Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӳпе ывӑлӗсенчен нумайӑшӗ вилнӗ хальлӗнех ӳкет, нумайӑшӗ чул хысаксенчен ҫапӑнса, Кӑнтӑр океанра путса вилет, анчах ытларахӑшӗ Тума ҫине тӗрӗс-тӗкел анса ларать».
Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Партизансен ытларахӑшӗ ӑна рабочи металлист пулӗ тенӗ.
38 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Унчченхи ҫамрӑк коммунист-интеллигентсен ытларахӑшӗ пекех, Бояна хӑйне хисеплеттерессине «ахаль» ҫынсене ӑнланма, вӗсемпе калаҫма пӗлме, вӗсен ӗҫӗсемпе интересӗсем пирки чӑнласах хыпса-ҫунма тӑрӑшнинче палӑртрӗ.
31 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Партизансенчен ытларахӑшӗ ӑна инкексемшӗн, ротӑн хальхи кун-ҫулӗшӗн айӑплӑ тесе шутланине пӗлсен, вӑл хӑйне кӳрентернӗ пек туйрӗ.
28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хӑм пысӑкланнипе тата «comme il faut» пулнипе хытӑ савӑннӑран, эпӗ хӗл каҫичченех тӗтре ӑшӗнчи пек ҫӳрерӗм, ҫавӑнпа: экзамена епле парӑп? текен ыйту пуҫа пырса кӗрес пулсан та, хама юлташӑмсемпе танлаштарса, ҫапла шухӑшларӑм: «Вӗсен те экзамен тытмалла-ҫке, вӗсенчен ытларахӑшӗ пачах «comme il faut» мар, эппин эпӗ ыттисенчен лайӑх енпе уйрӑлса тӑратӑп, ҫавӑнпа экзамен тытма та пултарӑп».
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ачасенчен хӑшӗсене эпӗ аяккинчен куратӑп, ытларахӑшӗ ман еннелле ҫурӑмпа лараҫҫӗ, анчах эпӗ вӗсен ҫурӑмӗсем тӑрӑх та камӑн кӑмӑле мӗнлерех пулнине куратӑп.
43 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ытларахӑшӗ, ҫухӑрса-ӳлесе, урамсенелле вирхӗнчӗҫ, такӑна-такӑна ӳкеҫҫӗ, пӗр-пӗрин урлӑ сиксе каҫса чупаҫҫӗ, чиркӳ крыльци патӗнче вара, хӗрӳллӗн те алла-аллӑн тытӑҫса, ҫапӑҫу пуҫласа ячӗҫ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫапах та ватӑрах офицер Редько тӳрӗ кӑмӑлпа каласа панинчен ку батальон Шуратӑл тӑрӑх каялла чакакан интервентсене пулӑшма кайни, салтаксенчен ытларахӑшӗ ирӗксӗрлесе мобилизациленӗ хресченсем пулни, вӗсенчен нумайӑшӗ хӗрлисем енне куҫма хатӗр тӑни паллӑ пулчӗ.
XV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Чӑнах та, суйласа илнисем хушшинче старшинан авалхи тусӗсем, ытларахӑшӗ батальон автоматчикӗсен взводӗнчи харсӑр йӗкӗтсем пулчӗҫ.
XV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӗсенчен 34 пин ытларахӑшӗ ӑна иккӗмӗш тапхӑрпа тунине ҫирӗплетнӗ ведомство ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан.
Олег Николаев вакцинаци хӑвӑртлӑхне ӳстерме чӗнсе каларӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=50 ... d59adb635d
Ытларахӑшӗ ҫыпӑҫтаркӑча хаваспах илсе тав тӑватчӗ.
Пӗрлӗхлӗ чӗлхе // Ирӗклӗ сӑмах. Ирӗклӗ сӑмах
Жюль Верн геройӗсенчен ытларахӑшӗ — тӗпчевҫӗсем, ученӑйсем.
Автор ҫинчен кӗскен // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Хӗрарӑмсенчен ытларахӑшӗ япала йӑтакансем пулса ӗҫлеҫҫӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Европеец-агентсем (ытларахӑшӗ — португалсем) хӑйсен ҫӗршывӗнчен кӑларса янӑ йӑх-яхсем, ирсӗр ӗҫ тунӑ киревсӗрсем, каторгӑран тарнӑ е чура карапӗсен ҫакса вӗлересрен хӑтӑлнӑ унчченхи хуҫисем пулнине ӑнланса илме йывӑрах мар.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Съездра ытларахӑшӗ Ленин майлӑ пулнӑ.
Чее сӗтел // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Унсӑр пуҫне, ачасенчен ытларахӑшӗ халӗ ларса каять, ултӑ-ҫичӗ ача ҫеҫ юлать.Кроме того, большая часть ребят сейчас уедет; значит, останутся только шесть-семь человек.
17 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
30 ҫула ҫитнӗ ҫӗре вӗсенчен ытларахӑшӗ авланнӑ е авланса уйрӑлнӑ.
Арҫынсем пирки // Чӑвашстат. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2020.02.29
Преступленисенчен ытларахӑшӗ эрех ӗҫнипе ҫыхӑннӑ.
Ҫынсемшӗн ял шӑпи ют мар // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2015.01.28
Ҫынсенчен ытларахӑшӗ вара ҫӗрпе усӑ курассин, территорисене тирпей-илем кӗртессин, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн, пурӑнмалли ҫурт-йӗре харпӑрлӑха парассин ыйтӑвӗсене хускатнӑ.
Ҫынсемшӗн ял шӑпи ют мар // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2015.01.28
Вӑл ирхине, тен, Исая ҫӗр ҫын та курнӑ пулӗ те, вӗсенчен тӑхӑрвуннӑшӗ — е ытларахӑшӗ те — ӑна ҫисе яма пултарнӑ.В то утро, может, сто человек Исая видели и девяносто, коли не больше, могли ему плюху дать.
XXVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.