Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗлхине (тĕпĕ: чӗлхе) more information about the word form can be found here.
Ҫакна та палӑртса хӑвармалла: 1987 ҫулхи июнь уйӑхӗн 1-30-мӗшӗсенче ЧНТИ экспедици членӗсем Федоровка районӗнчи Урал ялӗнче чӑвашсен чӗлхине, йӑли-йӗркисене тӗпченӗ.

Help to translate

Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf

Дениса вӑхӑтсӑр темӗн те пӗр каласа хурасран чӗлхине ҫыртрӗ.

Help to translate

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Судра хӑйне йӗркеллӗ тытма, чӗлхине чарма пӗлменшӗн тата вунӑ тенкӗ хушрӗҫ.

Help to translate

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Вӗрентӳ министерстви сӗнӗвӗпе чӑваш чӗлхине вырӑс чӗлхиллӗ шкулсенче вӗрентмелли программӑсем ҫырать, 7-9-мӗш классем валли вӗренӳ комплекчӗсене хатӗрлесе ҫитерет, «Чӑваш чӗлхин ӳкерчӗклӗ словарӗ», «Урокри телекоммуникаци технологийӗ» кӗнекесем, «И.Я. Яковлев – чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ» видеопрезентаци учительсем патне ҫитеҫҫӗ.

Help to translate

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

Чӑваш чӗлхине аталантарас, «Чӑваш чӗлхи» предмета кирлӗ шайра ирттерес шухӑшлӑ педагогсем Галина Абрамова тавра пуҫтарӑнма тытӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

Чӑваш чӗлхине ют чӗлхе пек вӗрентме меслет никӗсне хатӗрлемен.

Help to translate

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

2003 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче республика парламенчӗ «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» Саккун кӑларни наци чӗлхине вырӑс чӗлхиллӗ шкулсене те илсе ҫитернӗ.

Help to translate

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

Малашлӑхра Чӑваш чӗлхине тапса туртакан Галина Андреева диплом ӗҫне те журналистикӑпах ҫырнӑ.

Help to translate

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

Ним сасӑ тумасӑр асӑрханса пӳрте кӗчӗ ача, каҫхи сывлӑм нӳретнӗ ботинкипе таса урайне йӗрлесе, чӗрне вӗҫҫӗн зала иртрӗ, фортепьяно умне ларса, аллине клавишсем ҫине хучӗ, анчах та пӑтравлӑ, канӑҫсӑр туйӑмсем музыка чӗлхине кӗресшӗн пулмарӗҫ.

Help to translate

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

— Тавтапуҫ, Данил Макарович… — терӗм, ваттин тӳрӗ чӗлхине ерипен хӑнӑха пуҫласа.

Help to translate

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

- Вырӑс чӗлхине вӗрентекенӗн шкул ачисене чи малтанах чӗлхе илемне туйма майсем туса памалла.

Help to translate

Вӗренекенсене кӗнеке ытларах вулаттарас килет // Э.ЭЛИНА. http://alikovopress.ru/verenekensene-ken ... kilet.html

Вырӑс чӗлхине аван пӗлни ҫынна пысӑк пӗлӳ шайӗллӗ, интелигентлӑ пулма пулӑшать, ҫакӑ малашлӑхра ӗҫре питех те пӗлтерӗшлӗ.

Help to translate

Вӗренекенсене кӗнеке ытларах вулаттарас килет // Э.ЭЛИНА. http://alikovopress.ru/verenekensene-ken ... kilet.html

Чӗлхине ҫӑтнӑ Хветура ҫапла тӑчӗ-тӑчӗ те чӗнмесӗр анса кайрӗ.

Help to translate

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Дерессине дерес галадь-га да, — чӑвашла калаҫакана чӑвашлах хуравлама тӑрӑшса, чӗлхине хуҫкаларӗ Серебряков.

Help to translate

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ак хайхи чӗлхине чараймасӑр кӑшкӑрса ячӗ аякранах: «Машинупа катаччи чуптар-ха, Сантӑр!» — тет.

Help to translate

XXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Чӗмсӗртерех Лашманов ку хутӗнче хӑй чӗлхине чараймарӗ.

Help to translate

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Пире кӳрентерес килет ун, — илтӗнчӗ чаршав хыҫӗнчен Анюк сасси, — Володьӑна ним вырӑнне те хумасӑр, пирӗнтен мӑшкӑлласа, чӗлхине ирӗк ярса ларать.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тен, вырӑс чӗлхине пула пирӗн чӗлхе ҫав териех йывӑрлӑха лекмен пулсан эпир терминсене вӑйпах чӑвашлатма тӑрӑшман та пулӑттӑмӑр пуль…

Help to translate

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

«Тантӑш» хаҫат редакцийӗн юнкорӗсем шӑпах чӑваш чӗлхине сыхласа хӑварма пулӑшаҫҫӗ пире.

Help to translate

100-е яхӑн ҫамрӑк корреспондент пуҫтарӑнчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60478

Франци чӗлхине пӗлет.

Владеет французским языком.

Кемаль Кылычдароглу // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%BB%D1%83

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed