Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чул кӑларса пурӑннӑ шырланӑн чӑнкӑ ҫыранӗсем ҫинче, юр пӗрчисем сапаланнӑ пек, шурӑ чӗнтӗр евӗрлӗ хирти терн чечекӗсем сарӑлчӗҫ.По крутым склонам каменного карьера снежной россыпью, белым кружевом цвели заросли дикого терна.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Анчах пӗр-пӗр вӑхӑтра пачах кӗтмен ҫӗртен ҫак килйышра мӗнле те пулин пурҫӑн чӗнтӗр пирки е упӑшкин лашисемпе хӑнана кайни ҫинчен тепӗр чух ниме тӑман пек туйӑнакан ыйтӑва хускатаҫҫӗ, — вара нимле сӑлтав та ҫук пек пулин те, — тавлашу хӗрнӗҫемӗн хӗрсе пырать, чаршав хыҫӗнче ку ӗҫе татса пама тӑвӑр пулса тӑрать те, сасартӑк, тавлашакансене хӑйсене хӑратса пӑрахса тата итлесе тӑракансене тӗлӗнтерсе ярса, вӗсем пӗр-пӗрин ҫине чӑннипе мӗн тери япӑх пӑхни йӑлтах куҫ умне тухса тӑрать, халӗ ӗнтӗ нимӗне те хупӑрламан чаршав хирӗҫсе кайнисен хушшинче пӗр усӑсӑр сулланса ҫапкаланать, вӑл сире хӑвӑр унпа хӑҫантанпа улталанса пурӑннине ҫеҫ аса илтерет.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл вунпӗр ҫулта; кӗске пир кӗпепе, вӗҫӗсене чӗнтӗр тыттарнӑ шап-шурӑ йӗмпе ҫӳрекенскер, октавӑсене arpeggio урлӑ кӑна илме пултарать.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мана пурте хушаматпа чӗнеҫҫӗ, анчах эсир — ятпа чӗнтӗр!»
36 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Таврара — ҫӑра шӗшкӗлӗх, вӗсем хушшинче ҫинҫе кӑна ӑвӑссем ҫулҫисене чӑштӑртаттарса тӑраҫҫӗ; вӗсен хуппи ҫинче чӗнтӗр пек сарӑ лишайник курӑнать, хӗвел ҫутинче вӑл ылтӑн пекех йӑлтӑртатать.
33 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Хура чӗнтӗр евӗр курӑнакан кӑвакал ушкӑнӗ йӑм-хӗрлӗ ҫул ҫине вӗҫсе тухрӗ те шыв ҫумӗнченех хӗвел аннӑ ҫӗрелле вӗҫсе иртрӗ.
«Ача чӑтаймарӗ!» // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Чӗнтӗр пек ҫыхланса ларнӑ кӑнтӑрти йывӑҫсен пӗчӗк утравӗсем горизонт ҫинче кукӑр-макӑр хӗрӗллӗ курӑнса ларакан вӑрманлӑ Кавказ тӑвӗсенчен уйрӑлса кайнӑ пек туйӑнаҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Чӗнтӗр пек кӗперччӗ.
Пӗр хуларан // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 249–269 с.
Ӗнер вӗсем каҫса кайнӑ кӗпер халь хӑвӑрт юхса выртакан шыв ҫийӗн аркатса пӗтернӗ чӗнтӗр евӗр ҫакӑнса тӑрать.
Вӑрҫӑ ҫулӗ ҫинче // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 172–187 с.
Халь ак ун аллинче темскер пӗчӗкҫӗ япала, ҫав япалана вӑл чӗнтӗр тытать.А сейчас у нее в руках что-то маленькое, она это маленькое обшивает кружевом.
Пӗлӗт ҫинчи тата ҫӗр ҫинчи явленисем // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Хӑй те лайӑх тумланчӗ — чӗнтӗр хура шарф ҫыхрӗ.
Мӑн асламӑшне пытарни // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Каҫ ӑшӑ та ҫав тери лӑпкӑ, анчах хӑна пӳлӗмӗнчи пӑчӑ сывлӑш хыҫҫӑн Джеммӑна ытла та сулхӑн пек туйӑнчӗ, ҫавӑнпа та вӑл пуҫне хӑйӗн чӗнтӗр тутӑрӗпе витре.
II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Джемма ҫӳлти пӳлӗме хӑпарчӗ те, кӑкӑрӗ ҫине роза чиксе, пуҫне испанкӑсем ҫыхакан чӗнтӗр тутӑрпа витсе, часах каялла таврӑнчӗ.
II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Ҫӳхе чӗнтӗр пек явӑнакан симӗс тӗтӗм чӳрече патнелле туртӑнать.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Шурӑ вулли урлӑ чӗнтӗр мӗлке ӳкнӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Самолет ҫинчен вышкӑсем чӗнтӗр тӗрри пек туйӑнаҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ҫак шурӑ пайӑр-кана ҫил кӑшт вӗрсе хумхантарать, ун витӗр, чӗнтӗр витӗр курӑннӑ пек, Анат Сазанка ятлӑ пысӑк ял курӑнать.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Эпӗ ӗҫре чухне мӗн тума чӗнтӗр вӑл мана, — ответлерӗ Гена.— Что ж он будет звать, когда я на работе, — с достоинством заявил Гена.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Малтанхи вырӑнтах медицина кӗнекисемпе шкаф тӑнӑ, тумбочка ҫинче пластинкӑсемпе пӗрле патефон пулнӑ, пӗчӗк сӗтел — больницӑри столяр парни, илемсӗр тӗкӗр, ун умӗнче вара, лутра сӗтел ҫине сарнӑ чӗнтӗр ҫинче, хобочӗсене ҫӳлелле ҫӗкленӗ пӗчӗк слонсем, одеколонпа духи кӗленчисем, ҫӳҫ турамалли пысӑк тура.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Манька чӗнтӗр ҫыхмалли йӗпсепе кӑларма сӗнчӗ, — Нюра ирӗк памарӗ.Манька предложила воспользоваться крючком для вязанья, — Нюра не позволила.
Шавлӑ халӑх // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.