Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лесник — ман аттен ҫывӑх юлташӗ.
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Ҫак калава ҫыраканӑн пӗр юлташӗ пӗр эрне каялла Григорие хула урамӗнче курнӑ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Петрянкин сержантпа пӗрле унӑн ҫывӑх юлташӗ Иосиф Орлов ӗҫлет.
1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
— Ӑна туянма хӑш вӑхӑтра ӗлкӗртӗн? — юлташӗ ҫине кӑн-н пӑхрӗ Мамарланов.
12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
— Илтмен паллах, — терӗ вӑл юлташӗ сӑмах хушассине кӗтмесӗрех.
12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Герасим Федотович ун чухне ҫине тӑрса юлташӗ ӳкӗтленӗрен ҫавӑн пек айванланчӗ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ытти кайӑксем вара хӑйсен юлташӗ сывалса ҫитсен ҫул ан ҫухаттӑр тесе тӳпене йӑлтӑркка мамӑксем вӗҫтерсе хӑварнӑ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Вӗсен пӗр юлташӗ аманнӑ та, ҫуначӗ хуҫӑлнӑскер, малалла вӗҫме пултарайман.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Ҫӗр выртма вӑл юлташӗ патне кӗме шутлать, анчах ӑна ҫыру ҫырса пӗлтермен.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Изамбаев юлташӗ Захар Фомич ун чухне Пушнар ялповӗнче ӗҫлетчӗ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Анне те час-часах: «Мӑнукӑма хамах пӑхса ҫын тӑвӑп. Санӑн халь, ҫамрӑкрах чух, пурнӑҫ юлташӗ тупма тӑрӑшмалла — унсӑрӑн пурнӑҫ эрӗм тути калакан пулӗ», — текелерӗ.
Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.
— Тен, патька-патша Сюльдящов усал ҫын пулнине, вӑл пирӗн юна пайтах юхтарнине пӗлмест пулӗ, — хӑй сӑмахне хӑй те шанмасӑртарах каларӗ ӑна юлташӗ.
Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Сасартӑк арман енчен хуралҫӑ ҫине такам арӑслан пек сиксе ӳкрӗ те ӑна ҫапса ӳкерчӗ, унтан хӗре ыталаса илсе, тӗмсем хыҫне кӗрсе кайса ҫухалчӗ, ахӑртнех хӗре ҫӑлаканӗ пӗччен пулман пулас, ӑна юлташӗ кӗтсе тӑнӑ ӗнтӗ.
Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӗсен юлташӗ Т. Янеев.
Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.
Янеев, хӑй пуҫӗнчи каскине илсе, темиҫе минут хушши юлташӗ умӗнче пуҫа усса тӑчӗ.
Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.
Ҫук, алли сивӗннӗ, юлташӗ куҫне хупнӑ…
Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.
Киселев, темиҫе ҫӑвар лӑнкӑрт-лӑнкӑрт ҫӑтса, хӑйӗн хӑмӑр куҫӗсемпе юлташӗ ҫине сӳрӗккӗн пӑхать.
Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.
Йывӑррӑн ахлатнӑ сасса илтсе, Янеев хытӑ аманнӑ юлташӗ патне васкарӗ.
Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.
— Федьӑпа пулсан, тата лайӑхрах, — ним чӗнмесӗр итлесе ларакан юлташӗ ҫине пӑхрӗ Кирук.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Федя ун сӑмахне хӳтӗлесе каласса кӗтет, анчах юлташӗ пуҫа чиксе ларни тӗлӗнтерет.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.