Шырав
Шырав ĕçĕ:
16. Санӑн сӑмаху ҫитсех тӑчӗ, вӑл маншӑн апат вырӑнне пулчӗ; Санӑн сӑмаху манӑн чӗреме савӑнӑҫпа хаваслӑх кӳчӗ; эй Ҫӳлхуҫамӑм, Саваоф Туррӑм, эпӗ Санӑн ятупа хисепленетӗп.
Иер 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Мана вара, эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ пӗлетӗн, мана куратӑн, Эсӗ манӑн чӗреме сӑнанӑ: вӑл — Санпа пӗрле.3. А меня, Господи, Ты знаешь, видишь меня и испытываешь сердце мое, каково оно к Тебе.
Иер 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Сире Хамӑн чӗреме кӑмӑллӑ кӗтӳҫӗсем парӑп, вӗсем сире пӗлсе, ырӑ ӑслӑн кӗтсе ҫӳрӗҫ.15. И дам вам пастырей по сердцу Моему, которые будут пасти вас с знанием и благоразумием
Иер 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Чунӑма ун енне тытрӑм, ҫапла тасалса, ӑслӑлӑх патне ҫитрӗм; 28. чӗреме малтанласах ӑна парӑнтартӑм, ҫавӑнпа та ӑслӑлӑх мана пӑрахмӗ.
Сир 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2-3. Манӑн йӗркесӗр ӗҫӗмсене хӗрхенмесӗр питлемешкӗн, вӗсем аташнине чарса лартмашкӑн тата айӑпӑмсем нумайланасран, аташни-йӑнӑшни хушӑнасран, хама курайман ҫынсем умӗнче ӳкесрен, тӑшманӑмсене савӑнтарасран манӑн шухӑшӑм тӗлне кам чӑпӑркка кӑнтарӗ-ши, манӑн чӗреме кам ӑс парса тӑрӗ-ши?
Сир 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ах, йӑмӑкӑм, ҫураҫнӑ пикеҫӗм, манӑн чӗреме тыткӑнларӑн! пӗрре пӑхнипех, пӗр мӑй ҫыххипех манӑн чӗреме тыткӑнларӑн.
Юрӑ 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Куҫӑма мӗн килӗшетчӗ, ҫавӑ манӑн пулатчӗ; чӗреме нимӗнле савӑнӑҫран та катса хӑвармарӑм, мӗншӗн тесессӗн пур ӗҫӗмре те чӗрем хӗпӗртесе тӑратчӗ; ку вӑл мана пӗтӗм ӗҫӗмшӗн тивӗҫнӗ парне пулнӑ.
Еккл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эпӗ ӳтӗме эрехпе килентерме шутларӑм, чӗреме ӑслӑлӑх ертсе пынӑ хушӑрах ухмахла-ҫӑмӑлттайла та савӑнас, этем ывӑлӗсемшӗн мӗн лайӑххине курас, ҫӗр ҫинче вӗсем хӑйсен кӗске ӗмӗрӗнче мӗн тума тивӗҫлине пӗлес терӗм.
Еккл 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара чӗреме ҫапла каларӑм: акӑ эпӗ асла тухрӑм, Иерусалима манран маларах тытса тӑнисенчен пуринчен те ытларах ӑс пухрӑм, чӗрем манӑн пӗлӳпе ӑслӑлӑх нумай илчӗ.
Еккл 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эй ывӑлӑм, ӑслӑ пул, чӗреме савӑнтар — вара хама кӳрентерекене хуравлама пӗлӗп эпӗ.11. Будь мудр, сын мой, и радуй сердце мое; и я буду иметь, что отвечать злословящему меня.
Ытар 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. «Эпӗ ӗнтӗ чӗреме тасатрӑм, эпӗ ҫылӑхран тасалтӑм» тесе калама кам пултарӗ?9. Кто может сказать: «я очистил мое сердце, я чист от греха моего?»
Ытар 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эй Ҫӳлхуҫа, чӗлхе-ҫӑварӑма сыхӑ тӑрат, чӗлхе-ҫӑварӑм алӑкне картала; 4. чӗреме чее сӑмах енне ан сулӑнтар: ҫылӑхлӑ ӗҫӗмсене тӳрре кӑларасшӑн усал ӗҫ тӑвакансемпе пӗрле ан пулам, вӗсен пылак ҫимӗҫне те ан тутанам.
Пс 140 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Эй Турӑҫӑм, сӑна мана, чӗреме пӗлсе ҫит; сӑна мана, шухӑшӑмсене пӗлсе ҫит; 24. эпӗ усал ҫул ҫинче мар-ши — пӑхсамччӗ, мана ӗмӗрлӗх ҫул ҫине тӑратсамччӗ.
Пс 138 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
112. Хамӑн чӗреме Санӑн йӗркӳсене ӗмӗрех, мӗн виличченех туса тӑма хатӗрлерӗм.112. Я приклонил сердце мое к исполнению уставов Твоих навек, до конца.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
111. Эсӗ пӗлтернине-уҫса панине эпӗ еткер йышӑннӑ пек ӗмӗрлӗхе йышӑнтӑм: вӗсем манӑн чӗреме савӑнтараҫҫӗ.111. Откровения Твои я принял, как наследие на веки, ибо они веселие сердца моего.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Эсӗ манӑн чӗреме анлӑлатсассӑн, эпӗ Санӑн ӳкӗтӳсен ҫулӗпе чупсах кайӑп.32. Потеку путем заповедей Твоих, когда Ты расширишь сердце мое.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эй Ҫӳлхуҫа, Хӑвӑн ҫулу ҫине тӑрат мана, Санӑн чӑнлӑху ҫулӗпе ҫӳрем; чӗреме Хӑвӑн ятунтан хӑрамалла туса ҫирӗплет.
Пс 85 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. [Вара ҫапла шухӑшларӑм:] апла чӗреме кӑлӑхах тасатмарӑм-ши, хам айӑпсӑррине кӑтартма аллӑма кӑлӑхах ҫумарӑм-ши, 14. кунсерен хама кӑлӑхах амантмарӑм-ши, ирсерен хама кӑлӑхах питлемерӗм-ши? терӗм.
Пс 72 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Мӑшкӑл курни чӗреме халсӑрлатрӗ, эпӗ пӗтсе ҫитрӗм; хӗрхенессе кӗтрӗм — пулмарӗ, лӑплантаракансем шырарӑм — тупаймарӑм.
Пс 68 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Чӗреме ҫулӑм хыпса илчӗ; шухӑшӑмсене вут-ҫулӑм ярса илчӗ; ӗнтӗ калаҫма пуҫларӑм: 5. эй Ҫӳлхуҫа, эпӗ хӑҫан вилессине тата миҫе кун юлнине каласамччӗ, манӑн ӗмӗрӗм тӑршшӗне пӗлесчӗ.
Пс 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.