мӗнле вӗҫсе мӗн тунисем ҫинчен аса илме йывӑр пулать.

Лётчики с нетерпением ждали проявления плёнки. Иногда после напряжённого боя трудно бывает вспомнить и установить последовательность своих действий.

12. Фотокинопулемет // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Вӑл сывлӑшри ҫапӑҫусенче тӑшманӑн вуншар самолетне персе антарнӑ.

На его счету не один десяток сбитых вражеских самолётов.

12. Фотокинопулемет // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Атте мана 1942 ҫултах Сталинград патӗнчи ҫапӑҫусенче ман аслӑ пичче Яков вилни ҫинчен пӗлтерет.

Отец сообщал, что ещё в 1942 году в боях под Сталинградом погиб мой старший брат Яков.

10. Атте ҫырӑвӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Манӑн ҫӗнӗ юлташсем — ҫапӑҫусенче пиҫсе ҫитӗннӗ лётчиксем.

Мои новые товарищи — испытанные в боях лётчики.

3. Ҫӗнӗ туссем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Сывлӑшри йывӑр ҫапӑҫусенче ывӑнса халран каятпӑр пулин те, эпир пурпӗрех паттӑрӑн ҫапӑҫатпӑр, халран кайнине те сисместпӗр.

Несмотря на напряжённую, изнуряющую обстановку в воздухе, дерёмся мы яростно, с неиссякаемой энергией.

26. Майӑн пӗрремӗшне ют ҫӗршывра уявларӑмӑр // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Сывлӑшри хӗрӳ ҫапӑҫусенче тата темиҫе кун иртрӗ.

В горячих воздушных боях прошло ещё несколько дней.

16. Манӑн пурнӑҫри телейлӗ кун // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Эпӗ, хам вӑтӑр хут таран вӗҫсе тӑшманпа ҫапӑҫнӑ пулин те, ҫапӑҫусенче пулса пиҫнӗ чӑн-чӑн летчик пулма хамӑн темӗн ҫитменнине аванах ӑнланатӑп.

Я знал — мне многого не хватает, чтобы стать настоящим офицером военно-воздушных сил, настоящим, испытанным лётчиком, хотя у меня на счету было уже около тридцати боевых вылетов.

11. «Курски пӗкӗре» ҫапӑҫас умӗн // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Вӑл ҫапӑҫусенче те пулса куркаланӑ.

Он уже бывал в боях.

10. Ҫапӑҫӑва яланах хатӗр // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Солдатенко пирӗнпе иксӗмӗрпе те пур ӗҫ те опытран килни ҫинчен, чӑн-чӑн ҫапӑҫусенче пулса курнӑ хыҫҫӑн малашне ӗҫе шухӑшларах, пӗлсе тӑвасси ҫинчен нумайччен пӗтӗм чӗререн калаҫрӗ.

Солдатенко долго задушевно говорил с нами обоими о том, что всё даётся опытом и когда мы пройдём школу настоящих боёв, то будем хладнокровнее и рассудительнее.

7. Тӑшманпа пуҫласа тӗл пултӑм // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed