Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑнасем кӑвак тӗтӗмпе ҫиҫекен тепӗр зала юхса куҫма пикенчӗҫ; пӗлес килнӗрен каллех хӗмленсе-ӑнтӑлса, капӑр чӗрӗ ушкӑнсен ҫӑмӑл шавӗ хушшипе эпӗ те унталла иртрӗм, утнӑ май кӳршӗсемпе хутран-ситрен, анчах ытлах хирӗҫмесӗр тӗрткелешетӗп.
XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Кӗтесрен лерелле ҫутӑ йӑлтӑравӗ тӑсӑлнӑ; ҫав енчен сасӑсен вӑйсӑр, анчах уҫӑмлӑ шавӗ илтӗнет — Ассунтӑпа Тингӑн тӳлек пуплевӗ.
III. Ассунта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Ӗҫӗн йывӑртан та йывӑр пайӗ — пуҫламӑш чӑнкӑ шахтӑна чавса тухасси, — куҫса ҫӳренин шавӗ, ӗҫ хатӗрӗсен сасси иртсе пыракана ӑнсӑртран илтӗнме пултараҫҫӗ, ҫапла вара — вӑл хӳме урлӑ пӑхас тӑк такамсем пусӑ чавнине тӗсейӗччӗ.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Шыв юхӑмӗн чӗтревӗ, вулӑсен сӗткен куҫӑмӗ, курӑкпа ҫӗр сывлавӗ, ҫеҫке ҫурӑлӑвӗ, ҫулҫӑсен шавӗ, ыйхӑлакан кайӑксен тӗркӗшӗвӗ, хурт-кӑпшанкӑ утни — пӗтӗмпех ҫӗртен тӳпенелле вӗҫекен лӑпкӑ та ҫӗнтерми кӗрлев туйӑмне пӗрлешеҫҫӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 85–91 с.
Ҫӳллӗ хура тимӗрҫӗ лаҫҫисенче тимӗрҫӗсем ҫаннисене тавӑрнӑ та — ҫӗҫӗ-сӑнӑ туптаҫҫӗ — чарусӑр ӗҫченсене хурҫӑ сасси вӗркӗчсен шавӗ вучахсен хӗрлӗ тамӑкӗпе туптав чӑшлатӑвӗ хавхалантараҫҫӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 15–21 с.
Шывӑн ҫемҫе тӗпӗ, ачашшӑн сӗртӗнекен, ҫӑмӑллӑн уҫӑлса ҫул паракан ӳсен-тӑран, юхӑм шампӑртатни, ҫил шавӗ, ҫыран хӗрринчи чечексен техӗмӗ, ӑнтӑлса таҫта васкакан пулӑсен кӑмӑллӑ калаҫӑвӗ тата ытти нумай-нумай сасӑ, халиччен илтменскерсем, Йӑр-йӑр чӗрине тӗпчемен-курман ытараймилӗхпе тултарса лартрӗҫ.
Йӑр-йӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 10–14 с.
