Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Упаленсе пулмасӑр ку! — терӗ чӑрсӑррӑн ача.
Кам вӑл Серёга? // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Пирӗн нумай летчиксем Чкалов меслечӗпе — чӑрсӑррӑн, шанчӑклӑн, илемлӗн — вӗҫеҫҫӗ.Чкаловским стилем полета — дерзким, уверенным, красивым — владеют многие наши пилоты.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Совет истребителӗ хӑвӑрттӑн, чӑрсӑррӑн, шанчӑклӑн атакӑна кӗнӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Чӑрсӑррӑн пӑхакан чакӑр куҫӗсем ҫине йӗп-йӗпе сарӑ ҫӳҫ пайӑркисем усӑннӑ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Рогов именсе кайрӗ, вӑтанарах алӑ пачӗ, унтан, хӑй кӑнттам пулнӑшӑн хӑй ҫине ҫиленсе, чӑрсӑррӑн: эпӗ сире утрав ҫине илсе кайма килтӗм, тесе хучӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Ытла чӑрсӑррӑн калаҫатӑн эсӗ манпа: пӗчӗк ача-им эпӗ?
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хӑй вӑл тӗреклӗ арҫын, унӑн самаях кӑвакарнӑ сарлака сухалӗ ункӑн-ункӑн пӗтӗрӗнсе тӑрать, цыганӑнни евӗр кӑтра та хура, ҫӑра ҫӳҫӗ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ пекех курӑнать, сӑмси пысӑк, кӑшт кӑвакрах куҫӗсем ҫӑра куҫхаршисем айӗнчен чӑрсӑррӑн пӑхаҫҫӗ, ҫынсем тата, вӑл аллисене аялалла уссан, унӑн сарлака ывӑҫ тупанӗсем чӗркуҫҫисене сӗртӗннине те асӑрхарӗҫ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Эпӗ хамӑн алӑра мӗнле хӗҫпӑшал пур, ҫавӑнпа ҫапӑҫап, — тесе чӑрсӑррӑн ответлерӗ Кольхаун.— Я буду сражаться тем оружием, которое держу в руке! — дерзко ответил Кольхаун.
XX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Патшан темиҫе ҫывӑх ҫынни йӗркене ҫапла чӑрсӑррӑн пӑснине чарасшӑн пулчӗҫ, анчах вӑйлӑ мганнга хӑйӗн патне ҫывхарма хӑйнӑ пӗрремӗш ҫынна ӗнсерен тытса йӑтрӗ те пӗр вунпилӗк утӑма ывӑтса ячӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Дина тавра вӑл, сӗтеклӗ тупӑша ҫаклатнӑ хурчӑкалла, епле чӑрсӑррӑн та шанчӑклӑн пӗтӗрӗнет.Вон как ходит-частит вокруг Дины, словно ястреб около перепелки.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хӗр, машина сассипех пуҫне ҫӗкленӗскер, шурӑ хут ҫыпӑҫтарнӑ хӑма таткине вӗрене ҫумне сӗвентерсе йӑрӑст тӳрленсе тӑчӗ, йӗкӗте куҫран тӳрех чӑрсӑррӑн пӑхрӗ, сӑмах чӗнессе вара чӗнмерӗ.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Вара унӑн йывӑрӑшне чӑтаймасӑр чарӑнса ларнӑ карап шатӑртатса енчен енне ыткӑнчӗ, вилӗме хирӗҫ чӑрсӑррӑн тӑчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
— Итле-ха, Пикмӑрса тете, кам-кам пулчӗ санпа пӗрле вӑрманта? — чӑрсӑррӑн ыйтрӗ вӑл.— Послушай, дядя Бикмурза, кто с тобой в лесу-то был, скажи, а? — нетерпеливо спросил он.
XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Пансем йӗркеллӗ калаҫма тӑрсан, вӑл харкашнӑ, анчах чӑрсӑррӑн та лӳпперрӗн усал сӑмахсемпе вӑрҫакан хресченсене, — вӗсене ҫавӑншӑн чи тӳлек «шляхтич» та хӑлха чикки тыттарма пултарнӑ пулсан, — Макҫӑм пичче вара сӑмах та чӗнмен.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Дольре ултӑ пин роялист чӑрсӑррӑн тапӑннине пин ҫурӑ патриотпа аркатса тӑкма пултарнӑ ҫамрӑк командирӑн иксӗлми вӑй-халне пула, ҫак таврашри пӑлхав пусӑрӑнман пулсан та унӑн вӑйӗ хавшарӗ, хӑвачӗ чакрӗ.
VII. Чӑнлӑхӑн икӗ енӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ҫапах та вӑл сыхланма пуҫларӗ, класс енне ҫаврӑнчӗ те ачасем ҫине сиввӗн те чӑрсӑррӑн пӑхса илчӗ.
22 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Хӗрсе пынӑҫемӗн Огарнова хӑвӑрт, хаяррӑн та чӑрсӑррӑн каласа пама тытӑнчӗ, ҫынсене мӗн ҫавӑн пек пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫарса ҫӳренин тата мӗншӗн вӗсем ют ҫӗрте пӗр-пӗринпе пӗрлешнин сӑлтавӗсем Воропаевшӑн тӳрех уҫӑмлӑ та ӑнланмалларах пулса тӑчӗҫ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Вӑл пилӗк таранах пылчӑкпа вараланса пӗтнӗ, сӑнӗ кӑвакарса кайнӑ, куҫӗ путса кӗнӗ, кӑтра ҫӳҫӗ кӑна, ҫӗлӗкӗ айӗнчен тухса, чӑрсӑррӑн сапаланнӑ.
XX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Пуҫне вӑл чӑрсӑррӑн каҫӑртнӑ.
Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Чи чӑрсӑррӑн ҫапӑҫаканнн пӗтӗм приюта хӑратакан Васька Новогодов, Серёжӑна «мӑн пуҫли» текенни тата Зинкӑна чышаканни пулнӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.