Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шавласа та юрласа Ҫинҫе ҫитрӗ сип-симӗс, Тырӑ-пулӑ ӑнасса Уйсем-хирсем тип-тикӗс.
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Юнашарти мӑнастир аслӑ ҫуртӗнче Хӗрсемпе каччӑсем уйрӑм пухӑнаҫҫӗ, Вӗсем те ҫаксен ӑрӑвӗ йӑхӗнчен — Шавласа савӑнса ырӑ кун кураҫҫӗ…
IV. Воевотӑ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ы-ы-ы-ы-ых! — асар-писер ҫил-тӑвӑллӑн шавласа кайрӗҫ тарӑху, тавӑру вучӗпе ҫулӑмланса илнӗ ҫынсем, унтан вӗсем, алӑ чӑмӑрӗсене вӑнк та вӑнк ирӗке яркаласа, Сталина сӑмахпа хытӑрлама, ятлама, йӳҫек айӑплав сӑмахӗсем хыптарма тытӑнчӗҫ:
Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.
Хула тӗрлӗ кусатӑранлӑ машинӑсен хӑшӑлтатӑвӗпе вӑйӑнса нӑрласа, ҫурхи шарласа юхакан шыв сассиллӗн шавласа тӑрать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Пурнӑҫ ҫулӗ ҫине ӑслӑн-тӑнлӑн тухма пулӑшнӑ «иккӗмӗш ашшӗ-амӑшӗсене» тав туса, шкулпа сывпуллашса, каччӑсемпе хӗрсем, хӑйсем пӗве кӗрсе ҫитнине палӑртакан докуменчӗсене чӗре ҫывӑхне тытса, тӗркӗлтетсе, какӑлтатса шавласа (нумайӑшӗ мӑшӑррӑн-мӑшӑррӑн, алран алӑ тытӑнса, алла-аллӑн ҫавтӑнса) кӑмӑлӗсене вӗҫтеркелесе, юлташла та туслӑн шӳтлесе-кулса, чун кӗлекен апла-капла сӑмах ваклакаласа, урама тухрӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Нумайччен шавласа ларчӗҫ ҫамрӑксем.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Клубри халӑх тепӗр хут кӗрлесе, шавласа кайрӗ.
VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Илие Капаклыпа пӗрле слесарнӑй мастерскоя ҫакӑнта ӗҫлекен ҫамрӑксем те шавласа пырса кӗчӗҫ.Когда во главе с Илие Капаклы в слесарную ввалилась шумная компания ребят-слесарей.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ун умӗнчен, пӗр-пӗринпе тем пирки шавласа, вӗренекенсен ушкӑнӗ мастерскойсем еннелле килет.Впереди него, сбившись шумной сплоченной гурьбой, шли к мастерским ученики.
Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Арӑм хытах шавласа кайнипе калаҫӑва чунтанах урӑх ҫӗрелле пӑрма хӑтланатӑп.
Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.
Алтатти инке хӑнана алӑ париччен те пулмарӗ — юнашар пӳлӗмрен ҫамрӑксем шавласа, тӗпӗртетсе тухрӗҫ, путексем пек сиккелесе, Пазухина сырса илчӗҫ.
XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Залри ҫынсем кӑмӑлсӑррӑн шавласа илчӗҫ.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
— А-а, акӑ ӑҫта иккен эсӗ, шыраса хӑшкӑлтӑм сана! — терӗ вӑл, яланхи пекех шавласа.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Ҫамрӑксем хаваслӑн шавласа тухса кайрӗҫ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Вӑл кӑмака ҫумӗнче салтаксем валли алсишсем ҫыхса ларакан карчӑкпа хӗре сывлӑх сунчӗ те тӳрех шавласа калаҫма пуҫларӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Сип-симӗс тумлӑ хыр-чӑрӑшсем вара нимӗн те пулман пек мӑнкӑмӑллӑн шавласа ҫеҫ лараҫҫӗ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Ҫынсем шавласа кайрӗҫ, каллех Сухрун арӑмне, Шӑнкӑрча асӑнчӗҫ.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.
Халӑх шӑпланнипе усӑ курса, Касмухха майлисем шавласа кайрӗҫ:
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Халӑх тепӗр хут шавласа кайрӗ те пуху варрине Ҫтаппан тухнине курсанах лӑпланчӗ.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Парас! — ытти каччӑсем те килӗшсе хӗрӳллӗн шавласа илчӗҫ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.