Шырав
Шырав ĕçĕ:
Иван Иваныч хӑй валли вырӑн ҫӗре сарчӗ, темиҫе хут анасласа илчӗ, юлхавлӑн турра кӗлтурӗ те ҫывӑрма выртрӗ.Иван Иваныч постлал себе на полу, несколько раз зевнул, лениво помолился и лег.
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Унтан, урлӑраххӑн пускаласа, хул лапаткисене хускаткаласа, лавсем ҫумӗпе юлхавлӑн малалла сулланчӗ, йӗрмӗшсе те ӳпкелешсе тепӗр хут каларӗ:
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Дымовпа хура сухаллӑ лавҫӑ, ахӑртнех, аванмарланчӗҫ пулӗ, мӗншӗн тесен вӗсем хыттӑн кулса ячӗҫ те, ҫынсем мӑкӑртатнине хирӗҫ чӗнмесӗр, хӑйсен лавӗсем патнелле юлхавлӑн утрӗҫ.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ыйхӑллӑ Егорушка тӑлӗ те упа курма Мойсей Мойсеич хыҫҫӑн юлхавлӑн танкӑлтатрӗ.Сонный Егорушка встал и лениво поплелся за Мойсеем Мойсеичем смотреть медведя.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Егорушка кӳме патнелле юлхавлӑн утрӗ, каллех шыв патне пычӗ.Егорушка поплелся к бричке и опять, от нечего делать, занялся струйкой воды.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ялти чи хӗрринчи ҫурт патӗнче тӑрнанни пек вӑрӑм та хытанка ураллӑ хӗрарӑм, аялти кӗпипе ҫеҫ юлнӑскер, алапа тем аллать; али витӗр тухакан шурӑ тусан юлхавлӑн анаталла вӗҫет.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Хӑмӑш витнӗ лутра та вӑрӑм ҫурт тӑррисенчен ҫӑра тӗтӗм каплана-каплана тухать, юлхавлӑн ҫӳлелле ҫӗкленет.
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
— Ҫапла, — терӗ статски, юлхавлӑн анасласа, — эсӗ, Сторешников, мухтанарах каларӑн; сирӗн ӗҫӗр пӗтмен-ха, эсӗ вара унпа пурӑнатӑп тесе каласа тултартӑн, пире лайӑхрах ӗнентерес тесе, Адельпе уйрӑлса кайрӑн.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лешсен енне ҫурӑмӗпе ҫаврӑнса, патмар кӗтӳҫӗ пӑявлакан пӑру ҫине пачах пӑхмасӑр, Яков Лукич крыльца патне юлхавлӑн чалӑшса утса кайрӗ.
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Юланутпа хӑвӑрт чуптарса килнипе тӑртаннӑ урисене юлхавлӑн хуҫлатса, Давыдов йывӑррӑн, шӑпах Нестеренко вырнаҫнӑ креслона хирӗҫле кивӗ пукан ҫине пырса ларчӗ, ҫак хӑваран ҫыхнӑ йӳнӗ тӑракан креслон лутӑрканса пӗтнӗ айккисем ҫине ним шутламасӑр пӑхса илчӗ, унтан, акаци тӗмӗсенчи ҫерҫисем пӗр чарӑнмасӑр чӗвӗлтетнине итленӗ май, Нестеренкӑн сарӑ пичӗ ҫине, унӑн тирпейлӗ сапланӑ ҫанӑллӑ кивӗ гимнастерки ҫине пӑхса, ҫапла каларӗ:
XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тӗмеске ҫинче, инҫетре иккӗмӗш бригадӑн хирти будкипе станӗ курӑнса кайсанах, Ҫӑрттан мучи юлхавлӑн юртакан ӑйӑрсене чарса тӑратрӗ, урапа ҫинчен анчӗ.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫавнашкал тӗлӗксем курнӑ хыҫҫӑн Ҫӑрттан мучи ирхи апатченех типӗ тутисене ҫуласа ҫӳренӗ, пурлӑ-ҫуклӑ апатне ҫинӗ чухне вара ассӑн сывла-сывла илнӗ, катӑк кашӑкӗпе чашӑкра юлхавлӑн пӑлхатса, ҫӗр улми таткисене тытнӑ.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Давыдов, ҫакна асӑрхаса, юлхавлӑн йӑл кулчӗ, ыйӑхсӑр ирттернӗ ҫӗрпе чылай пӑшӑрханни пусарса ҫитерчӗ, ҫавӑнпа ӑна тӳсме ҫук ыйӑх пусрӗ.
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Давыдова курсан картла вылякансем хӑйсен вырӑнӗнчен юлхавлӑн тӑчӗҫ; пӗри тӑмарӗ, вӑл, чавси ҫине таяннӑ та, нумай пулмасть выляса янишӗн кулянса пулмалла, васкамасӑр та шухӑша кайнӑн, лӑпкӑн карт ушкӑнне пӑтраштарать.
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Правленин кӑтрашка курӑкпа витӗннӗ картишӗ пушахчӗ, вите патӗнче ҫеҫ кӳршӗ чӑххисем тислӗк ҫинче юлхавлӑн чаваланатчӗҫ те сарай аслӑкӗ айӗнче темшӗн Трофим ят панӑ качака таки ват енне тайӑлнине пула тарӑн шухӑша кайса тӑратчӗ.
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Лешӗ юлхавлӑн, васкамасӑр пырса тӑчӗ.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Лаши, ют ҫын алли турткаланине юлхавлӑн пӑхӑнса, пуҫне мӑнаҫлӑн каҫӑртрӗ те ӗшеннӗ кайри урисене сӗтӗрттерсе, вите еннелле утрӗ.
1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӗрене вара юлхавлӑн турткаласа илетчӗҫ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Вӗҫӗ-хӗррисӗр тинӗс, ҫыр хӗрринче юлхавлӑн хашкаканскер, — тӗлӗрсе кайнӑ, уйӑхӑн кӑвак йӑлтӑрккипе витӗннӗ инҫетӗнче пӗр хускалмасӑр шӑпах выртать.
Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.
Юлхавлӑн утаҫҫӗ выльӑхсем; кӗтӳҫӗ — хӑрах куҫлӑ, пӑрнӑҫ туталлӑ ватӑ старик, пуҫне уснӑ та хӑйӗн ури ҫине пӑхса пырать.
Шампа // Иван Иртышев. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 18–26 стр.