Ку — пурнӑҫӑн кӑнтӑрӗ, унӑн шӑрӑх кӑнтӑрли; вӗри кӑвак мӗлкесем, хальлӗхе курӑнми ҫӑл куҫӑн ӑш хыппипе шавӗ.Это был юг жизни, ее знойный полдень; жаркие голубые тени, жажда и шум невидимого еще ключа.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Яхта кӳлепи ҫине ӑнтӑлуллӑ сӗртӗнӳсем сапакан шыв юххин шавӗ; ҫӳлте урасем тӗпӗртетни; урӑх тӗнчерен вӗҫсе килнӗн туйӑнакан уҫӑмсӑр кӑшкӑру; алӑк хӑлӑпӗн чӗтревӗ; мачтӑсен юлхав чӗриклетӗвӗ; ҫил улавӗ; парӑс вӗлкӗшӗвӗ; стенаран ҫакнӑ календарь ташши — карап ҫинчи кунӑн пӗтӗм кӗвви-ҫемми; хаяр тимлӗхпе тулнӑ шӑплӑх саманчӗсем, тинӗс ҫул ҫыравӗсен фантазие, паттӑр ӗҫсемпе хӑрушлӑхсене, савӑнӑҫпа катастрофӑсене чӗртсе тӑратакан океанӑн тӗрӗс мар хӑтлӑхӗ — кӑмӑла хускатакан ҫак япаласен капламӗ Гнора чаплӑ лару-тӑрура пӗр пилӗк минут пек тытрӗ; вӑл ури ҫине тӑрасшӑнччӗ, палуба ҫине тухасшӑнччӗ, анчах, иллюминатор ҫинче пӑтранчӑк шӗвеке куҫса юхакан шыв сирпӗнчӗкӗсен вӑййине сӑнанӑ май, малтанхи пирки тӳрех манса кайрӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Такам — тен, вӑл, — чӗр куҫҫи таран шывра, ура лапписене ҫемҫе юшкӑн ҫӑтать… вӑрман шавӗ, йӗпе хӑйӑр, халсӑрлӑх…
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Вӑл вӗсене ҫатӑрласа тытрӗ те — ҫулҫӑсен шавӗ шыв ҫийӗн уҫӑмсӑррӑн чупса иртрӗ.Он ухватился за них, и шум листьев глухо пробежал над водой.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Ҫавӑнпа, халӗ темле те, ун чухне ҫамрӑксем каҫпа самаях йышлӑ пухӑнатчӗҫ, вӗсен хаваслӑ шавӗ аякран ах илтӗнсе тӑратчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Унашкал ӗҫкӗ шавӗ ялӑн тепӗр енче те янӑраса тӑрать-ха та, Мина, темшӗн, ҫак ҫурта суйласа илчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Йӗри-тавра, кӑнтӑрла пӑчӑлӑхӗнче, вӑрман тӗлӗрет; унта курӑнми пурнӑҫӑн уҫӑмсӑр шавӗ чӗтре-чӗтре вылять, ҫын ҫуклӑхӑн, улӑпла вӑйӑн, шӑплӑхӑн тӗлӗнмелле ытараймилӗхӗпе чуна хускатать.
III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Тӗрӗссипе вара ҫак хускану шавӗ пуҫ тӗлӗнчи хӑватлӑ чан сассилле янӑрать, нервсен йынӑшӑвӗ пек ӑсран ярасла, пӗтӗм чун-чӗрине пӑлхатса куҫать.
V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Санӑн эпӗ илтнӗ пек илтесчӗ: хӑлху ҫумне рак хуранӗ тытсамччӗ — унта ӗмӗрхи хум шавӗ; санӑн эпӗ юратнӑ пек — пӗтӗмпех юратасчӗ, вара ҫырӑвунта, юратупа этемсӗр пуҫне, телейлӗ кулӑ та тупӑттӑмччӗ».
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Яту ҫапла тӗлӗнмелле, юхӑмлӑ, ухӑ йӗппи шӑхӑрнӑн е тинӗсри рак хуранӗн шавӗ пек кӗвӗллӗ пулни аван; сана ҫепӗҫ янӑракан, анчах йӑлӑхтармалӑх хӑнӑхнӑ ятсенчен, Илемлӗ Паллӑ марлӑхшӑн ют ятсенчен пӗринпе чӗнес тӗк мӗн тунӑ пулӑттӑм-ши?
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ӑна ҫак пысӑк та ҫӑмламас, тискеррӗн йӑлтӑртатакан куҫлӑ чӗрчунсем тата вӗсен вӑйлӑ шавӗ хӑратнӑ.Его пугали эти огромные косматые животные, злобно сверкавшие глазами, пугал их оглушительный топот.
Бизонсене тӑмалли вырӑн // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Кӗҫех ҫип пӗтӗрекен машинсен шавӗ хӗр хӑлхисене мӑкларӗ.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Усковсен туй шавӗ таврана саланнӑ чух Лиза аппан чӗри тапма чарӑннӑ.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Анчах та Семеновски патӗнче пӑшал сассисем хӑвӑртрах та хӑвӑртрах илтӗнме пуҫланӑ, орудисенчен пенисен шавӗ хӑрушшӑн кӗрлесе тӑнӑ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.